Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Нумай вулакан

Районти библиотекăна çулсерен 3 пин вулакан çỹрет. Вĕсем çулталăкра 54 пине яхăн кĕнеке илсе вулаççĕ. "Кĕнеке _ чун уççи", _ теççĕ вулама юратакансем. _ Кĕнекене алла тытсан унти геройсен хуйхи-суйхи, савăнăçĕ кăсăклантарать. Вуланăçемĕн вулас килет, хăш-пĕр чухне вара тул çутăлнине сисместĕп, _ тет кăçалхи пĕрремĕш вулакан, Елчĕк ялĕнче пурăнакан Василий Соловьев. _ Мĕн пĕчĕкрен вулама юрататтăм. Ялти библиотекăра эпĕ вуламан кĕнеке те юлман пулĕ. Çулĕсене кура мар çамрăк курăнать вăл. Хуйхи-суйхине чылай курнă пулин те хăйне аван тытать. Тĕрлĕ жанрлă кĕнекесем вулать. Кĕнеке вулани ăна пурнăçра хавхалантарса пырать. Хăйĕн пĕчĕк мăнукĕсене кĕнекепе туслă пулмаллине, ăна тирпейлĕ тытмаллине ăнлантарать. Кĕнеке эп, эс мана Чыслă, сумлă тыткала. Ан хуçлат, ан варала, Туслă пулăп санпала. Шĕвĕрккесем вара питĕ тимлесе итлесе лараççĕ аслашшĕне. Василий Иванович чăннипех те кĕнекене парăннă çын. Çулталăкăн пĕрремĕш вулаканĕ пулнă май ăна ăшă сăмахсемпе пĕрле асăнмалăх пĕчĕк парне парса чысларăмăр. Хаклă вулаканăмăр! Эпир сире те районти вулавăшпа тачă çыхăнасса шанатпăр. Хапăл туса кĕтетпĕр пурне те.


"Елчĕк Ен"
07 февраля 2009
00:00
Поделиться