Любовь Зиновьевна Иванова йышлă та туслă çемьере çуралса ỹснĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсем, чăвашсем калашле, "тĕнче курнă çынсем", хăйсен 8 ачине тарăн пĕлỹ илме хистенĕ. Йĕркеллĕ, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕп çынсем пулса çитĕнччĕр тесе кĕнекепе туслаштарнă. Люба хĕрĕ вара ачаранах библиотекарь пулма ĕмĕтленнĕ. Аслисем хыççăн 5 çултах вулама вĕреннĕ хĕр ача. Шкул çулĕсенче вуланă кĕнекесенчи паттăр та ырă, сăпайлă та ĕçчен, халăхшăн чунне паракан, кирлĕ ĕçшĕн пурнăçне хĕрхенмен Алексей Мересьев, Зоя Космодемьянская, Александр Матросов, Тимур сăнарĕсем паян та асрах унăн. 1979 çулта Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищинчен ăнăçлăн вĕренсе пĕтерсе алла диплом илнĕ хĕр Елчĕкри тĕп библиотекăна ĕçлеме килет. Хăва хулли пек яштака та илемлĕ хĕре В.Иванов куç хывать. Часах çемье çавăраççĕ çамрăксем. Хĕрарăм пурнăç тыткăчи тесе ахальтен каламан. Арçын пỹрт лартать, кил вучахне арăмĕ тытса пырать. Ача-пăча çуратса ỹстерет, пурнăç çулĕ çине кăларать, халăха юрăхлă пултăр тет. Çемье ăшшине упрасси те, ăрăва малалла тăсасси те унăн тĕп тивĕçĕ пулса тăрать. Ивановсен те çаплах. Хĕрпе каччă çитĕнтерчĕ туслă мăшăр. Хĕрĕ, Олеся Чăваш патшалăх университетне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ хыççăн "Ульяновец" хаçатра вăй хурать. Ăш пиллĕ, ырă кăмăллă, пурнăç тилхепине çирĕппĕн тытма пĕлекенскер, Любовь Зиновьевна ĕçре те хастар. 18 çул районти тĕп библиотека ертỹçинче ĕçленĕскер, кашни çыннăн чунне ăшăтма, шанăç кỹме пултарать. Тен, çавăнпа та пуль вăл ертсе пыракан краеведени уйрăмĕнчен çын татăлма пĕлмест. Чылайăшĕ хаçат-журнал вулама çеç мар, библиотекарĕн ăшă калаçăвĕпе ырă кăмăлĕшĕн те çỹреççĕ кунта. Вулакансен ыйтăвĕсене те туллин тивĕçтерет вăл: кирлĕ кĕнекесем тупса парать, хаçат-журнал сĕнет, çĕнĕ технологисемпе паллаштарать. "Сенкер çулăм" клуб, "Ыр кăмăллăх" реабилитаци шкулĕн тĕл пулăвĕсене халăх чăтăмсăррăн кĕтет. Вулакансене чăваш халăх, район, тăван ял историйĕпе, Елчĕк тăрăхĕн паллă çыннисемпе паллаштарас ĕçе те тĕпе хурать вăл. Любовь Зиновьевна Гера ывăлĕн çемйипе пурăнать. Даниилпа Диана йĕкĕреш мăнукĕсемшĕн юратнă асанне вăл. "Асанне пуласси _ питĕ яваплă, çавăнпа та эпĕ пурнăç çине урăхларах пăхма, мăнуксем епле ỹснине курса тĕнчене те урăхла курма пуçларăм. Хамăр ачасене воспитани тĕлĕшĕнчен мĕн туса çитерейменнине мăнуксене пама тăрăшатăп", _ тет Любовь Зиновьевна. Хальхи ачасенчен чылайăшĕ кĕнеке вуласшăнах мар. Вĕсене компьютер вăййисем ытларах илĕртеççĕ. Л.Иванова вара мăнукĕсене кашни каçах çывăрма выртиччен юмахсем вуласа парать, кунне 20 минут та пулин вĕсемпе пĕрле хитре ỹкерчĕксем пăхать, мĕн асра юлнине сỹтсе явать. Мăнукĕсем кĕнекери сăнарсене, пулăмсене, пейзажсене куçĕ умне кăларма тăрăшсан _ сăнарлă шухăшлава аталантарсан _ вĕсемпе пĕрле савăнать. Кĕнекепе пĕлĕве чунран парăннă библиотекарь 2008 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх "2008 çулхи чи лайăх библиотекарь" ята тивĕçрĕ. Ку сума вăл ĕçе вĕçĕмсĕр юратнăран, пултарулăх вăй-халĕшĕн, пысăк профессионализмлă, вулакансемпе кăмăллă тата тимлĕ пулнăран çĕнсе илчĕ. Телей, сывлăх тата ĕçри ăнăçу сире, Любовь Зиновьевна.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.