Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Нумай çул ĕçленине кура

"Прогресс" акционерсен хупă обществинче ĕçлекенсен иртнĕ эрнере кĕсйи çеç мар, кĕлечĕ те самаях тулчĕ. Кунта вăй хуракансене стажшăн хушса тỹлерĕç. Чылай çул пĕр çĕрте ырми-канми пилĕк авакансем хушма кĕмĕлне те нумай илчĕç, унсăр пуçне сахăр песукне те килĕсене автомашинăпа кỹрсех пачĕç. Акă, Патреккелти В.Борисов механизатор 11 михĕ сахăр песукне тивĕçрĕ, Ю.Каринкин водитель _ 9 михĕ. Ĕçленине кура тивĕçлĕ хак пани савăнтарать паллах. Хальхи вăхăтра кашни бригадăрах тырă илеççĕ общество членĕсем.


"Елчĕк Ен"
21 января 2009
00:00
Поделиться