Патреккел ялĕнчи Л.Клементьев çамрăклах спортпа туслашнă, пысăк ĕмĕтпе Ленинградри П.Лесгафт ячĕллĕ физкультура институтне вĕренме кĕнĕ, йывăр атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Çакă ял каччишĕн пысăк çитĕнỹ. Леонард _ Елчĕк районĕнче йывăр атлетика енĕпе пĕрремĕш спорт мастерĕ. Вăл ялти çамрăксене спортпа туслашма агитациленĕ, кăтартуллă ăмăртусем йĕркеленĕ. Тăван шăллĕсем _ Александр, Юрий тата Борис пиччĕшĕн çулĕпе кайса физкультура институтне вĕренме кĕрсе дипломлă специалистсем пулаççĕ. Александр _ пĕрремĕш разрядлă спортсмен, Юрий _ спорт мастерĕн кандидачĕ. Кĕçĕнни _ Борис, спорт мастерĕн нормативне пурнăçласа пĕтĕм Союзри ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Ялта пурăнакан Валерий те пĕр тăвансенчен юласшăн пулман, республика чемпионатĕнче çĕнтерỹ тунă. Унăн ывăлĕ Олег _ Раççей спорт мастерĕ. Çапла пĕр çемьерен виçĕ атлет спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Кун пек пулăм сайра тĕл пулать. Çакна шута илсе спорт ертỹçисем пĕр тăван Клементьевсене хисеплесе çулсерен йывăр атлетика енĕпе турнир ирттерме йышăннă. Пĕрремĕш ăмăрту 1988 çулта иртнĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче 22-мĕш хут иртрĕ йăлана кĕнĕ турнир. Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулне хамăр районти коллективсем тата Патăрьелĕнчен килнĕ хăнасем пухăнчĕç. Спортсменсене Елчĕк районĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый тата Чăваш Республикин "Кĕрешỹ" федерацийĕн ертỹçи В.Васильев саламларĕç. Ăмăрту хĕр ачасем помост çине тухнинчен пуçланчĕ. Аслă Пăла Тимешри Л.Иноходова, Çĕнĕ Пăвари И.Ананьева тата Патăрьелĕнчи М.Игнатьева хăйсен виçисенче çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Любовь вара район рекордне те çĕнетме пултарчĕ. Унăн тусĕ М.Портнова кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Кỹршĕ районти В.Черновăпа М.Ерофеева та мухтава тивĕç. Арçын ачасен хушшинче чи çăмăл виçере призлă вырăнсемшĕн хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ. 12 çулхи А.Леонтьев ("Юман" спорт клубĕ) ыттисенчен ăнăçлăрах ăмăртрĕ. Курнавăшри В.Новиковпа А.Ефимов _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Республикăри ăмăртусенче яланах малти ретре пулакан А.Шляпинпа В.Викторов 34 кг категоринче мала тухрĕç. Вĕсем иккĕшĕ те Елчĕкри вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренеççĕ. 38 кг таякан спортсменсенчен С.Пчелов ("Юман" СК), Курнавăшри Н.Николаев тата Патăрьелĕнчи М.Поляков малти виçĕ вырăна пайларĕç. 42 тата 46 кг спортсменсем А.Никитинпа ("Юман" СК) А.Александров турнир чемпионĕсем пулчĕç. Çавăн пекех Çĕнĕ Пăвари П.Чермаков та ылтăн медале çĕнсе илчĕ. Призерсен шутĕнче Н.Молоствов воспитанникĕсем Д.Курчин, В.Петров тата Елчĕкри В.Краснов. Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче ăсталăха туптакан П.Ягудин (унăн виçи 62 кг) помост çинчен тỹрех 81 кг, кăкăр çинчен 101 кг çĕклеме пултарчĕ. Вăл _ чемпион. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсемшĕн хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ. П.Филимонов (Патреккел) юлашки самантра пъедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарма тивĕçрĕ. Унăн икĕ енлĕ кăтартăвĕ _ 147 кг. Çакăн пекех виççĕмĕш вырăна Кушкă шкулĕнче вĕренекен Н.Алексеев çĕнсе илчĕ. 69 кг виçере спорт мастерĕн кандидачĕ А.Зайцев икĕ енлĕ кĕрешỹре 207 кг пухса çăмăллăнах чемпион пулчĕ. 19 çулхи Артем иккĕмĕш çул Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренет, çитес вăхăтра спорт мастерĕн нормине тултарма ĕмĕтленет. Унăн пĕрремĕш тренерĕ _ А.Портнов. Çак виçере иккĕмĕш вырăна республика чемпионатĕнче пăхăр медаль çĕнсе илнĕ Н.Васильев (Елчĕк) йышăнчĕ. Йывăртарах виçесенче "Юман" спорт клубĕн членĕсем Д.Портновпа А.Портнов пьедесталăн çỹлти картлашки çине хăпарма пултарчĕç. Денис _ аслă пĕлỹллĕ ветеринар, халĕ Хусанти институтри аспирантурăра вĕренет. Александр нумай çул Аслă Пăла Тимешри культура çурчĕ çумĕнчи "Юман" спорт клубне ертсе пырать, çамрăксене спортра пĕрремĕш утăмсем тума пулăшать. Вăл хатĕрленĕ команда çак ăмăртура куçса çỹрекен кубока çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн çамрăк атлечĕсем. Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул команди виççĕмĕш степень диплома тивĕçрĕ. Ăмăртура паха кăтарту тунă атлетсем пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Вăрнар тăрăхĕнче иртекен республика чемпионатне хутшăнĕç. Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Елчĕкре Н.Николаева асăнса пауэрлифтинг енĕпе район чемпионачĕ иртĕ. Клементьевсене хисеплесе ирттернĕ турнира йĕркелекенсем çĕнтерỹçĕсене парнесемпе тивĕçтернĕ спонсорсене _ Шупашкарти "Эльдорадо" ОООна, "Прогресс" ЗАОна, Елчĕк ял тăрăхĕн администрацине, районти вĕрентỹ работникĕсен профсоюзне, Чăваш Наци конгресне тав тăваççĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.