Хăрушă чăнлăхран иртеймĕн
Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен республикăра "Шурă чечек" уйăхлăх пырать. Паян тĕнче статистики чан çапма хистет: этем ĕмĕрне сарăмсăр татакан чирсенчен пĕри _ туберкулез. Унăн уçă тĕсĕпе чирлекенсен 14 проценчĕ _ инвалидсем. Çав йышран 10 проценчĕ вăй питти çулсенче вырăн çинчен тăраймасăр выртать. Пирĕн çĕршывра çак инфекци ернĕ кашни пин çынран 12-шне шăпа куçне вăхăтсăр хупма пỹрет. Акă мĕншĕн 1993 çулта Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ туберкулез пирки "халăх инкекĕ" тесе пĕлтернĕ. Чăваш Енре кашни 100 пин çынран 75-шĕ туберкулезпа чирлĕ _ çапларах пулнă сывлăх сыхлав учрежденийĕсен 2008 çулхи пĕтĕмлетĕвĕ. Ку вăл 2006 çулхи кăтартусемпе танлаштарсан 8 процент ытларах. Шел те, республикăра лару-тăру ырă енне улшăнни сисĕнмест. Раççей Федерацийĕнчи пĕтĕмĕшле кăтартусене танлаштарни кăна кăштах шанчăк хушать: пирĕн регионта шута илнĕ инфекциллисен йышĕ 0,6 процент пĕчĕкрех. Инфекци ытларах чухне çыннăн çăра сурчăкĕ, шăкĕ-каяшĕ, амăшĕн кăкăр сĕчĕ урлă ернине илтнех ĕнтĕ. Эпир чир хăрушлăхĕ пирки шкул коллективĕсемпе е ял халăхĕпе тĕл пулнă чухне тăтăшах ăнлантаратпăр. Çавăн пекех чир ернĕ хăш-пĕр тĕслĕх сăлтавĕ мăйракаллă шултра выльăх, сысна, сайра-хутра кайăк-кĕшĕкпе кушак та пулма пултарать. Инфекци пĕçерсе çитереймен аш-какайпа сĕт, ĕне сĕчĕн юр-варĕ урлă кăна мар, чĕр чуна сĕртĕнсе ачашласан та ерет. Туберкулезпа чирлĕ çын вара ỹсĕрнĕ чухне кунсерен хăйĕн тавра миллиард-миллиард бактери сапалать. Пĕр куб миллилитр çăра сурчăкра кăна вăл 100 пин таран. Йăлмака ытти хутăш пекех, вăл сывлăшра вăрах тытăнса тăма пултарнипе, типсен те 5-14 талăк (нỹрĕ, тĕттĕм пỹлĕмсенче 10 уйăхчен те) хăйĕн сиенлĕхне çухатманнипе хăрушă. Сывланă май вăл тепĕр çын ỹпкине лекет. Бактерисем çутăран кăна хăраççĕ. Хĕвелĕн тỹрĕ пайăркисем инфекцие 4 сехетре тĕпĕ-йĕрĕпе аркатма пултараççĕ. Вăйсăр çутă та вĕсенчен хăватлăрах. Çавăнпа сапаланчăк пайăркасем те усăллă. Чире вăхăтра тупса палăртакан чи лайăх меслет вăл _ флюорографи витĕр тухни. Ỹпкене (чир сывă çынна ерес хăйне евĕрлĕхне кура вара ытларах чухне шăп çак органра амаланать) вăхăтра тĕрĕслеттерсе тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах темшĕн ун çинчен питех шухăшламастпăр. Кайран ĕнсене кăтăрт хыçмалла ан пултăр тесен, чирлессине кĕтсе тăмасăрах районти тĕп больницăна пымалла, флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Пытарма кирлĕ мар, районта темиçе çул хăйсене тĕрĕслев витĕр кăларман çынсем сахал мар. Вĕсене пĕрре чĕнетпĕр, тепре... Усси çук. Хамăрăн сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла.
"Елчĕк Ен"