Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тата лайăхрах ĕçлемелле

Иртнĕ эрнере районти канашлура 2008 çулхи ял хуçалăх çулталăкне пĕтĕмлетнĕ, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнчи тĕллевсене палăртнă. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, район пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăннă. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина маларах палăртнă тĕп ыйтусене тишкернĕ: _ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикинче 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Республикăри çĕр ĕçченĕсем кăçал тĕш тырă, çĕр улми туса илессин çулталăкри калăпăшне пĕрер миллион тонна çитерме тĕллев илеççĕ. Пĕлтĕр пирĕн районти çĕр ĕçченĕсем кашни гектартан вăтам шутпа 26,8 центнер (пурĕ 45 пин тонна) тырă пухса кĕртсе чи пысăк кăтартăва çывхартма пултарчĕç. Çапла майпа район пысăк хисепе тивĕçрĕ. Республикăри 21 районти ял хуçалăх предприятийĕсен хушшинче акционерсен "Прогресс" обществи _ ĕне ашĕ, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ сĕт туса илессипе пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Чăваш Республикин Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесен районти çĕр ĕçченĕсен кăçал, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 14 процент ытларах, пурĕ 50 пин тонна тĕш тырă туса илмелле. Çĕр улми çитĕнтересси çине тата та ытларах тимлĕх уйăрма тивет. Мĕншĕн тесен, пытармалла мар, "иккĕмĕш çăкăр" туса илессипе çак вăхăтчен кирлĕ пек ĕçлесе пыман. Çакна тĕпе хурса ăна кăçал иртнĕ çулхи 628 гектар вырăнне 1050 гектар çинче лартса хăвармалла, унăн тухăçне ỹстермелле. Ку тĕлĕшпе пирĕн кỹршĕллĕ Комсомольски тата Патăрьел районĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пур. Комсомольски районĕнчи çĕр ĕçченĕсем ăна иртнĕ çул 2200 гектар, Патăрьел районĕнче 1600 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Çĕр улми туса илесси хальхи вăхăтра чăннипех тупăшлă пулнине цифрăсенчен те уçăмлăн курма пулать. Тĕслĕхрен, Комсомольски районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсем "иккĕмĕш çăкăра" 188 миллион тенкĕлĕх сутма пултарнă пулсан, пирĕн районти хуçалăхсем ăна 25 миллион тенкĕлĕх анчах сутнă. Елчĕксем Комсомольскисенчен 7,5 хут сахалрах çĕр улми туса илни тỹрремĕнех пĕтĕмĕшле таса тупăш пайне нумай чакарнă. Малашне асăннă çитменлĕхсене пĕтерессишĕн пĕтĕм вăя хурса ĕçлемелле. Ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илмелле. Палăртнă тĕллеве пурнăçлас тесен чи лайăх вăрлăхсемпе, çĕр пулăхне лайăхлатас тĕллевпе минераллă удобренисемпе, чир-чĕре хирĕç кĕрешсе тĕрлĕ им-çам-па кирлĕ таран усă курмалла, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелле. Çак вăхăт тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем пурĕ 1250 тонна минераллă удобрени кỹрсе килнĕ, ăна тата çакăн чухлĕ туянма палăртнă. "Прогресс", "Комбайн", "Урожай", "Сатурн" ял хуçалăх предприятийĕсем çĕнĕ вăрлăхсемпе усă курасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсенче кашни çул тухăçлă тыр-пул çитĕнтереççĕ. Çур акипе вырма ĕçĕсене агротехника йĕркине çирĕп пăхăнса чи кĕске вăхăтра пурнăçлас, тыр-пула çухатусăр алла илес тесен ĕç дисциплинине çирĕплетмелле. Унпа пĕрлех çынна лайăх ĕçлеме хистекен тỹлев условийĕсем туса хатĕрлемелле. Яваплă тапхăрта техникăна чăрмавсăр ĕçлеме хатĕрлесе çитермелле. Кадрсен резервне хатĕрлесси çине тимлĕх уйăрмалла: çамрăк специалистсене направленипе вĕренме ямалла, вĕренсе тухнă хыççăн яла юлччăр тесен вĕсене ĕçлеме, пурăнма пур условисем те туса памалла. Çаксем пурте Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен калакан Указа пурнăçлани тата ял çыннин малашлăхне палăртни пулса тăраççĕ.


"Елчĕк Ен"
11 марта 2009
00:00
Поделиться