Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хирти пиçен патне çитиччен

Юлашки çулсенче халăх тирпей-илем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма пуçлани сисĕнет. Çавна май ялсем, вĕсен урамĕсем тасалăхпа палăрма, çакна района килен-каян асăрхама пуçларĕ.

Ку енĕпе иртнĕ çул Н.Федоров Президент ытти хăш-пĕр районсене Елчĕксенчен тĕслĕх илме хушни те асрах. Çапах та район центрĕнчен аяккарах вырнаçнă ялсенче тирпей-илем йĕркине пăхăнманнисем те тĕл пулаççĕ-ха. Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче тирпей-илем енĕпе ĕçлекен районти яланхи комисси Курнавăш ял тăрăхĕнчи Çуткÿл ялĕнче пулчĕ. Таса та тирпейлĕ çуртсем сахал мар-ха, анчах та чылай кил-çурт умĕнчи тĕрлĕ ăпăр-тапăра асăрхарĕç комисси членĕсем: тимĕр-тăмăр, трактор тележкисем, юсавсăр çуна-урапа, хăмасем, вут-шанкă, хăйăр, грави, кивĕ машина кузовĕсем, шăвăç тата ытти те. Чылайăшĕн япалисем пăралук, урам тăршшĕпе сапаланса выртаççĕ, иртен-çÿрене иртме кансĕрлеççĕ. Комисси членĕсем Çуткÿлĕнчи Н.Н.Сидорова, Н.С.Холоднова, С.Н.Холоднова, М.П.Воронова, В.И.Фомина, З.Е.Тимофеевăна, П.А.Воронова, Курнавăшри А.Н.Савастьяновăна çывăх вăхăтрах килĕ-çурчĕсен умне тирпей кĕртме асăрхаттарса хăварчĕç.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче хăш та пĕри (хушамачĕсене палăртмăпăр), хăйсене маларах тирпей-илем йĕркине пăхăнманшăн штрафланă пулсан та: “Хамăн умра хам хуçа. Мĕн хурас тетĕп, çавна хуратăп. Эсир хире пиçенсенчен тасатăр-ха”, – теме пăхрĕ. Çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă санитари законодательствинче вара çапла палăртнă: уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен, учреждени, организаци, предприяти ертÿçисен, юридика сăпатĕнче тăракансен хăйсен таврашĕнчи территорине (25 метр таран) тасалăхра, тирпейлĕхре тытмалла. Çак йĕркене сĕмсĕррĕн пăсакансене административлă майпа çирĕп айăплав кĕтет. Саккуна пĕлменни вара яваплăхран хăтармасть.

Хирти пиçен тенĕрен, ун патне çитиччен хамăрăн умран тасатма пуçлар мар-и; Çурт таврашĕнчи территори те, хирти те хамăрăн çĕр, хамăрăн пит. Çĕр ертÿçĕсене анчах мар, халăха та çăкăр çитерет. Уншăн эпир те яваплă. Анчах та темшĕн эпир пирĕншĕн яланах ыттисем ĕçлесе парасса кĕтме хăнăхнă. Кунта вара Н.Федоров Президентăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнчи çак сăмахсем питĕ вырăнлă: “Тасалăхпа йĕрке, ытларах чухне, укçа-тенкĕ пуррипе çуккинчен мар, тăван çĕре юратнинчен, çын хăйне хисеплеме пĕлнинчен килет. Чăваш Енре çын ĕçлеме юратнине вăл тытса пыракан хуçалăха кура хаклаççĕ: енчен те çурт хитре, садсенче, кил-çурт умĕнчи территорире тирпей-илем хуçалансан унта хисепе тивĕçнĕ чăн-чăн хуçа пурăнать. Унпа ĕçлеме пулать”.



"Елчĕк Ен"
28 января 2009
00:00
Поделиться