Кун пеккине сайра курма тивет. Район администрацийĕн пысăк залĕ кăçал вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансемпе тулчĕ. Вĕсем Шупашкарти кооператив институчĕпе техникумĕнче вĕренекенсемпе, преподавательсемпе тĕл пулма килнĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый тĕл пулăва уçнă май çакна палăртрĕ: кăçал районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчен 174 çамрăк вăтам пĕлỹ, 373-шĕ тулли мар вăтам пĕлỹ илсе тухать. Вĕсен умĕнче малалла ăçта вĕренме каяс шухăш тăрать. Çавăнпа кашни ачана пулас профессие тĕрĕс суйласа илме пулăшас тĕллевпе çакнашкал тĕл пулусене йĕркелеççĕ те. Малтанах кооператив техникумĕнче ĕçлекенсемпе вĕренекенсем хăйсен техникумĕпе паллаштарчĕç. Кăçал 80 çул тултаракан техникум кооператив системинче ĕçлеме тĕрлĕ специалистсем вĕрентсе хатĕрлет. Çакăн çинчен М.Симукова, Л.Селезнева преподавательсем каласа пачĕç. Кооператив институчĕ республикăри чи ватă аслă вĕренỹ заведенийĕсенчен пĕри шутланать. Вăл 1962 çултанпа ĕçлет. Унти 7 факультетра 10 специальноçа вĕрентеççĕ. Пĕр вăхăтра пурĕ 9130 студент пĕлỹ пухать. Вĕсене 330 преподаватель вĕрентет. Ытларахăшĕ пысăк квалификациллĕ вĕрентекенсем. Института вĕренме кĕмелли йĕркесем, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен бухгалтери учечĕпе прикладной информатика факультечĕн деканĕ В.Краснова, М.Дмитриева преподаватель каласа пачĕç. Института 2006 çултанпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, истори наукисен кандидачĕ В.Андреев доцент ертсе пырать. Валерий Витальевича республикăра пурăнакансем аван пĕлеççĕ. Нумай çул вăл Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн ертỹçин çумĕнче ĕçленĕ, республикăри Пичетпе информатика, социаллă пулăшу министерствисене ертсе пынă. Пултаруллă ертỹçĕ, çынсемпе хутшăнура сăпайлă, тỹрĕ кăмăллă пулнипе палăрса тăрать. Вăл ертсе пынипе аслă шкул юлашки çулсенче çỹлти пусăма çĕкленнĕ. Пысăк квалификациллĕ преподавательсене института ĕçлеме явăçтарас, пурлăхпа техника базине çирĕплетес тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ. Çакна пĕр тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Пулас экономистсемпе юристсене хатĕрлеме кунта халĕ 15 профессор хутшăнать. Вĕсем пурте наука докторĕсен ятне илнĕ. Кун пекки республикăри нихăш аслă шкулта та çук. Кооператив институчĕ студентсен теори пĕлĕвне панине практикăри ĕçсемпе çирĕплетет. Çулла çамрăксем республикăри предприятисемпе организацисенче практикăра пулса профессие хăнăхаççĕ. Çакăн усси пур. Вĕренсе тухакансен 99 проценчĕ пĕрремĕш çулхинех ĕçе вырнаçать. Ку кăтартупа та институт ытти аслă вĕренỹ заведенийĕсем хушшинче малта тăрать. Институтра 50 ытла регионтан килнĕ çамрăксем пĕлỹ пухаççĕ. Елчĕк районĕнчен те кунта 146 çамрăк вĕренет. Вĕсенчен 45-шĕ _ пĕрремĕш курс студенчĕсем. Кооператив институчĕн ректорĕ В.Андреев Елчĕк районĕнчи выпускниксене ырă канашсемпе сĕнỹсем пачĕ. Экзаменсем пуçланиччен икĕ уйăха яхăн çеç юлчĕ. Çак вăхăтпа сирĕн туллин усă курма тăрăшмалла, терĕ вăл. Пĕтĕм тĕллев Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытасси пулса тăмалла. Малалла ăнтăлакан çамрăкăн 5-6 предметран кая мар экзамен пама тăрăшмалла. Çакă аслă шкула суйласа илнĕ чухне кирлĕ пулма пултарать. Професси суйласа илессинче те çамрăк хăй пултарулăхне, чун туртакан ĕçе килĕштернине шута илни вырăнлă. Пулас профессипе ĕмĕр тăршшĕ-пе ĕçлемелле-çке. Пурнăç ыйтакан профессие вĕренни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тепĕр чухне çамрăксем тỹлевсĕр вĕрентекен факультетсене кĕме тăрăшаççĕ. Пилĕк çул вĕреннĕ хыççăн специальноçпа ĕçе вырнаçма май çукки палăрать. Ирĕксĕрех тепĕр хут урăх специальноçа вĕренме тивет. Çапла вара укçа-тенкĕ тăкакланать, вăхăт усăсăр çухалать. "Вĕрентĕве хывнă укçа-тенкĕ вăл _ хамăр пуласлăха хывнă капитал", _ пĕтĕмлетрĕ хăйĕн калаçăвне кооператив институчĕн ректорĕ В.Андреев. Елчĕк районĕнчи выпускниксемпе йĕркеленĕ тĕл пулу кооператив институчĕн тата техникумĕн студенчĕсен концерчĕпе вĕçленчĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.