Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăхăт васкатать _ çур акине хатĕрленмелле

Техника паркне кашни çул май пур таран çĕнетсе пыма тăрăшакансемшĕн хатĕрленỹ ĕçĕсем чылай ансатрах пулса пыраççĕ. Çĕнĕ сеялкăпа культиватор е трактор çинчи тĕрлĕ кăлтăксемпе асăрханă çитменлĕхсенчен анчах хăтăлмалла. Кивĕ техникăна "чун" кĕртес тесен вара тар кăлармалăх пур. Юсав ĕçĕсене каярах юлса пикенсен техникăна палăртнă вăхăта хатĕррисен ретне лартма ĕлкĕртесси иккĕ-ленỹллĕ. Иртнĕ çул Т-150К маркăллă энергие перекетлекен çĕнĕ йышши тракторсем туяннă "Прогресс", "Яманчурино", "Марс", "Сатурн", "Урожай" ял хуçалăх предприятийĕсенче çур акири ĕç хăвăртлăхне йĕркелесе пырасси ансатрах пулмалла. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенче ытти ял хуçалăх машинисене юсасси çине те малтанхи тапхăртанах пысăк тимлĕх уйăрнă. "Сатурн" ЯХПКра, "Урожай" ОООра, çавăн пекех "Клевер" ОООра, "Комбайн" ЯХПКра юсав ĕçĕсем пĕтĕмпех вĕçленнĕ. "Урожай" ОООра механизаторсене ĕç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшса ăшă мастерской тунă. Механизаторсен ĕçлес кăмăлĕ пысăк. "Труд" ЯХПКри механизаторсем те юсав ĕçĕсене ăшă мастерскойра пурнăçлаççĕ. "Урожай" ООО иртнĕ çул хăватлă трактор анчах мар, СЗ-5,4 йышши 2 çĕнĕ сеялка туянма пултарчĕ. "Эмметево" ООО та çитес кунсенче çĕнĕ культиваторсем кỹрсе килет. "Рассвет", "Победа" ял хуçалăх предприятийĕсенче, "Бикуловы" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче юсав ĕçĕсене лайăх йĕркеленĕ. "Нива" ЯХПК уй-хирĕнче "Джондир" хăватлă трактор ĕçлĕ. Анчах кунта халĕ те юсав ĕçне пуçăнман. "Аранчеево" ООО, "Родник" ЯХПК, "Звезда" ООО пирки те çакна анчах каламалла. К.Маркс ячĕллĕ, Ленин ячĕллĕ, "Свобода", "Колос", "Кушкă", "Арланово", "Знамя" ял хуçалăх предприятийĕсенче те алă усса лармаççĕ-ха. Анчах ĕçе хăвăртлатмалла. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене те вăхăтра туянма ĕлкĕрмелле. Çĕнĕ çулччен, тĕслĕхрен, 1 литр дизтопливăна 9-10 тенкĕпе илме май пур чухне "Прогресс", "Комбайн", "Сатурн", "Победа" ял хуçалăх предприятийĕсем ăна çителĕклĕ таран саппасласа хучĕç. Нумайăшĕ çапла тума май тупаймарĕ. Ăна паян туянас пулсан вĕсен 1 литрĕшĕн 9-10 тенкĕ мар, 12 тенкĕ кăларса хумалла. Мĕншĕн тесен кашни çул çур аки умĕн çунтармалли-сĕрмелли материалсем хакланаççĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама механизаторсене тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса парасси яланхи çивĕч ыйту пулса тăрать. "Труд", "Урожай" ял хуçалăх предприятийĕсен тĕслĕхне ыттисем мĕншĕн асăрхас мар? Паянхи пурнăç шайĕпе шутласан, "Аранчеево" ОООри пек, ял хуçалăх техникине сивĕ хĕл кунĕсенче те уçă пĕлĕт айĕнче юсани пуçа вырнаçмалла мар пек туйăнать. Юсав ĕçĕсене пурнăçланăшăн тỹлессинче те уйрăм расценкăсем йĕркелемелле. Паянхи хăш çамрăкăн кивĕ техникăпа ĕçлес килтĕр? Çамрăксем яла ĕçлеме юлччăр тесен, чи малтанах, вĕсене тивĕçлĕ условисем туса памалла, тивĕçлипе тỹлемелле.


"Елчĕк Ен"
07 февраля 2009
00:00
Поделиться