Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Амăшĕн савăнăçĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх пирĕн шкулта кашни тунти кун линейка пулать. Кунта тĕрлĕ ыйтусене хускатаççĕ, конкурссен, олимпиадăсемпе спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерỹçисене, призерĕсене чыслаççĕ. "Кун пекки пулманччĕ-ха, _ терĕ шкул директорĕ В.П.Яковлев черетлĕ линейкăра. _ Пирĕн шкулти 9-мĕш класра вĕренекен Алексей Павлов республикăри биологи олимпиадинче 2-мĕш вырăн йышăннă, диплом илсе таврăннă". Алешăпа пĕрле олимпиадăна Лена Журавлевăпа Лилия Мезитова та хутшăннă. Малти вырăна йышăнман пулин те, республикăри олимпиадăна хутшăнма тивĕç пулни вĕсемшĕн пысăк çитĕнỹ. "Алеша 2-мĕш вырăн илнине пĕлсессĕн, савăнăç куççульне тытса чараймарăм", _ каласа парать амăшĕ, биологипе хими, экологи предмечĕсене ертсе пыракан И.Н.Павлова учительница. Ара, çапла пулмасăр, хăв çуратса ỹстернĕ, ăс панă ачан çитĕнĕвĕ темрен те паха. Миçе çул ĕнтĕ Ирина Николаевна вĕренекенĕсем район шайĕнчи тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнаççĕ, призсем çĕнсе илеççĕ. Çакнашкал çитĕнỹсем ачасемпе ĕçлемесĕр пулман, куллен пĕлĕве туптанипе анчах пулнă. Ирина Николаевна ĕçе ырана хăвармасть, ачасенчен тивĕçлине ыйтать. Икĕ ывăл çитĕнтереççĕ Павловсем. Алешăпа Андрей яланах тирпейлĕ, ĕçе вăхăтлă пурнăçланипе палăрса тăраççĕ, пушă вăхăтра шашкăпа шахмат вăййисемпе кăсăкланаççĕ, спортра та малта.


"Елчĕк Ен"
25 февраля 2009
00:00
Поделиться