Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хĕл ăсанчĕ, килтĕр янкăр Çуркунне

Шăмат кун, пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче, районта Хĕле ăсатни уяв иртрĕ. Çурхи уйăх пĕр эрне хуçаланать пулин те хĕл каяс темест курăнать. Çанталăк сивĕ, пит-куçа самаях чĕпĕтет. Районти Тĕп лапамра юрă-кĕвĕ шăранать, шашлăк шăрши сăмсана кăтăклать, Иванов, Совет урамĕсенче пасар халăхĕ хĕвĕшет. Уява уçса район пуçлăхĕ Николай Миллин сăмах илчĕ. Вăл чи малтанах пухăннисене Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе, çуркунне çитнипе саламласа ăнăçу сунчĕ. "Тантăш" фольклор ушкăнĕн членĕсем, районти тĕп библиотекăра ĕçлекенсем, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсем çуркунне, юрату, çамрăклăх юррисене шăрантарчĕç кăна. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем Хĕле ăсатнине илĕртмелле сăнласа пачĕç: Хĕл Мучийĕ хĕл иртнишĕн кулянать. Тỹскелĕнчи Н.Галкин купăсçă такмак кĕвви каласах ăсатса ячĕ ăна. Унтан илемлĕ те ăшă Хĕвелпе Улăп Паттăр çуркунне çитнине пĕлтерсе тĕрлĕ вăйăсем йĕркелерĕç, ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен уява пухăннисен вăй-халĕсене тĕрĕслерĕç. Алă вăйĕ виçессипе, калуш ывăтассипе, канат туртассипе çамрăксем çеç мар, çулсене самай хыçа хăварнă хĕрарăмсемпе арçынсем те йышлăн хутшăнчĕç. 80 килограмлă миххе хул пуççи çине çавăрса хурса кукленсе лармалли вăйăра В.Тябуков (Аслă Елчĕк) пĕрремĕш, Н.Соколовпа (Елчĕк) П.Молоствов (Аслă Таяпа) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Кăçал уявра лашасем пулмарĕç. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнăранах-и, е ял çыннисем лаша вырăнне мотоблоксемпе анлă усă курма пуçланăран-и, мотоблок çинче катаччи чупрĕç культработниксемпе вĕт-шакăрсем. Уявра юрă-кĕвĕ чылайччен янăрарĕ. Патреккелĕнчи, Акчелĕнчи, Элекçей Тимешри, Елчĕкри, Аслă Елчĕкри ватăсемпе çамрăксен, шкул ачисен илемлĕ юррисем чун-чĕрене ăшăлăх илсе кĕчĕç, кăнтăрла иртсен хĕвел пăхса çуркунне çитнине пĕлтерчĕ. Сывă пул, Хĕл, килех, янкăр Çуркунне...


"Елчĕк Ен"
11 марта 2009
00:00
Поделиться