Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тĕллеве пурнăçламалла

Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче районти тыр-пул ăстисем хăйсен умне тата çирĕпрех тĕллевсем илеççĕ: пурĕ 50 пин тоннăран кая мар тĕш тырă, 57 пин тонна яхăн çĕр улми пухса кĕртмелле. Палăртнине ăнăçлă пурнăçа кĕртесси акана мĕнле хатĕрленсе ирттернинчен нумай килет. Черетлĕ çур аки умĕн пулса иртнĕ районти семинар-канашлура шăпах çак ыйтусене сỹтсе явнă та. Ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, агрономсемпе инженерсем малтан "Урожай" сахал яваплă юлташлăхра çур акине хутшăнакан ял хуçалăх техникине хатĕрлессипе мĕнле ĕçленипе паллашрĕç. Пирĕн несĕлсем ака-суха ĕçĕсене суха пуçпе пурнăçланă пулсан, паянхи кун ыйтăвне вунă çул каялла туяннă ял хуçалăх машинисем те тивĕçтереймеççĕ. Халĕ хирсенче çĕнĕ йышши тата хăватлăрах, ĕçе тухăçлăрах йĕркелеме май паракан, энергие перекетлекен техникăпа усă курасси вăй илсе пырать. Ку енĕпе районта "Цветковы", "Гладковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсенче ют çĕршывра туса кăларнă ял хуçалăх машинисен пĕтĕм комплексĕпе анлăн усă курса юлашки икĕ çулта пысăк тухăçлă çĕр улми çитĕнтерчĕç. Техника паркне иртнĕ çул "Клевер" ОООра тĕпрен çĕнетнĕ, харăсах темиçе тĕрлĕ хăватлă техника кỹрсе килнĕ. "Урожай" ОООра та кирлĕ ял хуçалăх техникине вăхăтра туянма ĕлкĕрчĕç. Çав шутра Т-150 урапаллă трактор, БДМ 3х4 дискатор, икĕ сеялка, культиватор. Вĕсем палăртнă техникăн пысăк пайне "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйăракан çăмăллăхлă кредитпа усă курса илнĕ. Халь пулсан, харăс çакăн чухлĕ техника туянасси пĕчĕк хуçалăхшăн йывăртарах пулнă пулĕччĕ. Мĕншĕн тесен тĕнчери финанс кризисĕн тапхăрĕнче банксенчен пысăк кредитсем илме çăмăлах мар. "Ир вăранакан кайăк тутă пулнă" текен ваттисен каларăшĕ "Урожай" ООО ертỹçи Вячеслав Кузнецов пирки каланăнах туйăнать. Ял хуçалăх предприятийĕнчи механизаторсене кăçал техникăна акана хатĕрлесси, иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан, çурма вăя анчах килнĕ пек туйăннă. Мĕншĕн тесен çĕнĕ техникăна юсаса вăхăта ирттермелле пулман, вĕсенчи хăш-пĕр кăлтăксене анчах пăхса янă. Кунта кăçал ăшă мастерской та хута яма пултарнă, ĕçлекенсем уншăн питĕ савăннă. Малашне кирек мĕнле çанталăк условийĕнче те чăхăмланă техникăна ăшă мастерскойра юсама пулĕ. Механизаторсем ĕмĕтленни, кĕтни тинех çитрĕ. Çур аки умĕнхи черетлĕ канашлăва "Урожай" ООО никĕсĕ çинче ирттернине кунта хутшăнакансенчен нумайăшĕ ырласа каланине илтме май килчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕ, чăннипех, тăрăшса ĕçе пикеннĕ, аталану çулĕ çине тăнă. Çĕр ĕç культурисене туса илесси кашни çул ỹссе пынинчен те çакна яр уççăнах палăртма пулать. Черетлĕ çур акире ял хуçалăх предприятийĕсем 15706 гектар, фермер (хресчен) хуçалăхсен 4477 гектар çинче ял хуçалăх культурисене акса хăварма палăртнă. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче тĕш тырă культурисенчен, çĕр улмирен пысăк тухăç илес тесен чи лайăх вăрлăхсемпе анчах усă курмалла, лаптăксене кирлĕ таран минераллă удобренипе апатлантармалла. Финанс кризисĕн пăтăрмахĕсене пула, шел пулин те, ял хуçалăх предприятийĕсем кăçал ниепле те элита вăрлăх та, минераллă удобрени те малтан палăртнă чухлĕ туянайман. Хальхи вăхăтра районĕпе элита вăрлăх 4 процент анчах шутланать. Минераллă удобрени те, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 68 процент çеç. Хăш-пĕр хуçалăхсенче вăл вуçех çук. Çак лару-тăрура Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пу- лĕ-и? Тыр-пул ăстисен умне тепĕр пысăк ыйту тухса тăчĕ... Акана хутшăнакан мĕнпур техникăна хатĕррисен ретне лартма ĕлкĕрнĕ-и? Тракторсен юсавлăхĕ 82 процентпа танлашать, сеялкăсемпе культиваторсен 88 проценчĕ акана тухма хатĕр. Иртнĕ çул районĕпе пурĕ 65 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. Ака ĕçĕсене пурнăçлама пурĕ 813 тонна (пĕтĕмпе кирлинчен ытларах) дизель топливи туяннă. Ленин ячĕллĕ, "Родник", "Марс" хуçалăхсенче хальлĕхе çунтармалли-сĕрмелли материалсем вуçех çук. Семинар-канашлу ĕçне район пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăнчĕ, пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ.


"Елчĕк Ен"
08 апреля 2009
00:00
Поделиться