Раççей Федерацийĕн 2007 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче йышăннă "Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕ парасси çинчен" саккунĕпе килĕ-шỹллĕн, 2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа призывпа çар ретĕнче тăракан салтакăн йывăр çын мăшăрне пĕррелĕх пулăшупа тата ачине уйăхсерен тỹлекен пособипе тивĕçтереççĕ. Пĕр хут паракан пособи виçи 14 пин тенкĕпе танлашать. Вăл йывăр çын хĕрарăмăн срокĕ 180 кунран кая мар пулсан парăнать. Салтак ачине уйăхсерен 6 пин тенкĕ пособи тỹлеççĕ. Уйăхсерен паракан пособи призывпа çар ретĕнче тăракан салтак ачине виçĕ çул таранччен парăнать, анчах та ача ашшĕ призывпа çар ретĕнче тăнă кунран ытла мар. Призывпа çар ретĕнче тăракан мăшăрĕпе ачин çав вăхăтрах патшалăх гражданĕсене пулăшса паракан ытти пособисене те илме ирĕк пур. Çакăн пек категориллĕ çемьесем ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособие те, ачашăн уйăхсерен паракан пособие те илме тивĕç. Уйăхсерен парăнакан ача пособине ачан амăшĕ илет. Ачан амăшĕ вилнĕ, ăна амăшĕн правинчен хăтарнă е вăл сывлăх енчен хавшак, ачине воспитани параймасть тата пăхаймасть, преступлени туса ирĕк прависĕр юлнă, ачине воспитани парассинчен тата унăн прависемпе интересĕсене хỹтĕ-лесрен пăрăнать, е хăйĕн ачинчен пăрăнса ăна сывату тата воспитани паракан учрежденинче хăварнă пулсан, пособие ачана пăхакан тата воспитани паракан тăванĕ е урăх опекун илсе тăрĕ. Енчен те çакăн пек ачана пĕр вăхăтрах темиçе çын пăхать пулсан, уйăхсерен паракан пособи вĕсенчен пĕрне анчах тивĕçет. Кунта çакна палăртса хăварни те вырăнлă. Маларах асăннă пособисем професси пĕлĕвĕ паракан çар вĕренỹ заведенийĕнче ăс пухакан курсантăн мăшăрне тата ачине тивĕçмеççĕ. Паянхи кун тĕлне социаллă хỹтлĕх пайне призывпа çар ретĕнче тăракан салтакăн ачине уйăхсерен паракан пособине илме ыйтса Таяпа Энтринче пурăнакан Васильевсен çемйи заявлени çырнă. Алексейпа Светлана Васильевсен хĕрĕ Инесса _ пĕрремĕш ача. Вăл 2008 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Инесса ашшĕ 2008 çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче çар ретне тăнă. Çак кунтан пуçласа Васильевсене уйăхсерен 6 пин тенкĕ пособи тỹленет. Ăна Раççей Федерацийĕн федераци бюджечĕн саккунĕпе килĕшỹллĕн индексацилеççĕ. Асăннă пособие ача амăшĕ нарăс уйăхĕнче илме тытăнĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.