Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Куштан ĕçки

Шавлать вăрман, Ешерет кăлкан. Мĕнле пурăнать-ши Аякри тăван..? Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче чăваш халăх юррин çак йĕркисене аслă ăрусем час-часах шăрантаратчĕç: çĕнĕ çурт ĕçкинче те, ял праçникĕнче хăна-вĕрле пухсан та тĕп вырăнта пулнă. Уявĕсем тата 4-5 куна тăсăлатчĕç. Тăванĕсем, кỹрши-арши "аншарлине" хул хушшине хĕстерсе, хур-кăвакал ашне йăтса йыхрава хапăл туса васкатчĕç. Аякри хăнасем (чи хисеплисем шутланнă), лашапа килнĕскерсем, çĕр выртсах кайнă. Пĕрлехи хутшăнура, юрă-ташăри киленỹре тăванлăх çыхăнăвĕ пушшех те çирĕпленнĕ. Ирхине вара ял çынни хуçалăх ĕçне васканă. Халĕ, çулсем иртнĕ май, тĕлĕнетĕн: ун чухнехисем ĕçкĕ-çикĕре савăнма та пĕлнĕ, ял-йыш хушшинче яваплăха та туйнă: иртĕхсе, çапкаланса çỹрекенсем çукпа пĕрехчĕ. Паянхи пурнăç ỹкерчĕкĕ _ кашнин куçĕ умĕнче. Ытлашши тăкакланма халĕ май çукрах та, тĕллевлĕ уявсене кил хуçисем пĕр кунтах саплаштарма тăрăшаççĕ. Кулленех ỹсĕр, хăйсен мĕлкипе павракансем ăçтан тупăнаççĕ-ши çав вăхăтрах? Йышĕ чакса мар, ỹссех пырать-ха вĕсен. Паллах, пурнăçра çивĕч ыйтăвĕ те пайтах, мĕн калăн. Йывăр лару-тăру пирваях кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен вăйсăррисене çапса хуçать. Хăтăлу мĕнре? Эрехре. Арçын сăра-эрехпе туслашни _ çур хуйхă, хĕрарăм çак çулпа кайни _ пĕр хуйхă. Мăшăрĕсем урăх регионсене ĕçлеме кайнăран, хăш-пĕр хĕрарăмăн хăйĕн правипе "туллин" усă курма май пур: тус-тантăшĕсемпе пуçтарăнса пит-куçа хĕретме питех те меллĕ. Сăлтавсăрах. Е сăлтавĕ черккине алла ярса тытсанах тупăнать. Вăрттăн ĕçкĕ куçа та çиет. "Симĕс çĕлен" нумайăшне мăйран пăвса илет те вуçех вĕçертмест. Ун пек чухне çумри ачи-пăчи çинчен те манса каяççĕ. Ĕç пирки пушшех. Районта ăнăçсăр, йĕркесĕр çемьесен йышĕ чакманни _ çакăн пĕтĕмлетĕвĕ. Ялта пурăнакансен ялти çынпах пурăнмалла. Пысăк калăпăшлă ĕçсене пĕччен пурнăçлама мехел çитместех _ пулăшу кирлĕ. Хăш-пĕр тăрăхра авалхи ырă йăлапа _ ниме вăйĕпе анлăн усă кураççĕ. Тăрăм ялĕнчи Луговая урамĕнчи 20-27-мĕш çуртсенче пурăнакансене, акă, ăмсанакансем те пур. Кунта ушкăнпа тумалли ĕçсене _ утă-улăм кĕртмелле-и, вутă-шанкă тирпейлемелле-и, хуралтă купаламалла-и _ йыхравсăр-мĕнсĕр шкул ачинчен пуçласа 80-ран каçнă ватă таранччен пĕрлехи вăйпа пурнăçлаççĕ. Васкавлă, хаваслă кăмăл-туйăмпа вĕçленĕ ĕçе сăпайлă апатсемлĕ сĕтел хушшинче хупаççĕ. Тепĕр çĕртех çỹлерех асăннă ĕçсене питĕ шавлăн палăртаççĕ. Йỹççипе. Çавăнтах тĕрлĕ пулăма "çăвасси" те кулленхи йăлана çирĕп кĕрсе кайрĕ: ачасен çуралнă кунĕсене, диплом илни, автомашина туянни, "девичник", çĕнĕ ĕç... Каçарăр та, халăх хушшинче калашле, "кушак çурланине те паллă тăваççĕ" мар-и? Вăл-ку мероприяти тĕрлĕ лару-тăрура черккепе çыхăнакансене ытларах пуçтарать. Черккеллĕ туслашу çирĕпленнĕ май, ĕçкĕ-çикĕ сакки сарăлсах, тăванлăх, йăх-несĕл çыхăнăвĕ вара хавшасах пырать. Аякри тăван çеç мар, çывăхри те "курăнмасть" ун пек чухне _ куштан ĕçки ĕнтрĕкĕнче.


"Елчĕк Ен"
23 января 2009
00:00
Поделиться