Хăрушлăх чакмасть.
Елчĕк районĕнче 2008 çулта 28 (2007 çулта 28) пушар тухнине регистрациленĕ, вĕсен тăкакĕ 615977 (531868) тенкĕпе танлашнă. Пушарсенче 17 халăх хуçалăхĕн объекчĕсем тата пурăнмалли çуртсем сиенленнĕ, 9 - çунса кĕленнĕ, 2 техника хатĕрĕ, 11 тоннă выльăх апачĕ çунса юрăхсăра тухнă, 5 шултра мăйракаллă выльăх çунса вилнĕ.
Чылай чухне çак инкекрен хăтăлма май пур. Чи малтанах сыхă, тимлĕ пулни кирлĕ. Пушар сăлтавсăр тухмасть, ытларах çынсен тимсĕрлĕхĕпе пулать. Акă, вут-кăварпа асăрхануллă пулманнипе - 6, электроприборсемпе электроустановкăсем юсавсăррипе - 12, кăмакасем юсавсăр тата вĕсемпе усă курнă чухне пушартан сыхланмалли йĕркесене пăснипе - 3, техника хатĕрĕсемпе тĕрĕс мар усă курнипе - 2, юриех тивертнипе - 1 пушар регистрациленĕ.
Ял поселенисемпе илес пулсан: Елчĕк, Курнавăш, Кĕçĕн Таяба поселенисенче пушар шучĕсем чакнă, çак вăхăтрах Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяба тата Аслă Таяба поселенисенче - ỹснĕ. Уйрăмах Аслă Елчĕк поселенине кăтартса хăварас килет, 2007 çулта 1 пушар пулнă пулсан, 2008 çулта 5 пушар. Çавăнпа та ял поселени пуçлăхĕсен ял халăхне пушар хăрушсăрлĕхĕн йĕркисене вĕрентмелле, пĕччен пурăнакан ватăсене кăмака, кивелнĕ электричество пралукĕсене юсама, улăштарма пулăшмалла. Хĕллехи вăхăтра урамсене юртан тасаттармалла. Кỹлĕсем çинче шăнман ваксем хатĕрлесе кирлă пек паллăсем лартмалла, вĕсем патне пушар машинисем, ытти транспорт хатĕрĕсем пырса пĕр чăрмавсăр шыв илме кирлĕ майсем туса хумалла. Пушар машинисене çунмалли тата сĕрмелли шĕвексемпе тивĕçтермелле. Анчах та çак ĕçсене пурнăçа кĕртессипе нихăш поселенире те çителĕклĕ ĕçлени курăнмасть.
Çакна палăртмалла: кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухсан та хăшпĕр хуçалăхсенче пушар сỹнтермелли хатĕрсем çук. Çавăнпа кашни хуçалăхра вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем - пĕр-икĕ огнетушитель, кĕреçепе пакур тата вăрăм чикмек яланах алă айĕнче, çуллахи вăхăтра 200л. каткапа шыв тата витре пулмалла.
Вут-кăварпа выляма, шỹтлеме кирлĕ маррине пурте пĕлеççĕ, анчах асра тытмаççĕ. Пушар ан пултăр тесен, яланах хамăрăн сыхланмлла.