|
Ỹркенмен ăста пулнă Кăрлач уйăхĕн шартлама кунĕнче çут тĕнчене килнĕ Валентина. Аслă Елчĕкри Немцевсен хисеплĕ çемйинчи тăххăрмĕш ача вăл. Кĕçĕнни хĕр çуралнăшăн çемье пуçĕ питĕ хĕпĕртенĕ, алăран яман тĕпренчĕкне. _ Иксĕмĕр те çамрăк мар. Аслисем ăшă йăвара çунат сарса килтен вĕçсе тухса каяççĕ. Кĕçĕнни вара пире пăхаканни пулать, _ шап-шурă, чăкăт пек ỹтлĕ, сарă çỹçлĕ, çутă кăвак куçлă хĕр пĕрчи çинчен куçне илмен Кĕркури пичче. Туслă та килĕшỹллĕ çемьере Валентина мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ỹснĕ, шкулта лайăх вĕреннĕ. Хăйне евĕр пултарулăх тапса тăнă унра ачаллах _ пĕр вырăнта ларса тăма пĕлмен вăл, шкулта хăй йĕри-тавра тантăшĕсене пуçтарса концерт кăтартнă, клуб сцени çинче спектакль лартнă. Юрра-ташша маçтăр Валентина, сăмах ăсти те вăл. Мĕн ачаран çунатланнă ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе алла аттестат илнĕ хыççăн артиста вĕренме каять. Экзаменăн пĕрремĕш тапхăрне ăнăçлă тытнă хĕр. Комисси членĕсем çурăмран лăпкасах Шупашкара пыма чĕннĕ пултаруллă пикене. Хаваслă кăмăл-туйăмлăскер ырă хыпара çийĕнчех амăшне пĕлтерет. Анчах утмăл çултан иртнĕ Ялампи аппа: _ Артист пулма çуратнă-им сана? Ята яратăн пирĕнне. Ялта пире пăхаканни кам пулĕ вара? _ тесе хытах калать. Амăшĕн сăмахĕнчен иртеймен хĕр, çав çулхине ытти аслă шкулсене те вĕренме каяйман, ялах юлнă. Ватă ашшĕ-амăшне пăхас тесех Патăрьелĕнчи професси училищĕне кайса кĕрет. Ветфельдшер дипломне илни ял çыннишĕн пăсăклă мар, хуçалăхра питĕ кирлĕ професси. Анчах чуна çывăх мар-çке. Малалла вĕренес туртăм вăйрах-ха унăн. Вара хĕр Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. Икĕ курс ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн качча тухать. Анчах çемье çавăрсан каллех вĕренỹпе сыв пуллашма тивет çамрăк арăмăн. Пурнăç çулĕ таçта та илсе çитерет Валентина Немцевăна. Унăн сулăнчăкĕсен тути-масине те тỹсме тивет унăн. 1977 çулхи авăн уйăхĕнче Валентинăна район хаçатне чĕнсе илеççĕ. Корреспондентсем çитмеççĕ. Халиччен хаçатра статья çырса курманскер, редактор хушнă пĕрремĕш хайлавах ăнăçлă çырать хĕр. Шкулта сочинени çырма юратни пулăшнă та ăна. Часах хĕр, алăра пĕлỹ çуккине пăхмасăр, "Колхоз ялавĕ" хаçатăн корреспонденчĕ пулса тăрать. Статья хыççăн статья шăрçалать Валентина. Пултарулăх пулмасан хаçат ĕçĕнче никам та тытăнса тăраймасть. Аслă Елчĕк хĕрне вара икĕ çултан çырусен пайĕн заведующине лартаççĕ, район çыннисем вăл çырнă статьясене юратса вулаççĕ. Лăпкăн çеç малалла ĕçле те ĕçле. Çук вĕт. Аслă ачине чиркỹре тĕне кĕртнĕшĕн айăплаççĕ ăна. Иккĕмĕшĕнпе йывăр çын хĕрарăмăн мĕн кăна тỹсме тивмест-ши? "Çылăхлă" ĕç тунăшăн комсомол ретĕнчен кăлараççĕ, ĕçрен кайма хистеççĕ. Ун чухнехи саманан ăнланманлăхĕ, кăнттамлăхĕ Валентина Вастулован чун-чĕрине çулăмсăрах çунтарнă. Валентина Григорьевна ĕçшĕн хыпса çунакан çын иккенне ял-йыш лайăх пĕлет. Çавăнпа та ăна ялти руководительсем ответлă ĕç шанса параççĕ. Ленин ячĕллĕ колхозăн пĕрремĕш уй-хир бригадирĕнче вăй хума пуçласан ял хĕрарăмĕсем уй-хирте юрла-юрла тар кăларсан та ывăннине туймаççĕ. Вĕсен бригадирĕ чăн-чăн çын, килĕштерсе вăй хуртарма та, ĕçленине кура тỹлеттерме те, пушă вăхăт тупăнсанах хаваслă кантарма та майне тупать. Шăкăл-шăкăл калаçса тăрăшакан бригадăн ĕçĕ те сулмаклă курăннă, ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тунă вĕсем. Сакăр çул ним сисĕнмесĕрех иртнĕ. Ял ĕçченĕсем хĕл кунĕнче те ахаль ларман. Ялта "Паха тĕрĕ" фабрикин филиалне уçнă. Кунта та ал ĕçне ăста Валентина хĕрарăмсемпе юнашар ларса тĕрĕ тĕрленĕ, çамрăксене тĕрлеме вĕрентнĕ. Ăçта Валентина Григорьевна _ унта çутă, ăшă, хаваслă. Таçтан ăшăлăх тапса тăрать унтан. 1992 çулта шăпа харсăр хĕрарăма каллех район центрне илсе çитерет. Елчĕкре историпе тăван тавралăх музейне çĕнĕрен йĕркелесе ярасшăн. Çак пархатарлă ĕçе икĕ тантăша _ Галина Адюковăпа Валентина Вастуловăна шанаççĕ. Шанăçа тỹрре кăларас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшать Валентина Григорьевна. Директор вăрăм отпускра. Çавна май лектор-экскурсоводăн икĕ хутлă кивĕ çурта тултан та, шалтан та юсас ĕçе йĕркелесе пыма тивет. Унччен пулнă экспонатсене пĕлсе вырнаçтарасси те темех мар музей ĕçченĕшĕн, арçын алли тумалли ĕçсене те хăйех тытса тăвать. Тирпейлĕ, хăтлă, пуян музей йĕркелессишĕн канăçнех çухатнă Валентина районта çитмен ял хăварман. Ăшă кăмăлпа калаçакан ĕçчен ялсенчен пушă алăпа килнине ас тумасть: районшăн пысăк ĕç тăвакан çынна пурте ăнланма, пулăшма тăрăшнă. Халĕ, акă, Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейне района килекен кашни хăна кĕмесĕр тухса каймасть. Экспонатсем кăна унта 5 пине яхăн. Çулсерен çĕнĕ куравсем йĕркелеççĕ, районăн паллă çыннисемпе тĕл пулусем, уявсем, экскурсисем ирттереççĕ. Пĕлтĕр çеç музейра 4 пине яхăн çын пулса курнă. Халăх музейĕн ятне илнĕ çĕрте В.Вастулован тỹпи пысăк. 2006 çултан пуçласа паянхи кунччен Валентина Григорьевна музей заведующийĕ пулса ĕçлет. Хăйне шанса панă ĕçе пысăк ответлăхпа пурнăçлать вăл. Кирек хăш вăхăтра та музейра тирпейлĕ, таса, стендсене те тăтăшах çĕнетсе тăраççĕ. Кашни çулах çĕнĕ тĕс кĕртме тăрăшаççĕ. Спонсорсем те тупать музей ертỹçи, хăйсем те тĕрĕ тĕрлесе укçа-тенкĕ ĕçлесе илме вĕренсе çитнĕ. Музейçĕсен тĕрĕ кружокĕ пирки республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Вĕсен салфеткисемпе ал шăллийĕсем тĕнчипех саланнă тесен те йăнăш мар. Музей ĕçĕпе питĕ кăмăллă пулнине çĕр-çĕр çын çырса хăварни çакна тепĕр хут çирĕплетет. Мĕнле ĕлкĕрет-ши№ "Ỹркенмен ăста пулнă", _ тени тĕрĕсех. Ăраскалĕ кирек ăçта ура ярса пустарсан та, икĕ алла пĕр ĕç тесе, чун хавалне парать Валентина. Çав вăхăтрах общество пурнăçĕнчен те пăрăнмасть. Çак пилĕк теçетке çул хушшинче савăнăçне те нумай курнă вăл, хуйхи-суйхи те ун тĕлĕнчен иртсе кайман, çапах çын умĕнче нихăçан та нăйкăшса ларман. Çын пулăшу ыйтсан пăрăнса утман. Общество ĕçĕсем пайтах унăн. Мĕнле ĕлкĕрет-ши? Çĕр çывăрмасть, пĕр канлĕх курмасть, çапах çỹлтен хушнине те, юлташĕсем ыйтнине те вăхăтра, тивĕçлипе пурнăçлать, сăмаха нихăçан та çилпе вĕçтермест. Çавăнпах унăн юлташ нумай, ăна хисеплеççĕ. Чăваш наци конгресĕн Елчĕкри уйрăмĕн ертỹçи те вăл. "Елчĕк ен" хаçатăн хисеплĕ те пултаруллă ялкорĕ. Çывăх ĕçтешĕмĕр тесех сума сăватпăр ăна эпир. "Елчĕк тăрăхĕ" кĕнекене, Елчĕк район энциклопедийĕн икĕ кăларăмне те кун çути кăтартма хутшăннă. Вăлах чылай çул клуб ĕçченĕсен профсоюз комитетне ăнăçлă ертсе пырать. Унăн тỹлевсĕр ĕçĕсем пирки каласа та пĕтереймĕн. Укçашăн мар, чун ыйтнипе пурнăçлать вăл пурне те. Çакна пĕлтермесĕр иртес килмест: юлашки çулсенче пĕр суйлав та Валентина Вастуловăсăр иртмест. Аслă Елчĕкри суйлав комиссийĕн председательне лартаççĕ ăна. Çĕр çывăраймасть вара вăл суйлав иртмесĕр: хăйĕн участокĕнчи кашни суйлавçăпа тĕл пулать, участока хăтлă, илемлĕ сăн кĕртет, суйлав кунĕсенче выставкăсем йĕркелет, юрă-ташăпа савăнтарать. Юлташăм хăй те сцена ăсти. "Варкăш" ансамбльте юрлать вăл. Ялти культработниксем ирттерекен мероприятисен активлă участникĕ. Валентина Григорьевнăн ĕçре палăрнăшăн илнĕ Хисеп грамотисем йышлă. Халăх перепиçне хутшăнса пысăк ĕçсем тунăшăн медале те тивĕçнĕ. Çапах та юбиляршăн чи пысăк хисеп _ çемье, ял-йыш, тус-юлташ, тăван-пĕлĕш сума суни. Валентина Григорьевна _ виçĕ ача амăшĕ. Савнă мăшăрĕ, Геннадий Петрович, чылай çул тăван хуçалăхра водительте, гараж заведующийĕнче тăрăшрĕ. Вырма вăхăтĕнче комбайн штурвалĕ умне ларчĕ, районти чи лайăх комбайнерсен йышĕнче те пĕрре мар пулчĕ. Ывăлĕсене те ашшĕ мĕн пĕчĕкрен хăйпе юнашар "уй-хир карапĕ" çине лартрĕ. Ачисем, ашшĕ пекех, техникăна юратса ỹсрĕç. Паян та вĕсем ашшĕпе юнашар ĕçлеççĕ. Мăшăрĕпе ывăлĕсемшĕн чунне парать вăл. Вĕсен килĕнче яланах çутă, ăшă. Тирпейсĕрлĕхе чăтма пултараймасть, кашни япала хăй вырăнĕнче. Алли ылтăн унăн. Апат-çимĕç пĕçерме ăста. Валентина Григорьевна асанне ята та илтнĕ. Светлана мăнукĕшĕн питĕ хĕпĕртет вăл: уявсенче тĕрлĕ кучченеçсемпе савăнтарать. Пĕчĕкки те асламăшĕн кăмăлне кайма пĕлет: ăна ăшшăн ыталать. Çывăх кунсенче аллă çул тултаракан хаклă çыннăмăра пĕрре те çур ĕмĕре çитет тесе калассăм килмест. Хăй çулĕнчен чылай çамрăк курăнать. Малашлăхра телей, ăнăçу сунатпăр ăна. |