Юлашки çулсенче класс руководителĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, ят-сумĕ палăрмаллах ỹсрĕ. Шкула ура ярса пусакан кашни ача пĕлỹ тĕнчинче "иккĕмĕш амăшне" тупать, тепĕр чухне ашшĕ- амăшне уçман вăрттăнлăхĕсене класс ертỹçипе сỹтсе явать. Пĕр сăмахпа каласан, вĕрентекен кашни ачан кăмăлне, ĕçне, ăсне, шухăшне лайăх пĕлет, кирлĕ пек воспитани парать. Ачапа пĕр чĕлхе тупни вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче пысăк пулăшу кỹрет. Класс ертỹçисен ĕçĕ нумай енлĕ те кăткăс. Класс тулашĕнчи ĕçсем те пайтах унăн. Хăйĕн профессине чунтан парăннă педагог-руководительсем нумай районта. Кашни çулах вĕсем районти "Чи класлă класснăй" конкурсра тупăшаççĕ. Хавхаланса хутшăнать унта кашнийĕ. Кăçал малтанхи тапхăрта 155, районти конкурсра 50 учитель тупăшрĕç. Иртнĕ çулхи пекех кăçал та класс ертỹçисем тăватă номинацире ăсталăха кăтартрĕç. Кĕçĕн класс руководителĕсем хушшинчи конкурсра Г.Круглова (Курнавăш) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш _ А.Данилова (Елчĕк), виççĕмĕш _ Л. Батуллина (Кушкă). Кĕçĕн классен 19 руководителĕ хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Тăрăм, Шăмалак, Аслă Елчĕк шкулĕсенчи кĕçĕн классен ертỹçисем вара темшĕн ерçеймен. Вăтам звенори класс руководителĕсен тупăшăвĕ те хĕрỹ иртрĕ. Чи лайăххи ята Р.Дмитриева (Курнавăш) çĕнсе илчĕ. М.Филипповăпа (Елчĕк), Н.Казакова (Чăваш Тăрăм) иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем. Аслă Таяпа, Патреккел, Таяпа Энтри, Энтепе, Аслă Пăла Тимеш шкулĕсенчи класс ертỹçисем конкурсран шикленнĕ-ши? Хутшăнман. "Аслă звенори класс руководителĕ" конкурса пĕтĕмлетме çăмăл пулмарĕ. Педагогсем ача мĕнле аталанса пынине тĕплĕн тишкернĕ, программăсене çỹлти шайра пурнăçланă. Т.Петрова (Елчĕк) çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. А.Прохорова (Курнавăш) иккĕмĕш, Р.Федорова (Çуткỹл) виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Çак ушкăнри конкурса Кушкă, Патреккел, Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Тĕмер, Тăрăм, Таяпа Энтри, Энтепе, Шăмалак, Яманчỹрел, Аслă Пăла Тимеш шкулĕсенчи класс ертỹçисем хутшăнман. "25 çултан аслă мар класс руководителĕ" конкурса районта пĕр учительница çеç хутшăннă. Урăх çук. Елчĕк шкулĕнчи тăххăрмĕшсен ертỹçи Т.Герасимова хăйĕн программине çỹлти шайра хỹтĕлерĕ. Кашни номинацире çĕнтернĕ класс руководителĕсем малалла республикăри конкурса хутшăнаççĕ. Кирек мĕнле конкурсра та Елчĕксемпе Курнавăшсем, Çуткỹлсем пултаруллă пулнине палăртмасăр иртме çуках. |