Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ентешсен тỹпи пысăк

Ханты-Мансийскра ялти спортсменсем хушшинче Пĕтĕм Раççейри хĕллехи IV спорт вăййисем иртнĕ. Унта Чăваш Республикин спортсменĕсем 3-мĕш вырăна тухма пултарнă. Вĕсен йышĕнчи ентешсен тỹпи кунта пысăк. Чăваш спортсменĕсем 4 медале тивĕçнĕ, вĕсенчен 2-шĕ _ пирĕн ентешсен аллинче. Чăваш ял хуçалăх академи-йĕнче пĕлỹ пухакан Екатерина Козлова (Кĕçĕн Таяпаран) кире пуканĕ йăтса Раççейри вăйлă спортсменсенчен пĕри пулнине тепĕр хут кăтартса панă _ вăл 3-мĕш вырăнта. Иртнĕ çул çуллахи спорт вăййисенче те Екатерина бронза медаль илнĕччĕ. Раççей спорт мастерĕ Виталий Семенов (Кĕçĕн Таяпаран) арçынсем хушшинче палăрнă. Вăл 70 кг атлетсенчен 32 килограмлă кире пуканне сулласа çĕклесе 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Çавăн пекех Виталий 32 килограмлă 2 кире пуканне 75 хут тĕртсе 4-мĕш вырăн йышăннă. Олеся Маликова (Хăвăлçырмаран) хăйĕн виçинче 8-мĕш вырăнта.


"Елчĕк Ен"
26 марта 2009
00:00
Поделиться