Шупашкарта федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ уçни юн илес ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме хистет, общество пурнăçĕнче донор пĕлтерĕшĕ татах ỹсет. Федерацин юн службине модернизацилемелли программăна хутшăнакан 15 регион йышĕнче Чăваш Республики те пур. Программа тĕллевĕсем уçăмлă _ юн илекен станцисен пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетмелле, хальхи кăткăс оборудованипе пуянлатмалла, медицинăн асăннă отраслĕпе çыхăннă мĕнпур информаципе усă курма май туса памалла, донорăн сăваплăхĕ пирки халăха ăнлантармалла, вĕсен йышне тăма хавхалантармалла. Программа ĕçлеме пуçларĕ. Кăçал республикăра тĕнче шайĕнчи плазма центрĕсем хута каймалла. Вĕсем тĕп центра чĕр таварпа _ донор юнĕпе, унăн компоненчĕсемпе тивĕçтерсе тăрĕç. Паллах, паянхи кăткăс оборудованиллĕ центрсем юн паракан пулмасан хăйсем тĕллĕн нимĕн те тăваймĕç. Çавăнпа та донор ят-сумне пропагандăласси, çынсене вĕсен ретне тăма хавхалантарасси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Донорлăх _ пĕтĕм çĕршыв ĕçĕ, халăхăн ăс-хакăлĕн, кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕн тĕп хаклавĕ. Çул-йĕр çинчи инкекре, операци вăхăтĕнче юн питĕ кирлĕ пулнине пурте лайăх чухлатпăр. Енчен те унăн пĕр компоненчĕ пулмасан этем пурнăçне çăлса хăварма май килмест. Юн пама чăрмавлă сăлтав çук пулсан _ памалла. Предприятисемпе организацисен, хуçалăхсен ертỹçисене, çамрăксене çак ырă ĕç патне туртăнма ыйтатпăр. Çак кунсенче Аслă Таяпара донор кунĕ иртрĕ. Унта 51 çын хутшăнчĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.