Афганистан Республикинчен Совет Çарĕсене илсе тухнăранпа нарăсăн 15-мĕшĕнче 20 çул çитрĕ. Çак кун умĕн "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ районта пурăнакан воин-афганецсемпе тĕл пулу йĕркелерĕ. Унта афган вăрçин участникĕсем П.И.Анисимов (Кавал), А.В.Васильев (Кивĕ Эйпеç), Н.Г.Сайкин (Елчĕк), Б.А.Албарцев (Таяпа Энтри), Н.В.Петров (Аслă Таяпа), районти çар комиссарĕ В.В.Буклаков подполковник, район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ Н.Ф.Малышкин хутшăнчĕç. Тĕл пулура чи малтан сăмах илнĕ В.Буклаков воин-афганецсене çак пысăк пĕлтерĕшлĕ кун ячĕпе саламларĕ, 9 çул ытларах пынă вăрçă çинче чарăнса тăчĕ. Пирĕн районти 262 çамрăк Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçлама хутшăннă. Виççĕшĕ _ Ю.Г.Борисов (Елчĕк), А.М.Патшин (Аслă Елчĕк), Ю.П.Григорьев (Кивĕ Эйпеç) аякри çĕршывра пуçĕсене хунă. Тăваттăшĕ ĕмĕрлĕхех инвалид пулса юлнă. Афган вăрçинче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн 6 çынна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, 3-шне "Паттăрлăхшăн", 16-шне "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", 65-шне Афганистан правительствин медалĕсемпе наградăланă. 1979 çулта пуçланнă вăрçă çинчен пирĕн çĕршывра малтан та, ун хыççăн та сахал çырнă. Юлашки çулсенче афган вăрçин ветеранĕсене хисеплеме тытăнчĕç. Ку вăл çакăн пек пулмалла та. Мĕншĕн тесен вĕсем пурте салтак тивĕçне, присягăна пурнăçланă. Çакăн пек çынсенчен пĕри _ Кавалта çуралса ỹснĕ, халĕ "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакан Петр Ильич Анисимов. Совет Çарне вăл 1979 çулта кайнă, Венгри Республикинче службăра тăнă. 1980-1981 çулсенче _ Афганистанра. "Паттăрлăхшăн", Афганистан Республикин медалĕсене тивĕçнĕ. Акă мĕнлерех аса илет салтак çулĕсене П.Анисимов: _ Венгри Республикинчи вĕрентỹ полкĕнче пуçланчĕ манăн çар служби. Унта танк механик-водительне вĕрентрĕç, каярахпа чаçе куçарчĕç. 1979 çул вĕçĕнче мотострелоксен дивизийĕн виçĕ полкĕнчен пĕр полк йĕркелерĕç, Союза куçарасси çинчен пĕлтерчĕç. Питĕ савăннăччĕ. Ара, хамăр çĕршыва кăлараççĕ вĕт, унта вара увольненине тухма та пулать. Часах мотострелоксен полкĕ çĕнĕ техника илчĕ. 1980 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче Термезран колоннăпа Афганистан çĕрĕ çине каçрăмăр. Шалалла кĕнĕçемĕн вăрçă паллисем курăнма пуçларĕç: çул айккисенче çуннă, арканнă техника выртать. Малтанах Пули-Хумри тăрăхĕнче пултăм. Унта 40-мĕш армин тĕп бази вырнаçнăччĕ. Каярахпа Газни, Кандагар тăрăхĕсенче иртрĕ служба. Пирĕн мотострелоксен 191-мĕш уйрăм полк батальонĕсем Газни, Кандагар хулисен çывăхĕнче аэродрома, колоннăсене сыхлатчĕç, çапăçусене хутшăнатчĕç. Çумри юлташсем вилнине, аманнине чăтма йывăрччĕ. Манăн асăмра 1981 çулхи çĕртме уйăхĕн пĕр кунĕ яланлăхах юлнă. Афганистанра службăра пулнă кашни çын Саланг перевалне питĕ лайăх пĕлет. Перевал айĕнчи туннель 5-6 çухрăма тăсăлать. Мана Т-62 танкран тунă тягачпа çĕмĕрнĕ танка туннель витĕр сĕтĕрсе тухма приказ пачĕç. Туннель сарлака мар, унпа пĕр енĕпе анчах кайма пулать. Çур çулта тĕтĕм-сĕрĕм тулнипе сывлама йывăрланса çитрĕ, сăмсаран юн кайрĕ, тăна çухатас патнех çитрĕм. Пĕтĕм вăй-хала пухса рычагсене алăран ямарăм, кĕçех тĕтĕм-сĕрĕм чакрĕ, уçă çĕре тухрăмăр. Петровка поселокĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Елчĕкре пурăнакан Николай Геннадьевич Сайкина Совет Çарĕн ретне 1981 çулхи кĕркунне илнĕ. Туркменири погранотрядра службăра тăнă. Çулталăкран Афганистана куçарнă, стрелок-гранотометчик. _ Ирхине тревогăпа тăратрĕç. Вертолет çине лартрĕç те, тỹпене çĕклентĕмĕр. Ăçта вĕçнине никам та пĕлмест. 4 сехет вĕçрĕмĕр. Каçхине вырăна çитрĕмĕр, палатăсене вырнаçтарчĕç. Ирхине хĕç-пăшалтан пенипе вăранса кайрăмăр. Ăçта лекнĕ эпир? "Афганистанра, Герат провинцийĕнче эсир", _ теççĕ вырăнти салтаксем. Пирĕн вара алăра нимĕнле хĕç-пăшал та çук. Тул çутăлсан перкелешỹ шăпланчĕ. Душмансем пирĕн лагерь патне çывхарса çĕрле çакнашкал час-часах персе тăнине каярахпа хăнăхса çитрĕмĕр, _ каласа парать Николай Геннадьевич. _ Кишлаксене душмансенчен тасатассишĕн пынă çапăçусене сахал мар хутшăнма тиврĕ. Пĕррехинче пĕр кишлака тĕрĕслеме ячĕç. Кашни киле пĕччен мар, икшерĕн кĕретпĕр. Çакăнта эпир душмансен агентне тыткăна илтĕмĕр. Парăниччен вăйлă хирĕç тăчĕ. Кайран юлташпа иксĕмĕре те "Паттăрлăхшăн" медаль илме тăратни çинчен приказ вуласа пачĕç. Алла илеймерĕмĕр. Ун пекки салтакра пулать. Тепрехинче уйăх ытла рейдра пултăмăр. Хамăр базăна çитсен тỹрех мунчана илсе кайрĕç. Аялти кĕпене хыватăп _ урайне темĕн ỹкрĕ. Алла илетĕп те, осколок иккен. Ремене, бушлата шăтарса кĕнĕ, аялти кĕпе çинче чарăннă вăл. "Кĕпепе çуралнă эсĕ", _ теççĕ салтаксем. _ Ун пек тĕслĕх манпа та пулнăччĕ, _ калаçăва хутшăнать Петр Анисимов. _ Колоннăна ăсатнă вăхăтра душмансем пеме тытăнчĕç. Çапăçу пуçланчĕ. Сасартăк пуçран темĕн çапнă пек туйăнса кайрĕ. Ыратнине туймарăм. Кайран шлемофона хыватăп та, вăл шăтăк. Пуля ăна шăтарса тухнă иккен. Темиçе сантиметр аяларах лекнĕ пулсан паян сирĕнпе юнашар ларас та çукчĕ. Аслă Таяпари Николай Васильевич Петров тата Таяпа Энтринчи Борис Алексеевич Албарцев пĕр батальонра службăра тăнă. 602-мĕш автобатальона чăвашсен батальонĕ тенĕ. Мĕншĕн тесен унăн йышĕнче Чăваш Республикинчен çара илнĕ чăваш салтакĕсем çурри ытла пулнă. _ Пирĕн взводра 17 чăваш салтакĕччĕ, _ тет Н.В.Петров. _ Кивĕ Эйпеç çамрăкĕ Юрий Петрович Григорьев рядовой урăх взводраччĕ. Пĕр-пĕринпе час-часах курса калаçаттăмăр. Юра малтан Союзра танк батальонĕнче службăра тăнă, Афганистана хăй ирĕкĕпе кайма рапорт çырса панă. Пĕррехинче рейсран таврăнатăп та хăрушă хыпар _ Юра Григорьев вилни çинчен пĕлтереççĕ. Малтанах ĕненес те килмерĕ. Ĕнер çеç курса калаçнăччĕ-çке. Мĕн тăвăн _ шăпа. Редакцирен: вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ пама тăратнă документсем çинче çапла çырнă: "Афганистан Республикин халăхĕ валли груз турттарас енĕпе çар заданине пурнăçланă чухне Ю.П.Григорьев рядовой Саланг перевалĕнче душмансен засадине лекнĕ. Хăй темиçе хут аманнă пулин те ыттисене çул уçса парас тесе вут-çулăм хыпса илнĕ автомобиль рульне тĕпсĕр çырмана пăрнă. Хăй кабинăран тухса ĕлкĕреймен". Николай Петров сержантпа Борис Албарцев рядовой Афганистанра 1987-1988 çулсенче пулнă. Герат, Кандагар провинцийĕсем тăрăх автомобильсемпе пин-пин километра çỹренĕ, хĕç-пăшал, салтаксем турттарнă, пурнăçпа вилĕм хушшинче пĕрре çеç мар тăнă. Кивĕ Эйпеçри Алексей Васильевич Васильева 1987 çулхи кĕркунне çара илнĕ. Малтанах Туркменире 6 уйăх вĕрентỹ ротинче пулнă. 1988 çулхи çу уйăхĕнче Афганистана лекнĕ. КАМАЗ водителĕ Кабулта, Салангра службăра тăнă, çар чаçĕсене, аэродромсене çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттарнă. Бензовоз водительне Афганистанра уйрăмах хăрушă пулнă. Вĕсене душмансем хытă йĕрленĕ, чи малтан персе тивертме тăрăшнă. Телей пулнă чăваш салтакĕн. Алексей Васильев Афганистанпа СССР чиккине 1989 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕнче хăйĕн автомашинипе тĕрĕс-тĕкел каçнă. Ку вăл Совет Çарĕн юлашки салтакĕсене Афганистанран илсе тухасси вĕçлениччен 6 кун маларах пулнă. Афган вăрçин малтанхи çулĕсенче салтаксене Афганистана куçарасси çинчен пĕлтермесĕрех чикĕ урлă илсе каçнă. Каярахпа, 1985 çул хыççăн, килтисене пĕлтерме чарман. Нумай-нумай салтак хăй Афганистанра службăра тăнине çемйине пĕлтерме тăрăшман, ашшĕ-амăшне хуйхăртасшăн пулман. Н.Сайкин аса илет: _ Килтисем эпĕ пограничник пулнине, чикĕре тăнине çеç пĕлнĕ. Афганистана куçарни çинчен пире çырма та хушман, çыру тăрăх хам та килтисене систерме тăрăшман. Мĕншĕн пăшăрхантарас тенĕ ĕнтĕ. 1984 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче, каçхине 6 сехетре киле çитрĕм. Атте кил картинче выльăхсене пăхать. "Атте, эпĕ килтĕм", _ тетĕп. "Юрать, юрать", _ тет лăпкăн атте. "Атте, эпĕ Афганистанран килтĕм", _ тетĕп каллех. Çавăн чухне çеç килтисем эпĕ çулталăк ытла Афганистанра пулнине пĕлчĕç. _Афганистанра службăра тăни çинчен пире 1980-1981 çулсенче çырура пĕлтерме хушман. Çавăнпа çак вăрçа пĕлтермен вăрçă тенĕ. Килтисем эпĕ кунтине ăнсăртран пĕлнĕ. Пирĕнпе юнашар чаçре Çĕнĕ Эйпеçрен Василий Дружинин прапорщик службăра тăратчĕ. Отпуска каять те, калаçу вăхăтĕнче ман ята асăнать. Сăмах атте-анне патне çитет. Çавăн чухне çеç килте эпĕ Афганистанра, вăрçăра пулни çинчен пĕлеççĕ, _ аса илет Петр Анисимов. Воин-афганецсем мирлĕ пурнăçра активлă, пуçаруллă. Петр Анисимова, "Комбайн" ЯХПКн тĕп агрономне, районта пĕлмен çын та çук. Хăйĕн ĕçне тĕплĕ туса пырать, общество ĕçĕнче те хастар. Унпа пĕр хуçалăхра ĕçлекен Алексей Васильева та ялта хисеплеççĕ. Иртнĕ çул итогĕсемпе ăна "Хуçалăхри чи лайăх водитель" ят панă. Николай Сайкин Совет Çарĕнчен килсенех районти шалти ĕçсен пайне вырнаçнă, унтанах пенсие кайнă. Икĕ хутчен, пурĕ 6 уйăх Чечен Республикинчи тăнăç пурнăçа сыхлас тĕлĕшпе командировкăра пулнă. Тĕл пулура районти афган вăрçин ветеранĕсен организацин ĕçĕ-хĕлне лайăхлатас ыйтăва та çĕклерĕç. Хальлĕхе унăн ĕçĕ курăнса каймасть. Район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Н.Малышкин воин-афганецсем çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе активлăрах хутшăнмаллине палăртрĕ. "Пирĕн вăхăтра Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсем пулнă. Вĕсем шкулсенче пулса çамрăксене иртнĕ вăрçă çинчен каласа панă, Тăван çĕршыва юратма, хỹтĕлеме вĕрентнĕ. Халĕ 1941-1945 çулсенчи вăрçă участникĕсем питĕ сахал, ваттисем тухса çỹреймеççĕ. Çавăнпа вĕсен вырăнне сирĕн тăмалла, ачасемпе тĕл пулмалла. Ачасем иртнине пĕлесшĕн, тĕл пулусенче тимлĕ итлесе лараççĕ", _ терĕ вăл.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.