Выпускниксемшĕн Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем пуçланиччен виçĕ уйăха яхăн анчах юлчĕ. Экзаменсем чăннипех те нумай ыйту çуратаççĕ. Çавăнпах та пулĕ "ППЭ - 2009. Абитуриент _ 2009" хĕрỹ лини çине ăна уçнине официаллă пĕлтериччен икĕ кун маларахах ыйтусем киле пуçларĕç. Выпускниксен, пулас абитуриентсен, вĕсен ашшĕ-амăшĕн ыйтăвĕсем çине Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕсем Светлана Петровапа Владимир Матвеев, вĕрентỹ сферинчи тĕрĕслев тата асăрхав управленийĕн пуçлăхĕ Михаил Федотов хуравларĕç. Ыйтусем тĕрлĕрен пулчĕç. ППЭ çĕнĕ правилисем, юлашки шăнкăрав, апелляци йĕрки, аслă вĕренỹ заведенийĕсене кĕмелли балсем... ППЭ _ 2009 _ Кăçал выпускниксен миçе ППЭ тытмаллине пĕлтерĕр-ха? _ Вырăс чĕлхипе математикăна пурин те тытмалла. Унсăр аттестат илеймĕн. Енчен те аслă вĕренỹ заведенине вĕренме кĕресшĕн мар тăк, çак экзаменсем çителĕклĕ. Вĕренĕве малалла тăсас кăмăллисем тата пĕрре те, иккĕ те, виççĕ те _ йăлтах мĕнле вĕренỹ заведенине тата мĕнле специальноç суйласа илнинчен килет _ тытма пултараççĕ. _ Ăçта тытмалла-ши экзаменсене? _ ППЭ ирттермелли база пункчĕсене кăшт каярах, министерствăн уйрăм приказĕпе палăртĕç. _ Канаш районĕнчен шăнкăравлатăп. Манăн хĕр кăçал Шупашкарти колледжра вĕренĕвне вĕçлет. Шкул выпускникĕсемпе пĕрле май-июнь уйăхĕсенче ППЭ тытма пултарĕ-ши вăл? _ Çапла, пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренỹ заведенийĕсен выпускникĕсем те ППЭ пĕрремĕш хумпа тытма пултараççĕ. Çакăн валли вĕсен вырăнти вĕрентỹ управленине мĕнле предметсемпе пĕрлехи экзамен тытассине пĕлтерсе заявлени тăратмалла. Заявлени панă хыççăн информацие даннăйсен базине кĕртеççĕ, кăшт каярах экзаменсем ăçта пулассине пĕлтерĕç. Пĕрремĕш хумпа экзаменсем тытма заявленисене пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăннă. _ Эпĕ вун пĕрмĕш класс пĕтеретĕп. Историпе манăн çулталăкри паллă "4". Енчен те ППЭ результачĕсем тăрăх "3" паллă илсен, аттестата хăшĕ кайĕ-ши? _ Çак тĕслĕхре "4" кайма пултарать. 2009 çулта ППЭ балĕсем пĕрремĕш хут аттестатри паллăсем çине витĕм кỹмĕç _ пĕрлехи экзамен тытни çинчен свидетельство вăтам пĕлỹ илни çинчен документ çумĕнчи приложени пулĕ. Çавăнпа историпе ППЭ "иккĕлĕх" тытсан та аттестатра "4" пулĕ. Паллах, аслă вĕренỹ заведенине çак результатпа кăçал вĕренме кĕреймĕр. Аттестат çине математикăпа вырăс чĕлхи предмечĕсен (обязательнăй йĕркепе тытмаллисем) ППЭ результачĕсем анчах витĕм кỹрĕç. Енчен те выпускник çак икĕ экзамена е вĕсенчен пĕрне тытаймасть (çак пĕр экзамена кайран тепĕр хут та), аттестат вăл илеймест. Документа тепĕр çул, тепре экзамен витĕр тухса анчах илме пултарать. _ ППЭ тытайнă е çук иккенне мĕнле палăртĕç-ши? _ Ытти çулсенчи пекех, çĕршыври пур выпускник та çак предметпа ППЭ тытса пĕтерсен паллăсен шкалипе палăртĕç. Япăх паллă та балпа анчах шутланĕ. Тĕслĕхрен, математикăпа е историпе чи пĕчĕк шай 20 балл тейĕпĕр. Çакăнтан пĕр балл каярах пултăр _ экзамен тытайман шутланать. _ Кăçал инвалид-ачасен ППЭ тытмалла-и? _ Ытти çулсенчи пекех вĕсем ĕлĕкхиллех, билетсем çине хуравласа, экзамен тытма пултараççĕ. Кăмăлĕсем пулсан ППЭ формине суйласа илме те ирĕк пур. _ Юлашки шăнкăрава шкулсенче çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттересси йăлана кĕнĕ. Пĕрремĕш ППЭ вара кăçал çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче. Юлашки шăнкăрав кунне маларах куçарма çук-ши? _ Ку ыйтăва шкул администрацийĕпе канашĕ татса пама пултарать. _ ППЭ паллипе килĕшмесен кăçал апелляци параятăп-и эпĕ? _ Йĕрки яланхи пекех _ экзамен результачĕсене пĕлтернĕ хыççăн 3 кун хушшинче апелляци пама пултаратăр. Республикăри апелляци комиссине заявлени тăратмалла. Иртнĕ çулсенче вăл республикăри вĕрентỹ институчĕ çумĕнче ĕçлетчĕ. Кăçал та çавăнтах пулмалла. ППЭ иртекен кашни пунктрах апелляци комиссийĕн адресĕ тата çыхăну телефон номерĕсем çакăнса тăмалла. _ 9-мĕш класра вĕренекенĕн амăшĕ шăнкăравлать. Кăçал ман ывăлăн мĕнле экзаменсем тытмалла-ши? _ 9-мĕш класс вĕренекенĕсем ППЭ мар, пĕрлехи муниципалитет экзаменĕсем тытĕç. Ахаль экзаменсенчен вĕсем ĕçсен пĕр пайĕ тестсен формипе пулнипе, экзамена вара шкулти вĕрентекенсем мар, муниципалитет комиссийĕ йышăннипе улшăнса тăрĕç. Кăçал 9-мĕшсем 4 экзамен тытĕç. Вырăс чĕлхипе алгебра _ обязательнăй йĕркепе, территори комиссийĕ йышăнĕ. Ытти экзаменсене вĕренекен хăй суйласа илĕ. Ачасем биологи, физика, чăваш чĕлхи, хими, геометри, географи, Раççей историйĕ, обществознани предмечĕсене суйласа илсен те территори комисси умĕнче экзамен тытмалла. Абитуриент _ 2009 _ Вăрнар районĕнчен шăнкăравлаççĕ. ЧПУн экономика факультетне вĕренме кĕме миçе балл кирлĕ-ши? _ Хальлĕхе кун пирки калаçма иртерех-ха. Аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕмелли балсене июль уйăхĕнче _ пур абитуриентсем те ППЭ свидетельствисене панă хыççăн палăртĕç. Пур специальноçпа та вĕренме кĕме миçе балл кирли пирки аслă шкулсем хăйсен сайчĕсенче, йышăну комиссийĕн стенчĕсем çинче информаци вырнаçтарĕç. Эрне хушшинче выпускник хăйĕн чăн докуменчĕсене хăш вĕренỹ заведенине, хăш факультета парассине суйлама тивĕç. _ Эпĕ хамăн документсене патшалăхăн мар вĕренỹ заведенине парсан унта ППЭ результачĕсене йышăнĕç-ши? _ Йышăнĕç. Кăçалтан вара патшалăхăн мар аккредитаци илнĕ аслă вĕренỹ заведенийĕсем пурте ППЭ результачĕсене йышăнма тивĕç. Сăмах май, ППЭ паллисене вĕсем иртнĕ çулсенче те шута илме пултарнă, анчах хăйсен ирĕкĕпе кăна. _ Манăн йăмăк республикăри шкул олимпиадисенчен пĕринче 2-мĕш вырăн йышăннă. Çакă ăна вĕренме кĕме пулăшĕ-и? Иртнĕ çул, эпĕ илтнĕччĕ, çăмăллăхсем пулнă. _ Кăçал пур аслă вĕренỹ заведенийĕсенче те пĕр евĕрлĕ йышăну правилисем çирĕплетнĕ. Вĕсемпе килĕшỹллĕн, юлашки этапри (Раççей шайĕнчи) çĕнтерỹçĕсем анчах çăмăллăхсене тивĕç пулĕç. Тĕплĕнрех _ профиль предмечĕпе _ 100 балл тата олимпиада профилĕпе хăть те хăш аслă вĕренỹ заведенине суйласа илсе вĕренме кĕме тивĕç пулни. Пĕлтĕр йышăну комиссийĕсем палăртнипе предмет олимпиадисен регионти этапсен çĕнтерỹçисене те 100 балл шутласа панă. Кăçал çакăн евĕр практика пулмĕ. Пысăках мар çăмăллăх вара пулĕ _ абитуриентсен пĕр пек балсем пулсан регионти олимпиада çĕнтерỹçисене тата призерĕсене вĕренме илме сĕннĕ. _ Паянхи кун Шупашкарта тĕрлĕ аслă вĕренỹ заведенийĕсен филиалĕсем питĕ нумай. Пурте шанчăклă-ши вĕсем? Мĕнле йăнăшмасăр суйласа илме пулать вĕсене? _ Чи малтанах лицензи пуррипе çуккине тĕрĕслĕр _ унсăр вăл вĕрентме те тивĕç мар. Иккĕмĕшĕнчен _ аккредитаци пуррине. Аккредитаци кашни специальноçпа пулмалла, унсăр аслă вĕренỹ заведенийĕ патшалăх тĕслĕхлĕ диплом та параймĕ. Тỹлевлĕ вĕренме кĕретĕр тĕк, килĕшĕве тĕплĕн тĕпчесе алă пусăр. Уйрăмах вĕреннишĕн тỹлемелли пунктсем çине тимлĕх уйăрăр (çулталăкне миçе хут ăна улăштарма пултараççĕ, сире çак вĕренỹ заведенинче вĕренме пăрахас тесен укçăра тавăрĕç-и?) _ Куçăмсăр майпа вĕренме кĕрекенсем валли мĕнлерех йĕркесем-ши? Нивушлĕ çулланнă çынсен те выпускниксем пекех ППЭ тытмалла? _ Хальлĕхе пурин валли те пĕр йĕрке-ха. Анчах лару-тăру улшăнас шанăç та пур _ Раççей вĕрентỹ министрĕн çумĕ Исаак Калина 2009 çулччен аттестат илнĕ, куçăмсăр майпа вĕренме кĕрекен абитуриентсене аслă вĕренỹ заведенийĕсене хăйсем тĕллĕн йышăну тĕрĕслевĕ ирттерсе вĕренме илме ирĕк пама пултарасса пĕлтерчĕ. Официаллă документсем çакăн пирки çук-ха. Йышăну пулсан, МИХсене те, йышăну комиссийĕсене информаци çитĕ. Икĕ сехет хушшинче чылай пĕр евĕрлĕ ыйту килчĕ. ЧПУн медицина факультетне вĕренме кĕме мĕнле ППЭ тытмалла? Ют чĕлхе факультетне? Ял хуçалăх академийĕн ветеринари факультетне? _ экзаменсемпе инçетри ялсенче пурăнакансем те, хуларисем те кăсăкланчĕç. Экзаменсем пирки пур аслă вĕренỹ заведенийĕ те (пĕр-иккĕшĕсĕр пуçне) хăйсен сайчĕсем çине информаци вырнаçтарнă. Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин сайтĕнче: http: ỸỸwwwĕobrazovĕcapĕruĕ _ вĕсен адресне тупма пулать.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.