Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула пырса кĕрсенех чечексен выставкине лекрĕм-ши тейĕн. Фойере вун-вун тĕрлĕ вĕсем, пĕр пеккисене тĕл пулаймăн. Стена çинче вĕр çĕнĕ хитре ăсталанă стендсем. Чи пысăккисем, куçа тỹрех тĕл пулаканнисем _ "История школы", "Школьная жизнь", "Медалисты школы", "Национальный проект "Образование"... Нумаях пулмасть шкул çумĕнчи "Шевле" ача садне пысăклатрĕç: пĕр ушкăн çеçчĕ çĕнĕ çулччен, халĕ _ иккĕ. 32 ача çỹрет унта. Ашшĕ-амăшĕшĕн чи пахи _ вĕсен ывăл-хĕрĕсене парта хушшине ларичченех шкул ачин пĕрремĕш утăмĕсене тума вĕрентни. Садике çỹрекен ачана килте лараканнипе танлаштарма çук: пĕрремĕшĕ сас паллисене паллать, шутлама, хăйне обществăра мĕнле тытмалли йĕркесене пĕлет. Унсăр пуçне специалистсене ĕç вырăнĕ тупăнни савăнтарать. Пĕрремĕш хутра кĕçĕннисен класĕсем вырнаçнă. Апат вăхăчĕ çитнĕрен ачасем ушкăнпа столовăйне утаççĕ. Кунта В.Герасимовăпа З.Кудряшова поварсем тутлă апатпа сăйлаççĕ. Столовăйра çутă, тирпейлĕ, таса, сĕтелсене пĕлсе вырнаçтарнă. Савăт-сапасем çĕнĕ, санитари требованийĕсене пăхăнса туяннă. Шкулта 96 ача пĕлỹ пухать. Иккĕмĕш чĕрĕке 17 ача "5" паллăсемпе пĕтернĕ, ударниксем _ 24. Ĕлкĕрсе пырайман ачасем çук. Кăмăллăн иккĕмĕш хутпа паллашатăн. Коридорта музей вырнаçнă. Иртсе пынă май та унти стендсене, экспонатсене тинкеретĕн, шала кĕрсен кăсăклантаракан япаласем нумаййине куратăн. Коллектив çирĕп те туслă. 14 педагог тăрăшать. Учительсем районти, республикăри конкурссемпе мероприятисенчен пăрăнмаççĕ, çулсеренех хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрлĕ курссенче ỹстереççĕ. Кашни вĕрентекен компьютера лайăх пĕлет, уроксенче çĕнĕлĕхсемпе анлă усă курать. Икĕ педагог квалификацине ỹстерес тесе экзаменсене ăнăçлă тытрĕç. 10 вĕрентекенĕн хăйĕн сайчĕ пур. Районти "Чи класлă класснăй" конкурсра та çулран-çул йышлăн тупăшаççĕ. Иртнĕ çул Л.Алексеева класс руководителĕ районта мала тухрĕ. Кăçал Т.Зайцева кĕçĕн классен руководителĕсем хушшинче хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Уçă уроксем ирттерет вăл. "Что такое дружба?" ятлă пысăк мероприяти йĕркеллĕ иртнĕ унăн. Е.Григорьева хатĕрленĕ "Спички детям не игрушка" та ачасен асĕнчен часах тухмĕ. Г.Иванова учительница "Присягают юноши России" тĕл пулăва кашни çулах йĕркелет. Афганистанра, Чечен Республикинче службăра тăнă ĕнерхи салтаксем вĕренекенсене çарти туслăх, Тăван çĕршыв умĕнчи çар тивĕçĕ çинчен каласа параççĕ. "Мы будем вечно прославлять ту женщину, чье имя мать" ятпа ирттернĕ мероприяти хыççăн ачасен куçĕсем ăшшăн çиçни тỹрех палăрнă. Право воспитанийĕн уйăхлăхĕнче "По закону совести" мероприятие те ачасем хаваспах хутшăннă. А.Сусметов учитель йĕркеленĕ ăна. Шкул республикăра ирттерекен Йывăç кунне активлă хутшăннă. Нумай йывăç лартса, вĕсене упраса хăварас енĕпе республикăри акцире мала тухнă. Вĕренекенсен пултарулăхĕ пысăк. 8-мĕш класра вĕренекен Иван Федоров ют чĕлхепе ирттернĕ конкурсра республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Даша Васильева вара республикăри "Радуга искусств" фестивальте иккĕмĕш приз çĕнсе илнĕ. Предмет олимпиадисене те Кивĕ Эйпеçсем йышлăн хутшăнаççĕ. Шкул юлашки çулсенче çĕнĕ йышши сĕтел-пуканпа пуянланчĕ. Пĕрремĕшсен класĕ уйрăмах хăтлă. Классенче кивĕ партăсем çук, доскасем çĕнĕ. Виçĕ çул каялла шкулта 14 ачана пĕр компьютер тивĕçнĕ пулсан, халĕ 7 ачана пĕрре. Çĕнĕ оборудование, сĕтел-пукана ытларах хăйсем ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе туяннă. Сăмах май каласан, иртнĕ çул çеç Кивĕ Эйпеçсем 190 пин тенке яхăн укçа ĕçлесе илнĕ. Хальхи вăхăтра вĕренекенсем çĕнĕ йĕлтĕрсемпе ярăнаççĕ. Вĕсене та хăйсен вăйĕпе туяннă. "Вĕрентỹ" наци проектне пурнăçа кĕртме шкулăн мĕнпур майсем çителĕклĕ. Педагогсем ачасене тарăн пĕлỹ парас, пултаруллисен çулне анлă уçса парас тесе ăнтăлни куç умĕнче.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.