Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Улăп" уçăлни çулталăк çитрĕ

Районти физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен "Улăп" комплекс уçăлни çулталăк çитрĕ. Вăл районшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Спорт керменĕнче пысăк спортплощадка, бассейн, тренажер тата кĕрешмелли залсем пур. Спорт площадкинче ултă тĕрлĕ вăйă выляма пулать: волейбол, баскетбол, алă мечĕкĕ, мини-футбол, бадминтон, пысăк теннис. Ял халăхĕ ытларах волейбол, баскетбол, мини-футбол вăййисене килĕштерет. Халĕ вара кунта регбол та выляççĕ. Çавăн пекех спорт комплексĕнче сĕтел çинчи теннисла та выляма пулать. Çулталăк ĕçленĕ май бассейна çỹрекен çынсен шучĕ тĕ йышланса пырать. Шкулсенче вĕренекенсем пирĕн пата графикпа çỹреççĕ _ уйăха икĕ хут. Ун чухне вĕсем урок ирттереççĕ. "Пирĕншĕн тĕп тĕллев - ачасене ишме вĕрентесси", - теççĕ вĕрентекенсем. Юлашки вăхăтра комплекса кỹршĕ районсенчен нумаййăн киле пуçларĕç - Комсомольски, Тутар Республикинчи Пăва район çыннисем. Шкулĕсемпе организацисем те юлмаççĕ. Физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен "Улăп" комплексра тĕрлĕ кружоксемпе секцисем ĕçлеççĕ: ишме вĕренекенсем, ирĕклĕ майпа кĕрешме, хĕвел тухăç кĕрешĕвне килĕштерекенсем валли. Унта кашнинчех 15-20 ачаран кая мар çỹреççĕ. Аслăраххисем вара "Сывлăхлă пурнăçшăн" клуба килĕштереççĕ. "Улăп" залĕсем пысăк, çутă, илемлĕ, таса. Çавăнпа та пуль çулталăк хушшинче кунта нумай тĕрлĕ спорт вăййисемпе ăмăртусем иртрĕç. Пирĕн физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексри тỹлев прейскурантĕнчи хаксем Чăваш Республикинчи ытти районсеннинчен пĕчĕкрех пулин те хамăр район çыннисем ыттисенчен сахалрах çỹрени пире пăшăрхантарать. Анчах вĕсен шучĕ ỹсессе шанатпăр эпир. Спорт керменĕн алăкĕсем яланах уçă. Кам хăйĕн сывлăхне çирĕплетесшĕн е йывăр ĕç кунĕ хыççăн канасшăн - эпир яланах вĕсене хапăл туса кĕтсе илетпĕр. Ырă сунса кĕтетпĕр сире, Елчĕк район çыннисем!


"Елчĕк Ен"
08 апреля 2009
00:00
Поделиться