Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăйсене пĕрлештерсе ĕçлемелле

Кăрлач уйăхĕнче ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ пĕлтĕрхи итогсене пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕ. Унта Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ, следстви управленийĕн ертỹçи В.Толстов, район пуçлăхĕ Н.Миллин, район сучĕн председателĕ С.Кузнецова, район прокурорĕ Н.Муллин хутшăнчĕç. Чи малтанах шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.Волков, унăн çумĕсем И.Бобров, В.Викторов, А.Петров, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн кадрсем енĕпе пулăшаканĕ Н.Галкин сăмах илчĕç, хăйсем ертсе пыракан службăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ 2008 çулта преступленисен çулне пỹлес, районти криминаллă лару-тăрăва тивĕçлĕ шайра тытас тĕллевпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен çулĕсене пỹлес, асăрхаттарупа профилактика ĕçне вăйлатас, урамсенче, обществăлла вырăнсенче йĕркелĕхе сыхлас, сотрудниксен професси ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе уйрăмах тăрăшса ĕçленине палăртмалла. Иртнĕ çулта пурĕ 179 преступлени регистрациленĕ, 2007 çулпа танлаштарсан преступленисен шучĕ 4 тĕслĕх (2,3 процент чухлĕ) ỹснĕ. Ỹснисен шутĕнче йывăр преступленисем _ 3 тĕслĕх нумайрах (пурĕ 14 преступлени регистрациленĕ). Уйрăмах йывăр преступленисене 2007 çулта 1 факт регистрациленĕ пулсан, пĕлтĕр вĕсен шучĕ 4 тĕслĕхпе (пурте çынна вĕлернипе çыхăннă) танлашнă. Урамра тунă преступленисем 4 тĕслĕх (пурĕ 10 факт) ỹснĕ. Çавăн пекех çул çитменнисем тунă преступленисем _ 6 (2007 çулта _ 5), ĕçлеменнисем тунă преступленисем 83 тĕслĕхпе (2007 çулта _ 70) танлашнă. Ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă преступленисем _ 14, çаратассипе çыхăннисем 3 тĕслĕх таран чакнă. Преступленисене уçса парасси 2007 çулта 87,9 процентпа, иртнĕ çул 91,2 процентпа танлашнă. Республикăри шалти ĕçсен министрĕн çумĕ, следстви управленийĕн ертỹçи В.Толстов районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем ку енĕпе ĕçе вăхăтра, яваплăха туйса, профессилле пысăк ăсталăха тĕпе хурса ĕçленине палăртрĕ. Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕ ĕçе пахалăхлă йĕркелесе пырассипе ытти районсенчи следстви подразделенийĕсен хушшинче малти вырăнсенчен пĕрне йышăнни паллă. Пурне те пăшăрхантаракан тĕп пулăм вăл _ çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ кунран-кун, çулран-çул ỹссе пыни. Пĕлтĕрхи 12 уйăхра район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче 26 инкек пулнă, вĕсенче 13 çын вилнĕ, 31-шĕ аманнă. 2007 çулта 19 авари регистрациленĕ, вĕсенче 6 çын вилнĕ, 27-шĕ аманнă. Цифрăсем, паллах, тарăн шухăша яраççĕ. Аварисен тĕп сăлтавĕ _ водительсемпе çуран çỹрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнинче, тимсĕр пулнинче, çăмăлттайлăхра, хăрушлăха туйманнинче. Сăмахран, иртнĕ çул çеç çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн ГАИ ĕçченĕсем 2436 çынна (2007 çулхипе танлаштарсан 39,1 процент нумайрах) айăпланă, çав шутран руль умне ỹсĕрле ларнăшăн _ 134, хăвăртлăх режимне пăхăнманшăн 478 водителе айăпланă. Автотранспорт шучĕ çулсеренех ỹссе пыни (тĕслĕхрен, 2005 çулта _ 3317, 2008 çулта _ 4533 транспорт хатĕрĕ регистрациленĕ), кирлĕ таран вĕренмесĕрех права илекенсем йышланни те çул çинче пулакан инкексен тĕп сăлтавĕсем пулса тăраççĕ. ГАИ уйрăмĕн ертỹçи С.Краснов пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул "водитель ỹсĕр е ỹсĕр маррине" вырăнтах палăртакан алкотестр туянни ĕçре пысăк çăмăллăх кỹрет. Çул-йĕр çине вырнаçтармалли ятарлă фото- тата видеокамера туянсан вара ĕç пахалăхĕ ỹсессе шанас килет. В.Толстов палăртнă тăрăх, шалти ĕçсен министрĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çул-йĕр çинчи лару-тăрăва кĕске вăхăтрах йĕркене кĕртмелле, дисциплинăна ỹстермелле, аварисен шутне чакармалла. "Çак ĕçе ГАИ сотрудникĕсене анчах мар, милицин пур работникне те явăçтармалла, милици юнашарах пулнине халăх туйтăр", _ çирĕплетсе каларĕ Виктор Михайлович. Финанс кризисне пула юлашки вăхăтра тĕрлĕ регионта вăй хунă чылай çамрăк ĕç вырăнĕ пĕтнĕрен е тивĕçлĕ укçа-тенкĕ илейменрен ялсене таврăнать. Малашне вĕсен йышĕ тата та ỹсĕ. Кунта çамрăксем тỹрех ĕç вырăнĕ тупаймаççĕ. Ĕçсĕр, укçасăр çамрăк вăхăтне еплерех ирттерни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ĕçсĕррисем тунă преступленисем ỹснин сăлтавĕ те çакăнта. Район пуçлăхĕ Н.Миллин, район прокурорĕ Н.Муллин тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен асăрхаттарса çак çамрăксене ĕçе вырнаçтарасси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине, милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен вĕсене асăрхасах тăмаллине палăртрĕç. Район сучĕн председателĕ С.Кузнецова протоколсем çырнă чух тĕрĕслĕхпе тимлĕхе мала хумаллине асăнчĕ. Çакă вăл айăплисене тивĕçлĕ наказани парассинче ура хурасран асăрхĕ. Канашлăва В.Толстов пĕтĕмлетрĕ, общество хăрушсăрлăхне тивĕçлĕ шайра тытса тăрас, граждансен ирĕклĕхне хỹтĕлес ĕçре йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен вăйсене тата та пĕрлештермеллине, яваплăха ỹстермеллине, профилактика ĕçне вăйлатмаллине палăртрĕ.


"Елчĕк Ен"
21 января 2009
00:00
Поделиться