Республикăра юлашки çулсенче халăх сывлăхне сыхласси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакна Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров 2007 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăннă "Медицина пулăшăвĕн пахалăхне ỹстерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" Указĕ те çирĕплетет. Иртнĕ çул республикăра травматологи, ортопеди тата эндопротезировани енĕпе ĕçлекен тĕнче класлă медицинăн пысăк технологийĕсен центрĕ хута кайнин пĕл-терĕшĕ пысăк. Нумаях пулмасть манăн сывлăха тĕрĕслеттерес тĕллевпе тĕп хуламăрта асăннă центрта пулма тỹр килчĕ. Кунти хăтлăхран чăннипех те тĕлĕнтĕм. Тĕнчери чи лайăх стандартсем тăрăх хальхи медицина оборудованийĕпе тивĕçтернĕ ăна. Кунти ĕçченсем вара кашни çынпах тарават, ăшăлăхпа тата сăпайлăхпа палăрса тăраççĕ. Çак центр республикăри халăха анчах мар, 8 регионти çынсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Çакăн евĕр центра хамăр республикăра хута яма пултарни пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн ырă пулăм. Çакăншăн Республика Президентне пысăк тав сăмахĕ калас килет. Халăх сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе тунă ĕçсемпе анчах çырлахмасть вăл. Çакна Н.Федоров Чăваш Патшалăх Канашне янă "Чăваш Ен çитĕнĕвĕ _ кашнин пуçарулăхĕнче" Çырăвĕнчи йĕркесем те çирĕплетеççĕ: "...тата пĕр миллиарда яхăн укçа -тенкĕне плазма хатĕрлемелли ултă центр тума, юн службине оборудованипе тивĕçтерме яма палăртнă..."
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.