Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Савăнăç кỹрĕ ылтăн алă

Чăваш вăл кирек ăçта та чăвашах: ĕçчен, тарават, ăшă кăмăллă. Çак ырă енсем ăруран ăрăва куçса пыраççĕ. Тĕнчен хăш кĕтесĕнче те чăваш ĕçченлĕхне ырланине илтетĕн. Чăваш мĕн пĕчĕкрен тăрăшуллă. Çакна Патреккелĕнчи вулавăшра тата шкулта ятарласа йĕркеленĕ курав та çирĕплетет. Кунта тĕрлĕ çулти ачасем ăсталанă япаласем куçа илĕртеççĕ. Хăшĕсем йывăç ывăса тĕрлĕ эрешсемпе, илемлĕ тĕслĕ чечексемпе капăрлатнă. Кунтах юмахри чĕрчунсене, çут çанталăка сăнланипе те паллашма пулать. Илер-ха тата ачасем çунтарса эрешленĕ ывăссене, касса ăсталанă пĕчĕк тенкелсемпе сĕтелсене, илемлĕ çипсенчен çыхса эрешленĕ алса-нускисене, минтер пичĕсемпе салфеткăсене, тĕрлĕ тĕслĕ тюк çиппинчен хатĕрленĕ мунчаласене. Пĕчĕкреххисем вара хальлĕхе хăйсен ăсталăхне хут çинче ỹкерсе кăтартма тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул 1-4 классенчи вулакансем ял библиотеки йĕркеленĕ тĕрлĕ конкурссене хутшăнса Елчĕк ял тăрăхĕн Мухтав хучĕсене тивĕç пулчĕç. М.Соловьева, Д.Левая, Э.Доброхотова, М.Добронравова, С.Николаев пĕчĕк вулакансем пирки те каласа хăварас килет. "Пысăк ĕç ачалăхран пуçланать", _ тенĕ вырăссен паллă писателĕ Михаил Пришвин. Çак пĕчĕк ăстасемех малашлăхра пурнăçа илем кỹме пуçлĕç. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, çине тăни кирлĕ çак илемлĕ япаласене ăсталама. Пăхатăн та тĕлĕнетĕн: пурне те этемĕн алли ăсталанă, çыннăн кăмăлне каймалла тума пултарнă.


"Елчĕк Ен"
10 февраля 2009
00:00
Поделиться