2009 çула республикăра Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çак пысăк ăнлав экономикăна та, культурăна та, историне те пĕрлештерет. Çав хушăрах республика Президенчĕ Николай Федоров çакна палăртрĕ: культура _ экономикăран çỹллĕ шайра та. Çавна май Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ял культурине аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ялти культура учрежденийĕсене çĕнни мĕн кĕтет? Çакăн пирки пынă сăмах Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕпе Роза Лизаковăпа иртттернĕ калаçура. _ Роза Михайловна, калăр-ха тархасшăн, паянхи ялти клуб мĕнле пулмалла? _ Йăлана кĕнĕ тăрăх ялти клубсем культура центрĕсем шутланнă. Пытарма кирлĕ мар, юлашки вăхăтра хăш-пĕр ялсенче вĕсем "культура вучахĕ" пулма пăрахнă. Нумаях пулмасть çеç-ха ялти библиотекăсенче те çак ыйту çивĕч тăнă. Тĕслĕх библиотекăсен тытăмне йĕркелени çак сферăна çĕнĕ шая çĕклеме пулăшрĕ. Аудитори палăрмалла ỹсрĕ, библиотекăсем паракан пулăшусем анлăланчĕç. Раççей масштабĕнчи çак ăнăçлă тата курăмлă опыт ялти клубсене çĕнетессин тĕп концепцийĕ пулса тăчĕ. Паянхи клуб учрежденийĕсем нумай профильлĕ социаллă культура центрĕсем пулса тăмалла. Унта куракансем, кружоксемпе пултарулăх коллективĕсене тăтăшах çỹрекенсем валли хăтлăх хуçаланмалла. Пурне те паллă ĕнтĕ, культурăпа кану ĕçне комплекслă йĕркелемесен ял çынни ялтан тухса каяссине тытса чарма йывăр. _ Чăваш Ен Президенчĕ "Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарасси çинчен" Указне кăларни çулталăк иртрĕ. Çак вăхăтра мĕн туса ирттернĕ? _ Паянхи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри _ клубсемпе ялти "культура вучахĕсен" лару-тăрăвĕ. Вĕсенчен çурри ытларахăшне 1970 çулччен туса лартнă, чылайăшне тахçантанпа юсаман, вĕсене тĕплĕ юсамалла, техника енчен çĕнетмелле. Çĕнĕ программăпа килĕшỹллĕн эпир çĕрĕшнĕ, пысăк тăкаклă 800 клуб вырăнне çĕнетнĕ клуб учрежденийĕсен тухăçлă тытăмне йĕркелеме палăртнă. Пĕр тăрăхра вырнаçнă учрежденисен принципĕпе вĕсенче финанс, ăс-хакăл, пурлăх ресурсĕсем чăмăртанчĕç. Çакă пулăшу пахалăхне çĕнĕ шая çитерме, кашни клуб центрĕнче чи пултаруллă вăйсене пĕрлештерме май парать. Çак вăхăтрах, палăртса калатăп, эпир мĕнпур пултарулăх коллективĕсене, ушкăнĕсене сыхласа хăварма тăрăшатпăр. Çакă питĕ кирлĕ. Программăна пурнăçлама 2008 çулта республика бюджетĕнчен 20 миллион тенкĕ уйăрнă. Çакă культурăпа канăвăн 27 учрежденине сасă вăйлатмалли, çутатмалли, видеопроектор, компьютер оборудованийĕсемпе, сцена костюмĕсемпе пуянлатма, ял тăрăхĕсенчи культура çурчĕсенче юсав ĕçĕсем пурнăçлама пулăшрĕ. Муниципалитетсем хăйсен вăйĕпе çурт тăррисене, фасадсене, курав залĕсене, кружоксен пỹлĕмĕсене çĕнетрĕç. 2007 çулхипе танлаштарсан, 2008 çулта муниципалитетсем çуртсене тĕпрен юсаса тăкаксем 1,4 хут ỹсрĕç. 52 миллион тенке ларчĕ вăл. Çĕнетỹ программин тĕллевĕ çапла: республика культурăпа кану учрежденийĕсене сасă вăйлатмалли, çутă, видеопроектор оборудованийĕсемпе, музыка произведенийĕсене аранжировка тумалли программăна тивĕçтерекен компьютерпа, лазер принтерĕпе, сканерпа, сцена костюмĕсен комплекчĕсемпе тивĕçтерет, вырăнта вара юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, газ, телефон кĕртеççĕ, çуртсемпе пỹлĕмсене çĕнетеççĕ, сĕтел-пукан туянаççĕ, территорисене тирпей-илем кĕртеççĕ. _ Çывăх вăхăтрах техника никĕсне çĕнетес текен культура çурчĕсен мĕн тумалла? Вĕсен çурт тăррине, фасада, концерт залне юсама укçа-тенкĕ çук вĕт... _ Мĕнле калаççĕ-ха: питĕ тăрăшсан, пурте пулать. Выртакан чул айĕнче шыв юхмасть вĕт. Республикăра культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпех юсав ĕçĕсем пуçланă тĕслĕхсем сахал мар. Вĕсемех ялти активлă çынсене ĕçе хутшăнтараççĕ, каярахпа вара куратăн, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, район пуçлăхĕ те çак çынсем çĕнетỹ программине кĕрес тесе хавхаланса ĕçленине курса хăйсен пулăшу аллине тăсаççĕ. Тĕслĕхрен, Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче çапла пулнă та. Енчен те алă усса, патшалăх пулăшасса кĕтсе ларсан, çав клуба, ырра шансан та, чи юлашкинчен çĕнетсе улăштараççĕ. _ Çав-çавах культура объекчĕсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтасси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Хальхи вăхăтра лару-тăру мĕнлерех? _ 2010 çул тĕлне муниципалитет пĕрлĕхĕсем Чăваш Республикинчи культура учрежденийĕсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтассине вĕçлеме палăртаççĕ. Иртнĕ çул 54 клуба газификациленĕ. Вырăнти влаçсем 2009 çулта 60 ытла культура учрежденине перекетлĕ топливо çине куçарас тĕллев лартаççĕ. Çĕрпỹ, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче çак ыйту çивĕч тăрать, кунта культура çурчĕсене 40 процентран та кая газификациленĕ. _ Библиотекăсене çĕнетни Интернет сетьне тухма май пачĕ. Чылай библиотека хăйсен сайтне уçрĕ. Клуб учрежденийĕсене информатизацилесси мĕнле пырать? _ Паян клубсенче 133 компьютер шутланать, çулталăк хушшинче 16 процент ỹсрĕ. 21 учреждени (тĕпрен илсен районсенчи культура çурчĕсем) Интернетпа çыхăнаççĕ. Культурăпа кану учрежденийĕсенче информаципе коммуникаци технологийĕсене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе пысăк, тĕллевлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Эпир компьютер лартса панипе çырлахас теместпĕр, вĕсемпе мĕнле усă курнине те сăнатпăр. Культура çуртĕнчи компьютерпа вăйă выляни е пичет машинки вырăнне усă курни çеç çителĕксĕр. Çакна асăрхăр-ха, культура учрежденийĕсене панă комплектра аранжировка тумалли ятарлă программăсем те пур. Çаксемпе пуринпе те кирлĕ пек усă курĕç тесе эпир шанса тăратпăр. _ Юсав, техникăпа тивĕçтерни, компьютеризацилени, паллах, питĕ лайăх. Анчах клубсен ĕçне йĕркелессине нимĕн те улăштармасан вĕсем малалла аталанĕç-ши? _ Эпир çапла шутлатпăр: бюджет учрежденийĕсен тытăмне улăштармалла, вĕсен хуçалăх тата финанс енчи хăй тĕллĕнлĕхне ỹстермелле. Рынок кăткăслăхĕнче çухалса кайманнисен автономи учрежденийĕсем йĕркелеме май пур. Бюджет тăкакĕсен эффективлăхне ỹстермелле тата тан марлăха майĕпен пĕтерсе пымалла (кунта бюджетран уйăрнă тата хăйсем ĕçлесе илнĕ укçа-тенке шута илмелле). Культурăпа кану учрежденийĕсен ĕç-хĕле хăйсем палăртмалла, вырăнти майсене шута илсе аталану çулĕ çине тăмалла. Ертсе пырас ăсталăха тата ĕç тухăçлăхне ỹстерес тĕллевпе эпир ял тăрăхĕн территорийĕнчи клуб учрежденийĕсене пĕрлештерекен орган туса хума сĕнỹ патăмăр. Хăш-пĕр ялсенчи клубсене пĕрлештернĕ тытăмра филиалсем туса хума е начаррисене хупма сĕнетпĕр. Клубсене аталантармалли программа бюджет тулашĕнчи укçа-тенкĕн калăпăшне виçĕ хут ỹстерме, клуб учрежденийĕсем ял халăхне тĕллевлĕ пулăшу ĕçĕсене парассине 20 процента (хальхи вăхăтра 6 процент) çитерме палăртать. _ Мĕнле пулăшусем пирки калатăр? _ Чи малтанах тỹлевлĕ тĕрлĕ мероприятисем пирки _ концертсем, спектакльсем, шоу-программăсем, тематикăллă кану каçĕсем, çамрăксем валли йĕркеленĕ дискотекăсем тата ыттисем. Клубра ял çыннисем ыйтакан тỹлевлĕ кружоксемпе секцисем, калăпăр, касса-çĕлемелли, бал ташшисен, аэробика курсĕсем, компьютер клубĕ, сасă çырмалли студи пулма пултарать. Клуб учрежденийĕсен ĕçĕнче ял çыннисене çемьери савăнăçлă лару-тăрăва ирттерме пулăшнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Çакна та палăртас килет: хальхи вăхăтра пултарулăх проекчĕсемпе ĕçлени, грант илме тĕрлĕ конкурссене хутшăнни хушма укçа-тенкĕ тума май парать. _ Çакăн пек ыйту сиксе тухать: темиçе яла пĕр клуб хăварсан, ытти ялта пурăнакан унта мĕнле çитĕ? _ Çулсем тăвассипе йышăннă республика программине пула сахал халăх тата инçетре пурăнакан ял çыннисене тивĕçлĕ культура пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли майсем ỹсрĕç. Малашлăхра _ хальхи йышши автоклубсен паркне анлăлатасси. Çакă концерт бригадисене уй-хире, фермăсене, шкулсене, массăллă уявсем ирттерекен вырăнсене тата инçетри ялсенче ирттерекен мероприятисемпе концертсене тухса çỹреме май парать. Автоклубсем илессине федераци тата республика бюджечĕсен укçи-тенкине пĕр тан яма планлаççĕ. _ Ялти культура çурчĕсенчи хальхи специалистсем çĕнĕлĕхсене алла илме ха-тĕррине шанма пулать-и? _ Культурăпа кану учрежденийĕсем, уйрăмах çĕнелсе аталанас тесен, чăннипех те, кадрсем хатĕрлесси çине тимлĕх уйăрмалла. Çĕнĕлĕхсем ăнăçу кỹччĕр тесен ятарлă мелсемпе усă курмалла _ çакă тĕслĕх клубĕсен ĕçне тỹрремĕнех пырса тивет. Министерство хăй енчен çак çул-йĕрпе утăмсем тăвать те. Культурăпа кану центрĕн ертỹçисен ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе программа ĕçлет. Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнчен уйăхсерен министерствăн кунĕсем иртеççĕ, унта районсенчи тата хуласенчи чи лайăх специалистсем хутшăнаççĕ, культура учрежденийĕсене вырăнта практика пулăшăвĕ параççĕ. Республикăри халăх пултарулăх çурчĕ Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕпе пĕрле тăтăшах вĕрентỹ семинарĕсем ирттерет. Клуб сферинче ĕçлекен специалистсенчен çурри ытла çак курссенче пулчĕç ĕнтĕ. Ĕçри ỹсĕм, паллах, ялти клуб ĕçченĕсенчен хăйсенчен килет. Çак çĕнĕлĕхсене ăнланнинчен тата ĕçлес кăмăл пурринчен. Эпĕ мĕнпур ĕçтеше професси уявĕпе саламлатăп. Календарьте Культура работникĕсен кунĕ хушăнни сирĕн ĕç пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тата çĕршыв аталанăвĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăннине çирĕплетет. Чи малтан ялти культура ĕçченĕсем пысăк тава тивĕçлĕ тесе шухăшлатăп. Эсир ĕмĕртен пыракан наци культурин çăл куçĕсене типме памастăр. Пурне те пысăк ỹсĕмсем тата пултарулăхри вăрăм ĕмĕр сунатăп. Сире çирĕп сывлăх, телей тата ăнăçу!
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.