Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăрăшуллă, пуçаруллă

Тăрăшуллă, пуçаруллă Чăваш Енĕн пысăк ăс-тăнлă, анлă тавра курăмлă, тăрăшуллă та тавçăруллă, пуçаруллă 1000 çамрăкĕ çулсеренех Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ пулса тăрать. Вĕсем вĕренỹре, ĕçре хастарлăхпа палăраççĕ. Çакăн евĕр сумлă ята çĕнсе илнĕ районăн кăçалхи стипендиачĕсен хушшинче Ел-чĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул вĕренекенĕ В.Капламова та пур. Çак пысăк чыса чăннипех те тỹрре кăларать Виктория. Вăл шкулăн хăй тытăмлăх ертỹçи шутланать. Çакăн евĕр ертỹçĕсен республика шайĕнче иртнĕ "Ялкăшакан чĕресем" конкурсĕнче хĕр иккĕмĕш вырăна тивĕçни шкул чысне тата та çỹллĕ шая çĕклет. Районта, республикăра палăрнă "Адреналин" КВН командин активлă членĕ те вăл. В.Капламова вĕренỹре те, юрă-ташăра та, тĕрлĕ конкурссенче те малтисен ретĕнче. Район, республика шайĕнче иртекен предмет олимпиадисенче, наукăпа практика конференцийĕсенче призлă вырăнсем йышăнать. 2007 çулта вырăс чĕлхи предмечĕпе _ 2-мĕш, химипе _ 2-мĕш, обществознанипе _ 1-мĕш, 2008 çулта вырăс чĕлхипе _ 2-3-мĕш, акăлчан чĕлхипе _ 2-мĕш, обществознани предмечĕсемпе иртнĕ олимпиадăсенче 1-мĕш вырăнсене çĕнсе илни хĕршĕн пысăк çитĕнỹ. Виктория экологи предмечĕпе иртнĕ республикăри наукăпа практика конференцийĕнче _ 2-мĕш, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ республика шайĕнчи конференцире 2-мĕш, район шайĕнчи ытти конференцисенче, конкурссенче призлă вырăнсене йышăннине те палăртма кăмăллă. Хĕр искусство шкулĕн хореографи тата фортепьяно уйрăмĕсен выпускникĕ.


"Елчĕк Ен"
01 апреля 2009
00:00
Поделиться