Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçри ăнăçлăх техникăран нумай килет

Акционерсен "Прогресс" обществи кашни çул çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисене нумай туянать. Çавна май кунта кирек хăш çанталăк условийĕнче те çурхи уй-хир ĕçĕсене агротехника хушнă чи кĕске вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕреççĕ, акса çитĕнтернĕ тыр-пула хăвăрт, тăкаксăр пухса кĕртеççĕ. Иртнĕ çул акционерсен обществинчи çĕр ĕçченĕсем пĕтĕмпе 5394 тонна, кашни гектартан вăтамран 43 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕ иртнĕ çул пурĕ 7 миллион тенке яхăнлăх энергие перекетлекен çĕнĕ йышши техника илнĕ. Унăн ытларах пайне "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйăракан çăмăллăхлă кредитпа усă курса туяннă. "АСRОS-540" комбайнпа Т-150, МТЗ-82 урапаллă тракторсемпе тата ытти хăватлă ял хуçалăх машинисемпе усă курни кулленхи ĕçе тата тухăçлăрах йĕркелеме май панă. Çавна май иртнĕ çул "Прогресс" хуçалăхри механизаторсем районти темиçе хуçалăха тĕш тырă çапса тĕшĕлеме, кĕрхи суха ĕçĕсене пурнăçлама пулăшма та пултарнă. _ Темиçе кун каялла анчах тепĕр çĕнĕ йышши техника _ сухаламасăрах тăпрана çем-çетекен БДМ-3х4 агрегат кỹрсе килтĕмĕр. Малашне, хальхи пек, акакан, çĕре ĕçлесе хатĕрлекен ял хуçалăх техникин уйрăм тĕсĕсене анчах мар, машинăсен пĕтĕм пуххине _ комплекссем туянассине тĕп вырăна хурса ĕçлемелле. Урăхла каласан, ĕçе тата тухăçлăрах йĕркелеме май паракан çĕнĕ йышши энергие перекетлекен технологие ĕçе кĕртмелле, _ тет Валерий Куприянов тĕп инженер. Çĕнĕ йышши техникăпа усă курса ĕçлеймен ял хуçалăх предприятийĕсенче, куратпăр, юлашкинчен пулакан кăтартусем те пĕчĕк. 10 çул каялла туса кăларнă тĕш тырă çапса тĕшĕлекен, выльăх апачĕ пухса кĕртекен техникăна паянхи çĕнĕ йышши "уй-хир карапĕсемпе", "хурçă утсемпе" танлаштараймăн. Çĕннисем тата хăватлăрах, тухăçлăрах ĕçлеççĕ, вĕсем ĕçленин шавĕ те илтĕнмест, уйри тухăç хисепне, комбайн двигателĕн, узелĕпе механизмĕн ĕçне компьютер контрольлет. Мĕн пытармалли, хальлĕхе нумай хуçалăх, майĕсем çукран ĕнтĕ тахçанах пăрахăçлама вăхăт çитнĕ комбайнсене çĕнĕрен "чун кĕртнипе" çырлахать. Çавна май хирте ỹссе çитĕннĕ тыр-пула та тăкаксăр пухса илме май килмест, çухатусем нумай пулаççĕ. Акционерсен "Прогресс" обществинче выльăх апачĕ хатĕрлекен техникăна çĕнетесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Туса илекен продукци пахалăхне тивĕçлĕ шая çитерес тĕллевпе темиçе çул каяллах фермăсене тĕпрен реконструкци тунă, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă.


"Елчĕк Ен"
21 марта 2009
00:00
Поделиться