Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах уй-хирти çурхи ĕçсене хутшăнакан техникăна патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Унăн тĕп тĕллевĕ _ ĕçе юсавлă техникăна çеç явăçтарасси, инкексенчен сыхланасси. Пирĕн районта ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. "Рассвет" тата "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче çулсеренех техникăна хĕрỹ тапхăрсене лайăх хатĕрлеççĕ _ ахальтен мар вĕсенче çур акине, утă çие, вырмана ăнăçлă вĕçлеççĕ. "Рассвет" хуçалăхра 22 тракторпа прицеп шутланса тăрать. Çур аки планне тивĕçлипе туса хатĕрленнипе пĕтĕм ĕçе пурнăçлама çакăн чухлĕ техника кирлех мар, çавăнпа кирлине çеç патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Хальхинче Тăрăмсем 16 тракторпа прицепа тĕрĕслеве тăратнă _ вĕсене юсанă, тасатнă, сăрланă. Чăннипех пысăк хака тивĕçрĕç вĕсем. Хуçалăхра иртнĕ çул çăмăллăхлă кредитпа МТЗ-82 трактор туяннă. Ăна ĕçлесе паха опыт пухнă, техникăна яланах юсавлă тытакан С.Баймушкина шанса панă. Трактор тивĕçлĕ алла лекнĕ тесе шансах калама май пур _ заводран тин çеç тухнă пек туйăнать вăл. М.Александров 2 трактора пăхса, юсаса тăрать: МТЗ-82 тата Т-25. Вĕсемпе тĕрлĕ ĕçре усă курать: техникăна та лайăх упрать, çунтармалли-сĕрмелли материалсене те перекетлет. "Сатурн" хуçалăх та районта лайăххисен йышĕнче. Кунта пĕтĕм ĕçе вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ. Кăçалхи патшалăх тĕрĕслевне 8 тракторпа 4 прицепа тăратнă. Вĕсем пурте паян тесен паян уй-хире тухма хатĕр пулнине палăртрĕç комисси членĕсем. Кашни механизатор тăрăшуллă та пуçаруллă. Акă, В.Кукурузов хăйĕн аллипе МТЗ-80 трактора салатса çĕнĕрен пуçтарнă, кивĕ, юрăхсăр пайсене улăштарнă. Вăл та "Рассветри" М.Александров пекех, 2 техникăна пăхса, юсаса тăрать. Урапаллă МТЗ-80 тракторсăр пуçне ДТ-75 трактор та яланах ĕçе хутшăнма хатĕр. Пĕлтĕр çăмăллатнă кредитпа туяннă Т-150 К трактор та шанчăклă алăра _ В.Крысов ăна тимлесе пăхса тăрать, кăлтăксене пĕтерет. Тĕрĕсленĕ 2 хуçалăхра та кашни трактор çинче пушара сỹнтермелли хатĕрсем, медицина аптечки пур. Кашни механизатор медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, вĕсене ятарлă ĕç тумтирĕсемпе тивĕçтереççĕ. Тракторсемпе прицепсене 2009 çулта патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалли график çирĕплетнĕччĕ. Анчах çанталăк хăйĕн ĕçнех тăвать. Тен, уй-хире маларах та тухма тивĕ. Çавăнпа техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларма васкамалла _ вăл хатĕр пулсан, районти комисси кану кунĕсенче те хуçалăхсене çитме пултарать. Çакна манар мар: çурхи ĕçсем пуçланиччен пĕтĕм техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.