Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Вăл пирĕн Люся"

Эпир, учительсем, хамăр вĕрентнĕ ачасен кун-çулĕпе куллен кăсăкланатпăр. Вĕсен çитĕнĕвĕсем пире савăнтараççĕ. Эпĕ, чĕрĕк ĕмĕр ытла шкулта музыка урокĕсене ертсе пынăскер, ачасен культурăпа искусствăра тунă ỹсĕмĕсемпе пушшех хĕпĕртетĕп. Иртнĕ çулăн юлашки кунĕсенче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ кăларса тăракан "Вести Чувашии" хаçатпа паллашрăм. Страницăсене уçнă майăн республикăра тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн хисеплĕ ятсем панă çынсен списокĕпе паллашрăм. Людмила Валерьевна Петуховăна культурăна аталантарас тĕлĕшпе нумай çул тата ăнăçлă ĕçленĕшĕн "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятне панă. Ара, ку пирĕн Люся вĕт. Манăн чунра савăк туйăмсем çуралчĕç. Кам-ха вăл, ăçта çуралнă, кам кăкăр сĕтне çисе ỹснĕ, культурăра мĕнле çул утса тухнă, унăн несĕл тымарĕсем мĕнлерех? Пĕлеççĕ-ши ун çинчен хамăр тăрăхра? Çак шухăшсемпе мăнаçланса алла авторучка тытрăм. Людмила Валерьевна Петухова 1971 çулхи чỹк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Лаш Таяпа ялĕнче кун çути курнă. Вăл _ Валерипе Галина Петуховсен виççĕмĕш ачи. Çул çитсессĕн Люся Лаш Таяпари вăтам шкула вĕренме килнĕ, 1979-1989 çулсенче кунта ăс пухнă. Класри ачасем хушшинче хĕр ача янăравлă сассипе уйрăлса тăнă. Пĕрре кăна мар вăл çепĕç сассипе ял-йыша тĕлĕнтернĕ. Шкул çулĕсем шыв пек хăвăрт юхса иртнĕ, Люся та вăтам шкул пĕтернĕ. Малашлăха туйса вăл тăван хуламăра, Шупашкара, çул тытнă. Пĕр çулталăк хĕр садикре воспитатель пулăшаканĕ пулса тăрăшнă. Çапах та çамрăка музыка тĕнчи канăç паман. Çапла вара вăл Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытнă, часах фольклор уйрăмĕнче вĕренме тытăннă. Çак самантран пуçланнă та ĕнтĕ унăн халăх музыкине, культурине аталантарас тĕлĕшпе ĕçлемелли тапхăр. Училищĕне ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 6-мĕш наци шкулĕнче ачасемпе чăваш фольклорне туптать. Кунта ĕçленĕ тапхăрта хăйĕн пĕлỹ çителĕксĕр пулнине туять вăл, чăн-чăн професси ăсти пулас ĕмĕтпе Саратоври Леонид Собинов ячĕллĕ консерваторин халăх хорĕсен ертỹçисем хатĕрлекен уйрăма вĕренме кĕрет, 2000 çулта ăнăçлă вĕçлет. Вара Лаш Таяпа хĕрне Шупашкарти музыка училищине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунта Людмила Валерьевна çанă тавăрсах ĕçлеме тытăннă. Часах вăл вĕрентнĕ студентсем тĕрлĕ фольклор фестивалĕсене хутшăнса дипломсем çĕнсе илнĕ, призсемпе медальсен, премисен çỹпçи çултан çул пуянлансах пынă. Людмила Валерьевна студентсемпе "Янтал" фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ, çапла вара сцена çинче çирĕп вырăн йышăннă. Людмила Валерьевнăшăн паллă пулăм: вăл республика Президенчĕн Николай Федоровăн аллинчен Хисеп грамоти илни. Ăна вăл республикăра профессионалсем вĕрентсе хатĕрленĕшĕн тивĕçнĕ. Халĕ тата тепĕр хисеплĕ ят. Людмила Валерьевна Петухова йышлă çемьере ỹссе çитĕннĕ. Унăн Володьăпа Виталий пиччĕшĕсем те хăйсен уçă сассипе палăрса тăратчĕç. Шăллĕ вара, Юрий, чăваш эстрадине аталантарас тĕлĕшпе çирĕп утăм тăвать. Кĕçĕн йăмăкĕ Лена та шкулти мероприятисене хутшăннă, ялти культура керменĕн сцени çинче хăйĕн çепĕç сассипе савăнтарнă. Çапла, Турă панă тивлетпе, тăрăшнипе анчах культурăра анлă утăмсем тума пулать. Савăнаççĕ хăйсен ачисемпе Валерипе Галина Петуховсем. Ывăл-хĕрĕсем пулăшнипе вĕсем çĕнĕ çурта пурăнма куçрĕç. Мăнукĕсем те йышлă вĕсен. Людмила Валерьевна Петухова çĕнĕ ĕмĕтсемпе пурăнать, пысăк çитĕнỹсем тума унăн майсем пур. Эпир, учительсем, ял-йыш, хамăр ентеш çитĕнĕвĕсемпе савăнатпăр. Пурнăç çулĕ çине çирĕп ăсатса янă эпир сана. Çавăнпа та кăмăллăнах: "Вăл пирĕн Люся", _ тетпĕр.



"Елчĕк Ен"
07 февраля 2009
00:00
Поделиться