Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Культура йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать

Эрне кун пирĕн районта Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров пулнă, Курнавăш ял тăрăхĕнче Çĕр ĕçченĕн çулталăкне тата çĕнетсе илемлетнĕ хыççăн Курнавăшри культурăпа информаци центрне, Елчĕкри культурăпа кану центрне уçма хутшăннă. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн "Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн пирĕн районти Курнавăшри тата Елчĕкри культура çурчĕсене юсарĕç. Курнавăшри культурăпа информаци центрне çĕнетесси иртнĕ çулах пуçланнă. Унăн директорĕ П.В.Смирнов тăрăшнипе кунта пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Çутă, ăшă, хăтлăх _ культура çурчĕн çак енĕсене алăкран ура ярса пуссанах туйса илетĕн. Пĕрремĕш хутăн сылтăм енче тĕслĕх библиотека вырнаçнă. Культура çурчĕн фойинче вырăнти художник _ Курнавăшри историпе тăван ен халăх музейĕн директорĕ А.П.Смирнов ỹкернĕ ỹкерчĕксен куравне вырнаçтарнă. Тăван ен, унăн çыннисем сăнланнă унта. Ташă залĕнче вырăс, чăваш, мордва халăхĕсен наци костюмĕсен, алă ĕçĕсен выставкине уçнă. Унти ĕçсене хамăр республикăра пурăнакансем тăратнă. Чăваш Республикин Президентне Н.В.Федорова, район пуçлăхне Н.П.Миллина, ЧР культура, наци ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрне Р.М.Лизаковăна, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне К.С.Мифтахутдинова ял çыннисем, Вырăскассинчи культура çурчĕ çумĕнчи "Шанчăк" халăх фольклор ансамблĕ хăна юррипе кĕтсе илчĕç. Республика ертỹçине чи малтанах тĕрлĕ халăхсен сцена костюмĕсен, çи-пуçĕсен, алă ĕçĕсен выставкипе Чăваш Республикинчи культура, наци ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.М.Лизакова паллаштарчĕ. Ăна Шупашкарти халăх пултарулăх çурчĕ йĕркеленĕ. Вăл çĕнетнĕ культура çурчĕсенче хитре сцена костюмĕсемпе усă курма май пуррине кăтартса парать. Культура çуртне туллин пуçтарăннă халăх Н.В.Федорова хапăл турĕ. Николай Васильевич пухăннисене Елчĕк районĕнче Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пуçланнă, çĕнелсе илемленнĕ культура çурчĕ уçăлнă ятпа саламларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче республика ертỹçи юлашки çулсенче туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Ку вăл ялсене çут çанталăк газĕпе тивĕçтерни, çул-йĕр туни, тĕслĕх библиотекисем, врач офисĕсем уçни тата ытти те. _ Ялсенче никĕс культура çурчĕсем уçни ялсен пурнăçне çĕнĕ пурнăç, çĕнĕ вăй пама тивĕç, _ терĕ Н.В.Федоров. Вăл "Курнавăшри информаципе культура центрĕ" муниципаллă культура учрежденине хальхи вăхăтри сасă вăйлатмалли, çутатмалли, видеопроектор, компьютер оборудованийĕсем, сцена костюмĕсен комплекчĕ, сцена илемлетмелли хатĕрсем парнелени çинчен свидетельствăна информаципе культура центрĕн директорне П.В.Смирнова пачĕ. Республика панă тĕрлĕ оборудовани 500 пин тенкĕпе танлашать. Район пуçлăхĕ Н.П.Миллин республика Президенчĕ кăларса тăратнă тĕллевсене Елчĕк районĕнче пурăнакансем ăнăçлă пурнăçласа пыни çинчен каласа пачĕ. Акă, район çут çанталăк газĕ кĕртессине республикăра чи кайран пуçласа чи малтисен йышĕнче вĕçленĕ, кашни яла хытарнă çулсемпе çыхăнтармалли тĕллеве икĕ çулта мар, çулталăкра пурнăçланă. 24 тĕслĕх библиотеки уçнă. Кăçал икĕ культура çуртне юсама вăй çитернĕ. Ял ĕçченĕсем умĕнче те çирĕп тĕллевсем тăраççĕ. 2009 çулта районĕпе 50 пин тонна тĕш тырă, 56 пин тонна çĕр улми туса илмелле. Район пуçлăхĕ Н.П.Миллин Чăваш Республикин Президентне Н.В.Федорова района аталантарма пулăшнăшăн тав турĕ. Хаклă хăнасене, ял çыннисене художество пултарулăх ушкăнĕсем юрă-кĕвĕпе саламларĕç. Унтан Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Елчĕке çул тытрĕ. Пысăк хăнана "Елчĕкри культурăпа кану центрĕ" муниципаллă культура учрежденийĕ умĕнче "Варкăш" ансамбль артисчĕсем илемлĕ юрăпа кĕтсе илчĕç. Республика Президенчĕ тата культура министрĕ культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнчи пỹлĕмсемпе, "Кивĕ замок юмахĕсем" тата "Çĕр тата унăн çыннисем", С.Ермакова фотожурналистăн "Ял сăнарĕсем" фотовыставкăсемпе паллашрĕç. Яманчỹрелти культура çурчĕ çумĕнчи "Эткер" фольклор ансамблĕпе, Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи "Тантăш" фольклор ушкăнĕпе, Елчĕкри искусство шкулĕн воспитанникĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Н.В.Федоров хăйĕн сăмахĕнче республика ĕçченĕсем Çĕр ĕçченĕн çулталăкне пушă вырăнта пуçламаннине палăртрĕ. Ун умĕн ялсене газ кĕртсе пĕтернĕ, çул-йĕр тунă, тĕслĕх библиотекисемпе врач офисĕсем уçнă. Паянхи пурнăç йывăрлăхсемсĕр мар. Вĕсене культура пулăшнипе, хавхалантарса пынипе çĕнтерсе пыма пулать, терĕ вăл. Н.В.Федоров Елчĕкри культурăпа кану центрĕн директорне В.С.Портновăна сасă вăйлатмалли, çутатмалли, видеопроектор, компьютер оборудованийĕсем, сцена костюмĕсен комплекчĕ, сценăна илемлетмелли хатĕрсем, пурĕ 500 пин тенкĕлĕх, парнелени çинчен ĕнентерỹ хучĕ пачĕ. Район пуçлăхĕ Н.П.Миллин республика ертỹçине тав турĕ. Юлашкинчен Н.В.Федоров журналистсене кĕске интервью пачĕ. _ Елчĕкре эпĕ хаваслăхпа çиçекен куçсене, çынсенче хавхалану куртăм. Культура çине тимлĕх уйăрни усă парать, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Культура ĕçне укçапа виçме çук. Эпир малашне те ăна пулăшса пыма тăрăшăпăр. Çак ĕçре вырăнти майсемпе _ ниме мелĕпе анлăрах усă курмал- ла, _ терĕ республика Президенчĕ.



"Елчĕк Ен"
25 февраля 2009
00:00
Поделиться