Тăрăшсан пурнăç малалла каймалла
Сăръел тутарĕсем _ "Марс" ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлекенсем _ Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче икĕ хут ытларах вăйпа тăрăшса ĕçлеме пултарасран пĕрре те иккĕленмелли çук. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче кунта Мкаддес Сайфутдинов ертỹçĕ тăрăшнипе ĕç-хĕл нумай лайăх енне улшăнчĕ. Хуçалăх "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйăракан çăмăллăхлă кредитпа усă курса чылай çĕнĕ техника туянчĕ. Çĕнĕ йышши, энергие перекетлекен хăватлă ял хуçалăх машинисене пурне те пĕр харăс уй-хире кăларса ĕçлеттерни тỹрремĕнех ĕç кăтартăвĕсем çинче палăрчĕ. Чи малтанах ĕç тухăçлăхĕ ỹсрĕ. Çур аки, вырма ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрни вара механизаторсене малашлăха шанма, ĕмĕтпе пурăнма хистерĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине те пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Ĕне выльăхран тивĕçлĕ шайри продукци туса илес тесен, чи малтан, фермăри ĕç условийĕсене кирлĕ пек йĕркелесе çитермеллине палăртрĕ ертỹçĕ. Çакна тĕпе хурса темиçе çул усă курман сĕт пăрăхне юсаса çĕнĕрен ĕçлеттерме тытăнчĕç. Производство объекчĕсене хытарнă çулпа çыхăнтарчĕç. Ĕç-пуç йĕркеленсе пыни фермăра тăрăшакансен куçĕсене те уçрĕ, ĕç дисциплини çирĕпленчĕ. Специалистсем хăйсен умне çирĕп тĕллевсем илчĕç. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне пурнăç ыйтнă шайра аталантарса пырас тесен, паллах, пурнăçламалли ĕçсен виçи пысăк. Палăртнă тĕллевсене пĕр харăс пурнăçа кĕртме май пулас çуккине шута илсе ял хуçалăх предприятийĕнче çак ĕçсене тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçлама палăртаççĕ. Малтан фермăра сĕте сивĕтекен çĕнĕ йышши холодильник вырнаçтарасшăн. Унсăрăн паян май та çук. Мĕншĕн тесен иртнĕ çулталăк вĕçĕнче вăя кĕнĕ çĕнĕ техника регламенчĕ ыйтнине тивĕçтерес тесен сĕт-çу фермисенче ĕçлекенсен пахалăхлă сĕт туса илес яваплăхĕ нумай ỹсет. Халĕ сĕт-çу завочĕсем сивĕтнĕ сĕте анчах ĕçлесе хатĕрлеме йышăнаççĕ, ăна вара 2 сехет хушшинче сивĕтме ĕлкĕрмелле. _ Фермăра тăрăшакансен ĕç условийĕсене лайăхлатасси, вĕсене тивĕçлĕ шалу тỹлесси _ кулленхи тĕп ыйту, _ тет Мкаддес Сайфутдинов. Çăва тухсанах кунти фермăра пысăк юсав ĕçĕсене пуçăнма, территорие тирпей-илем кĕртессипе малалла ĕçлеме палăртса хунă. Сăмах май, район пуçлăхĕ Н.Миллин çак тапхăрта "Марс" ял хуçалăх предприятийĕн ферминче темиçе хутчен те пулса курнă. Вăл кашни хутĕнчех Сăръелсем ĕçе шухăшласа, пĕлсе йĕркелеме пултарнине палăртса калать. Кунта улăма та, утта та рулонласа тирпейленĕ, ăна кĕркуннех ферма çывăхне турттарса хунă. Вăл ĕне выльăхсене хĕл каçичченех ытлăн-çитлĕн тăрантарма çитет. Ĕçе çакăн пек йĕркелени меллĕ, тепĕр енчен мĕн чухлĕ топливо перекетленет, хĕллехи вăхăтра трактор хускатса хире каясси çук. Ферма территорийĕнче, витесенче яланах тирпейлĕ, кашни япала хăй вырăнĕнче. Ял хуçалăх предприятийĕн выльăх-чĕрлĕх отраслĕн иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене тишкерес пулсан, аш-какай туса илесси 4 процент, сĕт туса илесси 33 процент ỹснĕ. Кашни ĕнерен 4704 килограмм, 2007 çулхипе танлаштарсан 1161 килограмм ытларах сĕт сунă. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 589 центнер сĕт туса илнĕ. Малашлăхра _ ĕне выльăхсен хисепне ỹстерес тĕллев. Мĕншĕн тесен хуçалăхра пăру илесси кашни çул ỹссех пырать. Мăйракаллă шултра выльăхсем те самăр çитĕнеççĕ. Роза Габбазова пăхакан ĕне выльăхсем, акă, иртнĕ çул пĕр талăкра 911-шер грамм таран ỹт хушнă. Пысăк кăтартусен вăрттăнлăхĕ _ апат никĕсĕ çирĕп пулнинче. Кунта кашни çул кирлĕ таран пахалăхлă апат хатĕрлесе хăварасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çакна шута илсе кулленхи рациона çирĕплетеççĕ. Зинаида Анисимова зоотехник, Дамир Валиев ферма заведующийĕ, Альфик Гиммалетдинов осеменатор _ опытлă специалистсем, яваплăх туйăмĕ те пысăк вĕсен. Хĕл кунĕсенче сăвакан ĕнесене тулăх рационпа тăрантараççĕ. Кулленхи рационра тырă сенажĕ, жмых, жом тĕп вырăн йышăнаççĕ. Кĕркунне кỹрсе килнĕ 400 тонна жом нарăс уйăхĕн çурричченех çитмелле. Ун хыççăн та сăвакан ĕнесен умĕнчен сĕтеклĕ апат татăлмĕ, хатĕрленĕ выльăх кăшманĕ тепĕр 2 уйăха çитмелле. Хальхи вăхăтра ферма коллективĕ куллен кашни ĕнерен 12 килограмм ытла сĕт сăвать. Альфине Валиева, Тескире Хасьянова, Венера Валиева, Зульфия Гиниятуллина, Гульман Валишева ĕне сăвакан операторсем малашне те хăйсене шанса панă ĕçре хавхалануллă кăмăл-туйăмпа тимлеме кирлине ăнланаççĕ. Тăрăшса ĕçлесен, пурнăç малалла каймаллах...
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.