Иртнипе мар, паянхи пурнăçпа пурăнар
Юлашки çулсенче район территорийĕнчи ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Елчĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансен яваплăхĕ, пирĕн шутпа, тата пысăкрах пулмалла. Мĕншĕн тесен район центрĕнче кашни кунах такам та, темле çын та пулса курать. Ун таврашĕнчи ялсем те ал тупанĕ çинчи пек _ мĕн пурин куçĕ умĕнче. Урамсене, кил-çуртсен таврашĕсене тирпей-илем кĕртессипе пысăк тимлĕх уйăрнипе пĕр вăхăтрах кивĕ, ял илемне ярса ларакан ĕлĕкхи темиçе çуртран хăтăлтăмăр. Нумаях пулмасть Тỹскел ял çыннисемпе 1958 çулта туса лартнă клуба пăсасси, ăна вутта вакласси пирки калаçса татăлтăмăр. Пĕренесене, паллах, ĕçе хутшăнса ĕçлекенсем хăйсем хушшинче пайласа илме пулчĕç. Ятарлă ушкăн кĕске вăхăтра çак ĕçе пурнăçлама пултарчĕ. Эпир, ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем, Тỹскелсем палăртнă ĕçе кĕске вăхăтра, хăвăрт йĕркелеме пултарнипе кăмăллă. Анчах ял тенĕ çĕрте тĕрлĕ шухăшлă çынсем пур. Пĕрисене кивĕ клуба пăсни килĕшмен, теприсем хăйсен тепĕр тĕрлĕ шухăшĕсене палăртаççĕ. Халăха ăнлантарас, вĕсен ăс-тăнне уçăмлăх кĕртес тесе çак утăма тума мĕн хистенине палăртса калас тетĕп. Юлашки вăхăтра телевидени, радио передачисенче те, хаçат-журналта та тăтăш темиçе çĕрте ваттисен çурчĕсем çунни çинчен, çынсем нумай вилни çинчен каласа кăтартрĕç. Çакă та сисчĕвлентерчĕ. Тỹскелĕнчи пушă ларакан, пĕренерен купаланă кивĕ клуба çине-çинех пулса иртнĕ хăрушă тĕслĕхсем хыççăн пăсма шутларăмăр та. Тĕрĕссипе, ăна "упранинчен" те усси пулас çукчĕ. Кунти электропроводкăсем тахçанах юрăхсăра тухнă. Пушар тухас хăрушлăх пысăк пулнăран клуба урăх ĕçлеме ирĕк паман, хупнă ĕнтĕ. Çи витти те тахçанах шăтса юхма тытăннă, унтан шыв анса тăнине пула мачча хăмисем кăмпаланнă, пĕренен малтанхи тăватă речĕ йĕри-тавра çĕрĕшнĕ, спортзал урайĕсем те юрăхсăра тухнă. Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров ялти культура çурчĕсене çĕнетсе улăштарас тĕлĕшпе йышăннă Указ вăйра тăнă тапхăрта Тỹскелĕнче те, тен, паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çĕнĕ клуб туса лартма май килĕ. Иртнипе мар, паянхи пурнăçпа, малашлăх çинчен ĕмĕтленсе пурăнар. |
"Елчĕк Ен"