Социаллă кăткăслăха чакармалли майсем
Юлашки вăхăтра ĕçсĕрлĕх теми хаçат страницисенчен пĕрре те каймасть, социологи ыйтăмĕн тĕпчевĕсем палăртнă тăрăх та хальхи вăхăтра Раççейре пурăнакансенчен çурри ытла çак ыйтăва сỹтсе явать. Финанс кризисĕн тапхăрĕнче ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăх пысăк. Çакна шута илсе патшалăх законодательствине улшăнусем кĕртнĕ. Тĕрĕсрех, "Раççей Федерацийĕнче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтересси çинчен" Саккуна ĕçсĕр тăрса юлнисене пособи тỹлес тĕлĕшĕпе тỹрлетỹсем кĕртнĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерессинче 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕçе кĕнĕ çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартма халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорĕнчен М.Васильевăран ыйтрăмăр. _ Пособи виçи ĕçрен мĕнле сăлтавпа кăларнинчен килĕ-и? _ 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕçсĕррисене пособи тỹленĕ чухне вĕсене мĕнле сăлтавпа ĕçрен кăларнине тĕпе хумаççĕ. Маларах палăртнă федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн организацирен ĕçсĕр тăрса юлас умĕнхи 12 уйăх хушшинче тĕрлĕ сăлтавпа ĕçрен кăларнă, çав тапхăрта 26 календарлă эрнерен кая мар ĕçленĕ граждансене юлашки ĕç вырăнĕнчи 3 уйăхри вăтам ĕç укçине кура процентпа пособи шутласа параççĕ: _ малтанхи 3 уйăхра _ вăтам ĕç укçин 75 процентне; _ ун хыççăнхи 4 уйăхра _ вăтам ĕç укçин 60 процентне; _ малаллахи уйăхсенче _ вăтам ĕç укçин 45 процентне. Ун чухне çакна та шута илеççĕ: пособи тỹлевĕ чи пысăк виçерен иртмĕ тата чи пĕчĕк виçерен кая пулмĕ. 2009 çул валли Раççей Федерацийĕн Правительстви чи пысăк пособи виçине палăртнă _ 4900 тенкĕ, чи пĕчĕк виçе _ 850 тенкĕ. _ Пуçласа ĕç шыракан е нумай вăхăт ĕçлемен граждансен пособи виçине мĕнле палăртаççĕ? _ Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн ĕçсĕр тесе палăртнă граждансене, çав шутра пуçласа ĕç шыракансене (малтан вĕсен ĕç вырăнĕ пулнă, вăрах вăхăт ĕçсĕр пурăннă (пĕр çулталăк ытларах), ĕç дисциплинине пăснăшăн тата ытти айăпа пула ĕçрен кăларнисене ĕçсĕр тăрса юлас умĕнхи 12 уйăх хушшинче, çав тапхăрта 26 календарлă эрнерен кая мар ĕçленĕ пулсан, пособин чи пĕчĕк виçине тỹлеççĕ. _ Халăха ĕçпе тивĕçтерессин законодательствинче ĕç паракансене пырса тивекен улшăнусем пур-и? _ Федераци Саккунĕнче çирĕплетнĕ улшăну ĕç паракансене те пырса тивет. Предприятире, организацире тулли мар ĕç кунĕпе (сменăпа) е тулли мар эрнепе ĕçлеме, производствăна чарса лартма палăртнă пулсан çакăн çинчен 3 кун хушшинче халăха ĕçпе тивĕçтерекен органсен службине пĕлтермелле.
"Елчĕк Ен"