Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пособисем _ ачасене

Сисĕнмесĕрех 2008 çул хыçа юлчĕ. Иртнĕ çул районти социаллă хỹтлĕх пайĕ Чăваш Республикин "Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси" саккунĕпе килĕшỹллĕн тĕрлĕ пособисем тỹленĕ. Вĕсем шутĕнче: _ ачасене уйăхсерен паракан пособине 1559 çемьене 10103742,73 тенкĕлĕх. Çак çемьесенче 2857 ача çитĕнет; _ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăнă 78 хĕрарăма ача çуратас умĕнхи тата çуратнă хыçăнхи пособи 62252,86 тенкĕлĕх; _ ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхнăшăн тỹлекен пособине 277 çынна 5349000,00 тенкĕлĕх; _ ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособине 74 çемьене 638297,40 тенкĕлĕх; _ опекунсене (попечительсене) паракан пособи 45 çемьене 2941566,85 тенкĕлĕх. Çак çемьесенче 46 ача хỹтлĕх тупнă; _ усрава илнĕ ашшĕ-амăшне ачашăн кашни уйăхра тỹлекен пособи 336544,00 тенкĕлĕх. Паянхи кун тĕлне районта çакăн пек категориллĕ 4 çемье, вĕсенче 7 ача çитĕнет; _ усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсене уйăхсерен паракан ĕç укçине 4 çемьене 150422,29 тенкĕлĕх; _ йывăр çын пулнă хĕрарăмсене, ача ĕмĕртекен амăшĕсене, 2 çултан пуçласа 3 çулхи ачасене апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерес тĕллевпе 124 çемьене 75090,00 тенкĕлĕх. Сăмах май аса илтерсе хăварасшăн: 2005 çултан ача укçине граждансене ĕç тупăшне пăхса тỹлеççĕ. Çавăнпа та çулталăка пĕрре ашшĕ-амăшĕн асăннă пособие илме тивĕç пуррине шантарса документсем (ял тăрăхĕнчен справка, ашшĕпе амăшĕн 3 уйăх каяллахи ĕç укçин калăпăшне кăтартакан справка, 16 çул тултарнă ачасемшĕн шкулта вĕреннине çирĕплетекен справка) тăратмалла. Пособие пуçласа илекен хĕрарăмсен асăннă документсемсĕр пуçне тата ача çуралнине çирĕплетекен свидетельство копийĕ, паспорт, Перекет кĕнеки кирлĕ. Документсене тăратмасан пособи парасси вăхăтлăха чарăнать. Документсене кашни эрнерех тунти кунпа эрне кунччен йышăнатпăр. Тĕплĕнрех 2-52-15 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.


"Елчĕк Ен"
27 января 2009
00:00
Поделиться