Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕлĕхе мала хурса ĕçлемелле

"Прогресс" ЗАО яланах тупăшлă ĕçлесе пыни хуçалăха çулран-çул тĕрекленме май парать. Иртнĕ çул хуçалăх кассине ял хуçалăх продукчĕсем сутнинчен 68 миллион та 589 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Таса тупăш 17 миллион та 862 пин тенкĕпе танлашнă. Рентабельлĕх шайĕ 30 процент ытларах. Общество 2008 çулта çĕр ĕç культурисене, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе начар мар ĕçленĕ. 2007 çулта пĕр ĕнерен 5280 килограмм сĕт сунă пулсан, пĕлтĕр вăл 5402 килогрампа танлашнă. 100 гектар çĕр пуçне 636 центнер сĕт, 141 центнер аш-какай туса илнĕ. Пурĕ 53944 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Çакă вăл 2007 çулхипе танлаштарсан, 12 пин центнера яхăн ытларах. Пысăк тухăç вăрттăнлăхĕ, паллах, çур аки вăхăтĕнче çĕр лаптăкĕсене кирлĕ пек хатĕрлесе культурăсене вăхăтра акса хăварнинче, вăрлăх пахалăхĕнче, çĕре тата калчасене минераллă удобренисемпе анлăн апатлантарнинче. Çур аки вăхăтĕнче А.Можаев, А.Н.Шашков, Г.Горшков, А.Егоров, Д.Владимиров, С.Муллин, П.Траншкин, А.А.Шашков, В.Борисов, В.Мисяков механизаторсем тăрăшса ĕçленине палăртмалла. Пулса çитнĕ тырра пухса кĕртес ĕçре вара В.Куприянов, В.Кудрявцев, С.Муллин, С.Чувайкин, Г.Филимонов пысăк тăрăшулăх кăтартнă. Çавăн пекех кỹршĕллĕ хуçалăхсене тĕш тырă пухса кĕртме пулăшнă. Çĕр улми _ пысăк тупăш илме май паракан культурăсенчен пĕри. "Прогресс" ЗАО иртнĕ çул çĕр улмине 38 гектар çинче çитĕнтернĕ, пĕр гектартан 194 центнер тухăç илнĕ. Çĕр улмине сутнăран хуçалăх кассине 2 миллион та 515 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ, таса тупăш 1 миллион та 143 пин тенкĕпе, рентабельлĕх 83 процентпа танлашнă. Кăçал вара хуçалăхра çĕр улми лаптăкне палăрмаллах ỹстересшĕн. Акционерсен обществи выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тупăшлă ĕçлени çĕнĕлĕх мар. Кунта çулсеренех выльăхсен шучĕ ỹссе пырать. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 1732 пуç, вăл шутран 470 пуç сăвăнакан ĕне, 3791 пуç сысна (тĕп ама шучĕ 150 пуç) пулнă. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма выльăх апачĕ çулсеренех çителĕклĕ хатĕрлеççĕ. Кунта В.Воронцов, Л.Иванов, А.Владимиров, В.Добронравов, В.Мисяков, А.Куприянов, В.Охотин, Г.Филимонов тата ытти чылай механизатор тăрăшса ĕçленине палăртмалла. Выльăх-чĕрлĕхрен тупăшлă продукци илессинче обществăра çĕнĕ технологи çине куçса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă сысна фермисенче тырра минераллă хутăшсемпе авăртса типĕлле комбикорм туса çитерме пуçланăранпа сыснасен талăкра ỹт хушаслăхĕ 650-700-шер грама çитнĕ. Çак ĕçре çĕнĕ йышши "Доза" агрегатпа усă курнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Ĕне фермисене Швецире туса кăларнă сĕт пăрăхĕсем вырнаçтарни сĕте чи пысăк сортпа сутма май парать. Анчах та иртнĕ çул кунта тĕрлĕ сăлтава пула сĕтĕн 78 процентне анчах чи пысăк сортпа сутнă. 2008 çулта ял хуçалăх продукцине сутса хуçалăх кассине кĕнĕ укçан 87 проценчĕ выльăх-чĕрлĕх продукцине сутнинчен пырса кĕнĕ. Пĕр сыснаран аш туса илесси "Прогресра" 88 килогрампа танлашнă. Çакă вăл район шайĕнчи чи пысăк кăтарту. Сыснасене самăртассипе Т.Даниловăпа Е.Лебедева тăрăшса ĕçленĕ, вĕсем пăхакан сыснасем талăкра 652-шер грамм ỹт хушса пынă. Сысна çури илесси палăрмаллах ỹснĕ _ пурĕ 4305 пуç илнĕ. Кунта Е.Доброхотовăпа В.Горшкова ĕçченсене палăртмалла. Сĕт суса илессипе "Прогрессем" те районта малтисен ретĕнче (пĕр ĕнерен 5402 килограмм сĕт сунă), "Победа" ЯХПК, "Яманчурино" ООО, "Комбайн" ЯХПК пĕр ĕнерен сĕт сăвассине 6000 килограмран ирттернĕ. Сысна ашĕ сутса хуçалăх кассине 19 миллион та 9 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ, таса тупăш 5 миллион та 549 пин тенкĕпе танлашнă, сĕтпе хуçалăха 22 миллион та 667 пин тенкĕ кĕнĕ, таса тупăш виçи _ 5 миллион та 42 пин тенкĕ. Кунта Н.Терентьевăна, В.Дозорова, Е.Овтинăна, Н.Осиповăна, Н.Черновăна асăнса хăварни вырăнлă. "Прогрессем" иртнĕ çул тĕрлĕрен çĕнĕ техника _ "Акрос" комбайн, Т-150, "Беларусь-82" тракторсем, ПСМ сортировка тата ытти те, пурĕ 9 миллион та 608 пин тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. 2009 çулта та тĕрлĕрен çĕнĕ техника илме пăхса хăварнă. Ĕçченсене тивĕçлĕ ĕç укçи парасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Хуçалăх кассине пырса кĕнĕ укçа-тенкĕн 30 про- центне ĕç укçи тỹлеме янă. Отпускшăн, стажшăн хушма укçа, преми панă, тырăпа тивĕçтернĕ. Вăтам ĕç укçи пĕр çын пуçне 6255 тенкĕ (çакă иртнĕ çулхинчен 43 процент ытларах). Производствăна, продуктивлăха ỹстерме май пуррине шута илсе малашне хуçалăх аш-какай, сĕт туса илессине, сысна çури тата пăру илессине татах та ỹстересшĕн. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене, запас пайсене, электроэнергие перекетлени те ỹсĕм çăл куçĕ пулнине çирĕплетеççĕ. Пухăвăн чи савăнăçлă саманчĕ _ тăрăшса ĕçлекенсене Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин район администрацийĕн, хуçалăх дирекцийĕн Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чыслани. Район пуçлăхĕ Н.Миллин хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине, çапах та паянхи çитĕнỹсемпе лăпланса лармалла маррине, аталану çулĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ çул-йĕр шырамаллине, малашлăха шанса çанă тавăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Пухăва хутшăннă ăратлă выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекен "Чувашское" ОАОн директорĕ И.Козин та сăмах илчĕ, "Прогресс" хуçалăх ăратлă выльăх-чĕрлĕхпе ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ, ăна çак ĕçре малашне те ăнăçусем сунчĕ. Çакăн евĕр хуçалăхсем республикăра нумаях та мар. 265 хуçалăхран 18-шĕ анчах ăратлă выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлет. Ку хуçалăхсене патшалăх енчен те пысăк пулăшу тивет. "Прогресс" ЗАО директорĕ М.Разумов тивĕçлĕ канăва тухнине тĕпе хурса хуçалăх ĕçченĕсем ертỹçĕ пулма П.Скворцова çирĕплетрĕç. М.Разумов хуçалăха 8 çул ăнăçлă ертсе пынă. Çак хушăра хуçалăх çитĕнĕвĕсемпе республикăра та палăрнă. "Прогресра" Михаил Ильич 40 çул ытла вăй хунă. Маларах вăл тĕп зоотехникра тăрăшнă. Кирек мĕнле должноçра та ĕçне тĕплĕн пĕлнипе палăрса тăнă, кашни çынпах пĕр чĕлхе тупма пултарнă, ертỹçĕсен тата ĕçченсен хушшинче ят-сум çĕнсе илнĕ.


"Елчĕк Ен"
21 февраля 2009
00:00
Поделиться