Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тасалăхпа йĕркелĕх хамăршăн

Район центрĕнче “Улăп” физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлнăранпа кĕçех çулталăк çитет. Унта халăх вăхăта усăллă, кăмăллă ирттерес, сывлăха çирĕплетес тĕллевпе йышлă çÿрет. Шывра ишме кăмăл тăвакансене бассейн кĕтет.

Бассейна пуçласа каяканăн мĕн пĕлмелле-ха? Чи малтанах больницăран бассейна çÿреме ирĕк паракан справка илмелле. Малашне 3 уйăхран – пĕрре. Справка пуррине тĕрĕслесси, кунти йĕркесемпе паллаштарасси – спорт комплексĕн ĕçченĕсен пĕрремĕш тивĕçĕ. Çавăн пекех шывра ишмелли купальник е плавки, калпак, сланцы е шлепанцы тата çăвăнмалли хатĕрсем кирлĕ: супăнь, мунчала, шампунь е гель, ал шăлли, çÿç типĕтме фен пулсан та лайăх. Ал-урана кастарса ярасран асăрханса çăвăнмалли хатĕрсене (шампунь, гель) кĕленче савăтсемпе усă курма юрамасть. Бассейна кĕрес умĕн ÿт çине тĕрлĕ мазь, крем сĕрмелле мар.

Бассейн, сауна кĕрекен кашни çыннăн харкам хăй гигиенине çирĕп пăхăнмалла. Душра кĕлеткене супăньпе, мунчалапа лайăх çумалла. Çăвăннă хыççăн анчах купальник, плавки тăхăнмалла.

Шыва кĕнĕ вăхăтрах саунăна кайса хĕртĕнме май пур. Лавкка çинче тарласа ларма пусма е ал шăлли сармалла. Тарланă хыççăн саунăрах кирĕк кăларни, паллах, вырăнсăр. Саунăран тухсан душра шывпа чÿхенмесĕр бассейна кĕмелле мар.

Шывра ишнĕ чух та хăш-пĕр правилăсене асра тытмалла. Енчен те йĕр (дорожка) çинче пĕччен мар пулсан тата лайăх ишекенсене чăрмантарас мар тесен, яланах сылтăм енĕпе ишме тăрăшмалла.

Тасалăхпа йĕркелĕх хуçаланни пуриншĕн те лайăх. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем! Хăвăрăн ачăрсене, вĕренекенсене, комплекса тăтăшах çÿрекен тус-юлташăрсене бассейнра хамăра мĕнле тытмаллине, гигиенăна пăхăнмаллине вĕрентсе, хăнăхтарса, асăрхаттарса калани усăллă пулмалла.

 



"Елчĕк Ен"
28 января 2009
00:00
Поделиться