Тĕмерти пĕрремĕш чиркĕве 18-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче туса лартнă. Шел пулин те, вăл ĕçлеме пуçланин чăн-чăн çулне çĕршыври тĕрлĕ архивсенче шыраттарса та тупма май килмерĕ-ха. Иккĕмĕш чиркỹ Христос тĕнне ĕненекенсене 1797 çулта йышăннă. Виççĕмĕш чиркĕве 1876 çулта уçнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-40-мĕш çулĕсенче влаçсем Тĕмер чиркĕвне темиçе хутчен те хупма хăтланса пăхнă. Прихута кĕрекен ялсенчи Турра ĕненекенсем хирĕç тăнипе çеç вăл сыхланса юлнă. Çапах та самана кăларса тăратнă пăтăрмахсем унран та пăрăнса иртмен. 1921 çулта чиркỹри ылтăнпа кĕмĕлтен тунă авалхи хаклă япаласене, 1933 çулта 100 тата 49 пăт таякан чансене антарса шăратма илсе кайнă. Çухатнă пурлăха каярахпа чиркỹ çĕнетсе пынă, 1947 çулта çĕнĕ чансем туяннă. Çапах та вĕсен янăравлăхĕ, сасси ĕлĕкхисемпе танлашайман. Тĕмер чиркĕвĕнче 1992 çултанпа пачăшкăра ĕçлекен Петĕр атте пысăк чан туянса вырнаçтарасси пирки чылайранпа ĕмĕтленнĕ. Анчах нумай çул чиркĕве юсаман пирки унта ытти ĕçсем чылай пуçтарăнса кайнă. Çавăнпа юлашки çулсенче чиркỹ никĕсне çирĕплетнĕ, урайне сарнă, хурал пỹртне çĕнĕрен тĕртсе тунă, ытти чылай ĕçсем пурнăçланă. Пĕлтĕр Петĕр атте пысăк чан туянмашкăн прихут çыннисенчен пулăшу ыйтнă. Екатеринбургри пĕр заводра Тĕмер чиркĕвĕ валли 68 пăтлă (1088 кг) чана шăратса хатĕрленĕ вăхăт тĕлне укçа-тенкĕ пуçтарăннă та. Вăл 20 пăтлă тепĕр чан туянмалăх та çитнĕ. Чан илме Тĕмер прихутне кĕрекен ялсенчен кăна мар, таврари ытти ялсенче пурăнакансем таса кăмăлтан укçа-тенкĕ панă. Вырсарни кун Тĕмер чиркĕвне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Пĕр тонна ытларах таякан чана 22 метр çỹллĕшне хăпартма çăмăл мар, вăй питти çынсем кирлĕ. Ансат механизмсем пулăшнипе малтан пысăк чана, унтан пĕчĕккине хăпартрĕç. Маларах Петĕр атте ял халăхĕ умĕнче чансене светит турĕ, чансем илме укçа панă çынсене ятран асăнса тав турĕ. "Ырă туни ырăпа таврăнтăр, Турă сăмахĕсем сирĕн чунăрсене канлĕх кỹччĕр", _ терĕ вăл. Чиркỹ чанĕсене хăпартма Энтепе, Курнавăш чиркĕвĕсен настоятелĕсем Валерий тата Анатолий аттесем те хутшăнчĕç. Çак кун Тĕмер чиркĕвĕн çĕнĕ чанĕсем пĕрремĕш хут янăрарĕç. Вĕсен янра сасси таврари ялсене те çитрĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.