Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Хавал çăл куçĕсем"

Районта çак кунсенче "Хавал çăл куçĕсем" ("Истоки вдохновения") конкурс пуçланчĕ, çавна май районти ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсем хĕрсех репетицисем йĕркелеççĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ - халăхăмăрăн иксĕлми культурине, йăли-йĕркине, юрри-кĕввине упраса хăварасси, аваллăхпа пуласлăхăн çыхăнăвне çирĕплетесси. Елчĕк ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем те çак конкурсран аякра юлмаççĕ, шкулта вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе пĕрле Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Борисов ертсе пынипе чуна çывăх кĕвĕ-çемĕсене шăрантараççĕ. Талантсен пултарулăхĕпе нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Патреккелти культура çуртĕнче паллашма пулать.



"Елчĕк Ен"
06 февраля 2009
00:00
Поделиться