Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çамрăк агроном

Иртнĕ çулхи вырман хĕрỹ тапхăрĕ умĕн "Сатурн" хуçалăхра пулса Ирина Иванова тĕп агрономпа калаçни паянхи пекех асра. _ Хирсене ытараймастăп. Анасем таса, çум курăксăр, пучахсем тулли. Сĕлĕ уйĕнче тата ытларах пулас килет, _ терĕ Ирина Петровна. Çамрăк агроном хăйĕн ĕçне чăн-чăнах юратса пурнăçлани унăн савăнăçлă куçĕсенчен те яр уççăн палăрчĕ. Ирина пире сĕлĕ уйĕнче пулса курма сĕнчĕ. Элита репродукцири "Привет" сĕлĕ, юнашар анари "Эльф" урпа та, чăннипех тĕлĕнмелле хỹхĕм ỹссе çитĕннĕ. Вĕсенчен пысăк тухăç алла илесси куç кĕрет. Малтан шутланă пекех, урпа кашни гектартан 42 центнер, сĕлĕ 47,5 центнер тухăç пачĕ. Çапла майпа хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене иртнĕ çул пĕтĕмпе 394 гектар çинчен пурĕ 15664 центнер, е кашни гектартан 37,3 центнер пухса кĕртме пултарчĕ. 2008 çулта, 2007 çулхипе танлаштарсан, кунта 47 процент ытларах тĕш тырă туса илнĕ. Çĕр улми çитĕнтересси çине те хуçалăхра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ỹсен- тăран отраслĕнчи кăтартусем çулсерен ỹссе пынинче, паллах, тĕп агрономăн тỹпи пысăк. Сăмах май, Ирина районти ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекен агрономсенчен хальлĕхе пĕртен-пĕр хĕрарăм. Элĕк районĕнче çуралса ỹснĕ вăл, Кĕçĕн Шăхаль каччине _ Александр Иванова качча тухнă. Мал ĕмĕтлĕ хĕр малтан Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче агронома вĕреннĕ, ун хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх академине кайса кĕнĕ. Малтанхи вăхăтра Ирина Петровна "Колос" хуçалăхра бригадирта, агрономра тăрăшнă. Ун хыççăн ăна "Сатурн" хуçалăха ĕçе илнĕ, агроном пулма çирĕплетнĕ. Ивановсем _ ялти сумлă çынсем. Пăянамăшĕ _ Маргарита Васильевна ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ, пăяташшĕ те Николай Николаевич малта пыракан механизаторсенчен пĕри пулнă. Кинĕ те хăйсем пекех ĕçчен, тăрăшуллă пулнине ял çыннисем курнах ĕнтĕ. Çамрăк мăшăр _ Иринăпа Александр икĕ хĕр пĕрчи çитĕнтереççĕ. Агрономра ытларах арçынсем ĕçленине курма хăнăхнă эпир. Чăннипех, çăмăл мар вĕсен ĕçĕ. Ака, вырма тапхăрĕсенче уйрăмах, килте пулма та вăхăт çук уй-хир хуçисен. Çавна май çамрăк хĕрарăмăн ансăр хул пуççийĕсем çине хĕрỹ вăхăтра пысăк çĕклем тиенет. Мăшăрĕ унăн ĕçне ăнланать, пăянамăшĕпе пăяташшĕ те кинне пулăшма тăрăшаççĕ. _ Çемье çирĕп пулни, пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнни тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать, _ тет Ирина Иванова. Кăçал Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнине асра тытса "Сатурн" хуçалăхри çĕр ĕçченĕсем иртнĕ çулхинчен те ытларах тĕш тырă, çĕр улми туса илме шантараççĕ. Тĕп агроном палăртнă тăрăх черетлĕ çур акире пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен Р-2 репродукциллĕ çĕнĕ вăрлăхĕсене чылай акса хăвармалла, çĕр улмин çĕнĕ вăрлăхне те кỹрсе килнĕ ĕнтĕ.


"Елчĕк Ен"
07 марта 2009
00:00
Поделиться