Кăçалхи пушарсем.
Елчĕк районĕнче кăçалхи çул 5 пушар тухнине регистрациленĕ. Пушарсенчен тăваттăшĕ ял çыннисен уйрăм хуçалăхсенче тухнă. Тĕп сăлтавĕ - электричество приборĕсемпе асăрхануллă пулманнинче электричество пралукĕсем кивелсе юрăхсăра тухнинче.
Электричество пралукĕсем кивелсе юрăхсăра тухнипе тата вĕсене йĕркесене пăхăнмасăр хунипе кăрлач уйăхĕн 15 мĕшĕнче Кивĕ Эйпеçĕнчи Васильевсеннипе Суметовсен хуçалăхĕсем вут кăварпа сурăмланнă. Кăрлач уйăхĕн 16 мĕшĕнче Элекçей Тимешĕнчи Захаровсен хуçалăхĕнче те асăннă йăнăша пулах хуралтă тăрринче вут алхасма пуçланă, вăхăтра курса пулăшу ыйтни нушана сирсе яма пачĕ.
Электричествăран пушар тухмалли сăлтавсем нумай. Плафонсăр лампочкăсене хуралтăсенче, улăмсем çывăхĕнче, гаражсенче вăрах вăхăт çутса тăмалла мар, пралуксем кивелсе юрăхсăра тухнине тĕрĕслесех тăмалла. Электричество пралукĕсен юсавлăхне ятарлă приборсемпе тĕрĕслетермелле, тупнă кăлтăксене çийĕнчех юсамалла. Çакна кил хуçин çинерех тăмалла.
Нарăс уйăхĕн 22 мĕшĕнче Елчĕкри "Арбат" суту-илỹ çуртĕнчи хуралçă пулĕмĕнче пушар тухнă. Пушар вăхăтĕнче çак пỹлĕмрен, Х. сывламан кĕлеткине илсе тухнă. Çак ĕçпе халлĕхе тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ.
Нарăс уйăхĕн 24 мĕшĕнче икĕ пушар тухнă - Аслă Елчĕкре Агеевсен тата Аслă Пăла Тимешри Козловсен хуçалăхĕсенче. Икĕ пушара та районти пушар автоцистернисем вăхăтра çитнипе алхасма паман. Вăхăтра телефонпа пĕлтерни те çулăма сарăлма памасăр сỹнтерме май килнĕ. Хăрушă инкексем хамăр айăпа пула сиксе тухаççĕ. Çавăнпа тăтăшах сыхă пулни, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнни кирлĕ.