Çак ыйту шкул ачине мĕн шкултан вĕренсе тухса кайичченех канăç памасть. Çулсем иртнĕçемĕн ача тĕрлĕ профессипе паллашать. Пуçламăш классенче учитель е инженер пулма ĕмĕтленекен ачан шухăшĕ аслă классене çитнĕ çĕре темиçе тĕрлĕ те улшăнать. Çакна класс ертỹçи пулнă май сăнама май килет. Професси тĕнчи питĕ анлă. Мĕнле кăна професси çук-ши унта? Маркетолог, провизор, менеджер, политолог... Ку профессисен ячĕсене унччен илтмен те эпир. "Ĕç çынна илем кỹрет", _ тенĕ ĕлĕкех ватăсем. Чуна килĕшекен ĕçпе мĕн ĕмĕр тăршшĕпех тăранса пурăнма пулать. 9-мĕш класра вĕренекенсемпе ĕç çинчен нумай калаçу ирттеретпĕр. Çамрăксене пурнăçра мĕнле профессине суйласан лайăххине ăнлантаратпăр. "Кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ĕçĕпе" текен шухăша никĕсе хуратпăр. Професси тĕнчипе тарăнрах паллашас тĕллевпе ачасемпе çула тухрăмăр. Хальхинче Елчĕке çитсе килме шухăшларăмăр. Малтанах халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта пултăмăр. Кунта ырă кăмăллă, хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем ĕçлеççĕ. Пире Наталия Нягина специалист ăшшăн кĕтсе илчĕ. Кунта вĕсен çыннăн психологине, професси туртăмне тĕрĕслесе пăхмалли тестсем те, тĕрлĕ методика кĕнекисем те чылай. Кашни ача тестсем витĕр тухрĕ, халиччен илтмен сăмахсемпе, ăнлавсемпе паллашрĕ, хăй çинчен халиччен пĕлменнине пĕлчĕ. Каярахпа Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче пултăмăр. Кунта ĕçлекенсем те кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Маларах пулнăранпа кунта музей çĕнĕ материалсемпе чылай пуянланнă. Валентина Вастулова ачасене музейпа паллаштарчĕ, районтан тухнă паллă çынсем çинче ытларах чарăнса тăчĕ. Елчĕк çĕрĕ паттăрсем те çитĕнтернĕ. Ачасемшĕн çĕнни питех те нумай пулчĕ. Çул çỹреве пĕтĕмлетỹ турăмăр. "Суйланă ĕçе юратса пурнăçласан çеç хисепе тивĕçлĕ çын пулма пулать", _ терĕç тăххăр-мĕшсем.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.