Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сăваплă ĕç

Ял масарне таса тытасси чи сăваплă ĕçсенчен пĕри шутланать. Мĕншĕн тесен вăхăт иртнĕ май кашниех çакăнта канлĕх тупатпăр. Тăрăм ял тăрăхĕнче ку тĕлĕшпе пуçаруллă ĕçленине палăртас килет. Кунта эпĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне Л.Павловăна ырăпа асăнса хăваратăп. Халăха ертсе пыма, унпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕшĕн хисеплеççĕ ăна.

Нумаях пулмасть халăхран пуçтарнă укçа-тенкĕпе Тăрăм масарне çĕнĕ çурт лартрăмăр. Çак сăваплă ĕçе ял çынни В.Сергеев йĕркелесе пычĕ. Алăкпа чÿречисене тăвас ĕçре “Роса” кооператив ертÿçи В.Афанасьев пулăшрĕ, А.Егоров хăйăрпа тивĕçтерчĕ. Çурта нимелле турăмăр.

Тепĕр пархатарлă ĕç вăл – Кипеç ялĕнчи масар çуртĕнче ирттернĕ юсав. Юсав вăхăтĕнче 60 çултан иртнĕ Л.Никитин çурт кăмакине çĕнĕрен турĕ.

 



"Елчĕк Ен"
28 января 2009
00:00
Поделиться