Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юрий Карпов призĕсемшĕн

Елчĕкре СССР спорт мастерĕн Юрий Карповăн призĕсене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен республикăри турнирĕ иртрĕ. Сăмах май, кире пуканĕн спорчĕн Чăваш Республикинчи федерацийĕн председателĕ Юрий Михайлович Карпов _ пирĕн ентеш, Тип Тимешре çуралса ỹснĕ. Ентешĕсене мĕн тери хисепленине палăртса хăйĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен республикăри ăмăртăвне улттăмĕш хут Елчĕкре йĕркелерĕ. Чăваш халăхĕн авалхи спорт вăй-йине _ кире пуканĕн спортне республикăра малалла аталантарассишĕн, çамрăксен ăсталăхне, вĕсен разряд нормативĕсене ỹстерессишĕн Юрий Карпов нумай тăрăшать. Вăй хурса ĕçленин çимĕçĕ куç умĕнче. Нумаях пулмасть Чулхулара кире пуканĕ йăтакансен Атăлçи федераци округĕнчи зонăри ăмăртăвĕ иртнĕ. Чăваш республикинчи спортсменсем тупăшура пысăк ăсталăх кăтартнă, вĕсенчен саккăрĕшĕ призерсем пулса тăнă. Çав шутран 5-ĕшĕ _ Елчĕк районĕн каччисемпе хĕрĕсем. Вĕсем: Екатерина Козлова (Кĕçĕн Таяпа), Олеся Маликова (Хăвăл-çырма), Виталий Семенов (Кĕçĕн Таяпа), Денис Семенов (Çĕнĕ Пăва), Николай Николаев (Ĕнел). _ Тĕрлĕ ăмăртусенче Елчĕк районĕн çамрăкĕсем çĕнтерỹçĕсем пулнине курса тата ытларах савăнатăп, _ тет Юрий Михайлович. Елчĕкре иртнĕ республика шайĕнчи ăмăртăва Канаш, Патăрьел, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç, Елчĕк районĕсенчи шкулсенчи командăсем хутшăнчĕç. Елчĕк районĕ харăсах (Елчĕкри, Курнавăшри, Кивĕ Эйпеçри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Çĕнĕ Пăвари шкулсем) 5 команда тăратни уява тата ытларах сум кỹчĕ. СССР спорт мастерĕн Юрий Карповăн пархатарлă ĕçне хак пама СССР халăх учителĕ, Елчĕк шкулĕнче нумай çул директорта ĕçленĕ Петр Никифорович Чернов (Юрий Карпов Ел-чĕкри шкулта вĕреннĕ), Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ, "Елчĕк ен" ентешлĕхĕн ертỹçи Олег Николаевич Викторов, район пуçлăхĕн çумĕ _ район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Васильевич Левый, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн пулăшаканĕ Юрий Моисеев, çар ĕçĕсене хутшăннă ветерансен Чăваш Республикинчи "Паттăрлăх" общество организацин председателĕ Владимир Николаевич Яковлев тата ытти спорта юратакан çынсем килнĕ. 45 кг таякан кĕрешекенсенчен 16 килограмлă кире пуканĕ çĕклесе Павел Александров (Курнавăш шкулĕ) ыттисене çăмăллăнах парăнтарса пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине тăчĕ. Дмитрий Соловьев (Курнавăш шкулĕ) _ иккĕмĕш, Сергей Пыркин (Кивĕ Эйпеç шкулĕ) виççĕмĕш пулчĕç. 16 килограмлă кире пуканĕ çĕкленĕ ытти виçесенчи çĕнтерỹçĕсем: 50 кг. 1. Петр Чермаков (Кивĕ Эйпеç шкулĕ). 2. Кирилл Петров (Йĕпреç районĕ). 3. Николай Чувайкин (Елчĕк шкулĕ). 55 кг (арçын ачасем). 1. Алексей Петров (Хĕрлĕ Чутай районĕ). 2. Виктор Семенов (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ). 3. Дмитрий Курчин (Курнавăш шкулĕ). 55 кг (хĕр ачасем). 1. Вера Николаева (Елчĕк шкулĕ). 2. Т.Мартышкина (Курнавăш шкулĕ). 3. Марина Головина (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ). 60 кг (арçын ачасем). 1. Роман Дмитриев (Канаш районĕ). 2. Сергей Прохоров (Çĕнĕ Пăва шкулĕ). 3. Владимир Викторов (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ). 60 кг (хĕр ачасем). 1. Анна Ильина (Канаш районĕ). 2. Ольга Петухова (Кивĕ Эйпеç шкулĕ). 3. София Давыдова (Патăрьел районĕ). 65 кг (арçын ачасем). 1. Дмитрий Григорьев (Канаш районĕ). 2. Сергей Кривов (Курнавăш шкулĕ). 3. Денис Андреев (Канаш районĕ). 70 кг (арçын ачасем). 1. Денис Светопольский (Курнавăш шкулĕ). 2. Андрей Тимофеев (Йĕпреç районĕ). 3. Дмитрий Козлов (Хĕрлĕ Чутай районĕ). 70 кг (хĕр ачасем). 1. Марина Федорова (Йĕпреç районĕ). 2. Вера Купташкина (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ). 3. Елизавета Еремеева (Елчĕк шкулĕ). 70 кг ытларах виçере: 1. Виктория Купташкина (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ). 75 кг. 1. Денис Петров (Елчĕк шкулĕ). 2. Петр Краснов (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ). 75 кг ытларах виçере: 1. Николай Андреев (Кивĕ Эйпеç шкулĕ). 2. Леонид Михайлов (Етĕрне районĕ). 3. Дмитрий Давыдов (Патăрьел районĕ). 24 килограмлă кире пуканĕ çĕкленĕ тĕрлĕ виçесенчи çĕнтерỹçĕсем: 55 кг. 1. Денис Григорьев (Курнавăш шкулĕ). 2. Александр Сергеев (Етĕрне районĕ). 3. Денис Кудряшов (Курнавăш шкулĕ). 60 кг. 1. Иван Кривов (Курнавăш шкулĕ). 2. Алексей Яковлев (Курнавăш шкулĕ). 3. Роман Вазюков (Патăрьел районĕ). 70 кг. 1. Константин Ильин (Канаш районĕ). 2. Владимир Кириллов (Йĕпреç районĕ). 3. Юрий Иванов (Етĕрне районĕ). 75 кг. 1. Петр Кртин (Патăрьел районĕ). 2. Дмитрий Изратов (Курнавăш шкулĕ). 3. Дмитрий Докторов (Елчĕк шкулĕ). 80 кг. 1. Александр Павлов (Кивĕ Эйпеç шкулĕ). 2. Александр Пахомов (Канаш районĕ). 3. Алексей Арбузов (Елчĕк шкулĕ). 80 кг ытларах виçере: 1. Денис Павлов (Канаш районĕ). 2. Николай Николаев (Курнавăш шкулĕ). 3. Петр Иванов (Етĕрне районĕ). Пĕтĕ-мĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен командисенчен Курнавăш шкулĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Елчĕк шкулĕ _ иккĕмĕш, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ _ виççĕмĕш вырăнсенче. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен тупăшăвĕнче Кĕçĕн Таяпари шкул команди _ пĕрремĕш, Кивĕ Эйпеç шкулĕ _ иккĕмĕш, Энтепе шкулĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Районсен командисем хушшинче вăйă хуçисем _ Елчĕксем _ пĕрремĕш, Канаш районĕн команди _ иккĕмĕш, Йĕпреç районĕ виççĕмĕш пулнă. СССР спорт мастерĕ, кире пуканĕн спорчĕн Чăваш Республикинчи федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов ăмăртăва хутшăннă районсен командисене тав турĕ, малашне те вĕренỹре тата спортра пысăк çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ.


"Елчĕк Ен"
04 марта 2009
00:00
Поделиться