Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хисепе тивĕçнĕ

Ĕнер район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен йăлана кĕнĕ канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Канашлура производствăра, общество ĕçĕнче палăрнисене чысларĕç. "Куçса çỹрекен "Яльчикская" механизациленĕ çул-йĕр колонни" производство кооперативĕн ертỹçи В.Скворцов нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, производство заданийĕсене ăнăçлă пурнăçласа пынăшăн Раççей Федерацийĕн регионсен аталанăвĕн министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Ăна çак ятпа район пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕ. Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешỹсен канашĕ муниципаллă районсем хушшинче 2008 çулта приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлассипе конкурс ирттернĕ. Елчĕк районĕ ЧР муниципаллă пĕрлешỹсен канашĕн Дипломне илме тивĕç пулнă. Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешỹсен канашĕн йышăнăвĕпе Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхне (ертỹçи Л.Кошкин) "Чи лайăх муниципаллă пĕрлешỹ" ят панă. "Чи лайăх ял тăрăхĕн пуçлăхĕ" номинацире хисеплĕ ята, Диплома Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин тивĕçнĕ. "Чи лайăх хушма хуçалăх" ята та Курнавăш ял тăрăхне панă. 2008 çулхи ĕç итогĕсем тăрăх "Чăваш Республикинчи лайăх муниципаллă служащийĕ" ята район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ-эксперчĕ В.Васильева, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн специалисчĕ А.Петрова, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн специалисчĕ В.Рыбкина, Курнавăш ял тăрăхĕн специалисчĕ Е.Смирнова, "Муниципаллă пĕрлешỹсен чи лайăх старости" ята Патреккел ял старости И.Петров, Акчел ял старости М.Карсаков, Хĕрлĕ çыр ял старости А.Смирнова, "Чăваш Республикин чи лайăх общественникĕ" ята Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ Н.Уркова, Çĕнĕ Пăвари фельдшерпа акушер пункчĕн медицина сестри, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ П.Миронова, выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен Елчĕкри ветеринари станцийĕн начальникĕ А.Скворцов илме тивĕç пулнă. Район пуçлăхĕ Н.Миллин вĕсене Дипломсем пачĕ, символ лентисем çыхса ячĕ. Патреккел ялĕн старости И.Петров канашлура хăйне кăна мар, ял çыннисене пăшăрхантаракан ыйтусемпе тухса калаçрĕ. Ялта çут çанталăка сыхлас, тирпей-илем кĕртес енĕпе тăтăш пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ пулин те çитмен-лĕхсем тĕл пулаççĕ. Нумаях пулмасть Патреккелте пурăнакансем Кĕçĕн Пăла хĕрринче, Акчелпе Патреккел ялĕсем хушшинче ỹсекен çитĕннĕ йывăçсене каснине, тислĕк тăкнине асăрханă. Çут çанталăка сиен кỹрекенсене тупса палăртаççĕ, явап тыттараççĕ. Ĕç ветеранĕ И.Петров ял старостин ĕçĕнче тĕл пулакан йывăрлăхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Акă, çуркунне ял кĕтĕвне кĕтме çын тупма йывăр, тара кĕрешнĕ кĕтỹçĕсем хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пымаççĕ. Ял çыннисем выльăхĕсене кĕтĕве ямаççĕ. Çавăнпа çулла ирĕкре çỹрекен выльăхсем йышлă. Район пуçлăхĕ Н.Миллин çакнашкал çитменлĕхсем кашни ялтах тĕл пулнине, вĕсене пĕтерессишĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ.


"Елчĕк Ен"
11 марта 2009
00:00
Поделиться