Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр улми туса илессипе - конференци

2007 çулхипе танлаштарсан иртнĕ çул Чăваш Енре çĕр улмине ытларах пухса кĕртнĕ. Тухăç ỹсĕмĕ - çĕнĕлле ĕçленинче. Сăмахран, мĕнпур лаптăкăн 65 процентне тĕнче шайĕнчи технологисемпе усă курса çитĕнтернĕ "иккĕмĕш çăкăра". Çĕр улми туса илес ĕçре малашне те çĕнĕлĕхсемпе, инноваци технологийĕсемпе туллин усă курас тĕллевпе нарăс уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче Шупашкарта регионсен хушшинчи конференци иртет. Чăваш оперăпа балет театрĕнче йĕркелекен конференцире "Çĕр улми - 2009" куравпа та туллин паллашма пулать. ЧР Ял хуçалăх министерствипе "Агро-Инноваци" хысна унитари предприятийĕн пуçарăвĕпе Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕн пуçламăшĕнче ирттерекен сумлă мероприятие йĕркелеме А.Г.Лорх ячĕллĕ çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм Раççейри наука тĕпчев институчĕ те хутшăнать. "Агро-Инноваци" предприяти директорĕ Н.И.Васильев пĕлтернĕ тăрăх, конференцие республикăра çĕр улми çитĕнтерекен хуçалăхсемсĕр пуçне ытти регионсенчен те килеççĕ. Хăнасем çавăн пекех ют çĕршывсенчен те пулаççĕ. Форума хутшăнакансем пĕр-пĕрин ĕçне-хĕлне тишкерĕç, çĕр улми туса илмелли çĕнĕ технологисемпе, техникăпа паллашĕç. Теори ыйтăвĕсемпе Чăваш ял хуçалăх академийĕнче мастер-классем ирттерме палăртнă.



"Елчĕк Ен"
06 февраля 2009
00:00
Поделиться