Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йĕлтĕр шурĕ шур юр çийĕн

Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхне халалласа Елчĕкри тĕп стадионра район пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн ĕçченĕсем тупăшрĕç.

Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ - сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, район тата хула администрацийĕсен ĕçченĕсен республика шайĕнче иртекен спартакиадине хутшăнма пултаруллă спортсменсене палăртасси. Хĕрỹ ăмăртура вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕ _ малти, финанс пайĕпе халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнине палăртма кăмăллă. Тĕрлĕ ỹсĕмре тупăшса И.Никонова, А.Кириллов, А.Осипова, Н.Карамаликов, В.Немцева, В.Петров, Н.Малышкин çĕнтерỹçĕ ятсене тивĕçрĕç.



"Елчĕк Ен"
06 февраля 2009
00:00
Поделиться