Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннисен хушшинче пирĕн район çыннисем те пулнă. Вĕсенчен пĕри манăн асаннен _ Ольга Тимофеевна Васильеван амăшĕ Екатерина Ефимовна Ефимова (Краснова). Екатерина Ефимовна 1885 çулта халĕ Елчĕк районне кĕрекен Ĕнел ялĕнче çуралнă. Паян кун пирĕнпе юнашар çук вăл, пурнăçран1983 çулта уйрăлса кайнă. Халĕ ун çинчен эпĕ асаннерен, аттепе аннерен ыйтса пĕлсе çыртăм. Пурĕ çиччĕн пĕр тăван пулнă вĕсем. Екатерина Ефимовна çемьере пĕрремĕш ача пулнă. Ун чухне çĕр пайне кашни çемьене арçын шучĕпе панă. Çавăнпа та вĕсен çĕрĕ сахалрах пулнă. Выльăх усраса ал çавăрса пурăнма тивнĕ, вĕсен тирĕнчен çĕлĕксем çĕлесе пасарта сутă тунă. Çичĕ çула çитсен хĕр ача Елчĕке вĕренме кайнă. Ашшĕпе амăшĕ хĕрĕн пĕлỹ илес ĕмĕчĕ пысăккине кура ăна вĕренме яма май тупнă. Тăватă класс ăс пухнă хыççăн вĕренỹре пысăк çитĕнỹсем тунине кура учитель Екатеринăна класри тепĕр ачапа, Сосипатор Андреевич Игнатьевпа, малалла вĕренме кайма сĕнỹ парать. Вăл вăхăтра чăваш ачисем Чĕмпĕрте çеç вĕренме пултарнă. Вун пĕр çулхи хĕр ача (ун чухне Чĕмпĕр шкулне 11-18 çулхи ачасене вĕренме илнĕ) 1896 çулта Чĕмпĕре çуран тухса каять. Вĕренес ĕмĕт çунатлантарнă ăна. Чĕмпĕрте ултă çул вĕренмелле пулнă. Унта тĕне кĕнĕ чăвашсем те, тĕне кĕменнисем те ăс пухнă. Шкулта вĕренекен хĕрсен хăйсен уйрăм форма пулнă: хура кĕпепе шурă саппун. Ытларах чăвашла вĕреннĕ, майĕпен вырăсла та хăнăхса пынă. 1892 çулта Иван Яковлевич Яковлев кăларнă "Первоначальный учебник русского языка для чуваш" чăваш ачисемшĕн тĕп кĕнеке пулнă. "Вырăс, славян чĕлхисене, арифметикăна, вырăс историне, географине "шĕкĕлчет-тĕмĕр", таса çырма, ỹкерме вĕренеттĕмĕр, чиркỹ юррисене юрлаттăмăр", _ амăшĕ маларах каланă сăмахсене аса илет халь асанне. Чĕмпĕре вĕренме кайиччен кỹршĕ ялти чиркĕве юрлама çỹренĕ Екатерина. Пĕррехинче праçникре çемйипех чиркĕве кайсан вĕсен килĕнче пушар тухнă. Кĕлĕрен тухсан ялне каяççĕ те, çурчĕ вырăнĕнче тĕтĕм анчах йăсăрланнине кураççĕ. Учительсене хатĕрлекен шкулта чи кирлĕ предмета Иван Яковлевич хăй вĕрентнĕ. Вăл вăхăтра вырăс чĕлхи, истори, географи, арифметика, çут çанталăк предмечĕсене вĕрентнисĕр пуçне 1893 çултан пуçласа ял хуçалăх теорийĕпе практикине вĕрентессине тĕпе хунă. "Чĕмпĕре çăпатапа çỹрет-тĕмĕр, урасене хăшкаттарасран çăпатасем ăшне хут, вĕлтĕрен хураттăмăр. Киле те час-часах килсе çỹреймен эпир. Вĕренекен çуртрах пурăнаттăмăр. Дежурнăйсем пỹ-лĕмсене пуçтаратчĕç, кухньăра çĕр улми шурататчĕç. Япаласене малтан пĕри çăватчĕ, унтан _ тепри. Икĕ хутлă çуртăн çỹлти хутĕнче вĕренмелли, пĕрремĕшĕнче _ пурăнмалли тата апат çимелли пỹлĕмсемччĕ",_ аса илнĕ Е.Ефимова. Ват асаннен ĕмĕчĕсем пысăк пулнă, анчах та Чĕмпĕр чăваш шкулĕн иккĕмĕш класĕнче вĕреннĕ чухне унăн ашшĕ йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çакă вĕреннĕшĕн укçа тỹлессинче йывăрлăх кăларса тăратнă. Хĕрĕн ирĕксĕрех шкула пăрахма тивнĕ. Куççульпе сыв пуллашнă вăл Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе. Екатерина Ефимовна мĕн виличчен вĕренсе пĕтерейменшĕн ỹкĕнсе пурăннă. "Чĕмпĕртен пăрахса килсен питĕ намăс пекчĕ. Хама темле лайăх мар ĕç тунă пекех туяттăмччĕ. Пĕр уйăх ытла килтен урама тухмасăр пурăнтăм, çын куçĕ умне курăнма лайăх марччĕ", _ çапла аса илнĕ вăл каярах. Çĕлĕк çĕлес ĕçе пăрахман çемье. Екатерина Елчĕк пасарĕнче çĕлĕк сутнă. Унăн пулас мăшăрĕ _ Каркалар ялĕнче çуралнă Тимофей Николаевич Краснов Елчĕкри трактирта ĕçленĕ. Тăхăр ача çуратса ỹстернĕ вĕсем, ачисенчен пĕр асанне анчах сывă халь. Ват асаннепе асатте килĕштерсе пурăннă, вĕреннĕ çынсемпе çыхăну тытнă, хут ĕçне лайăх пĕлнĕ. Мăшăрĕ колхоз председателĕнче те вăй хунă. Екатерина Ефимовна вара нумай çул Каркаларти ача садĕнче заведующи пулса тăрăшнă. "Вырăсла яка калаçатчĕ, сăмах хăть мĕн çинчен пырсан та пĕлĕвĕ пысăкки палăратчĕ", _ аса илет асанне. Кашни çулах Мăнкун каçĕ ялти сумлă ватăсем вĕсем патне Турă юррисене юрлама пухăннă. Пачăшкăсем те яла килсен унта чарăннă. Екатерина Ефимовна Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕрен вĕсем патĕнче час-часах учительсемпе шкул ачисем пулнă, ăна тĕрлĕ ыйту панă. Шкул ачисемпе пĕрле анне те (вăл та Каркалар ялĕнче çуралса ỹснĕ) пĕрре мар пулнă вĕсем патĕнче. "Уйрăмах Яковлевпа унăн мăшăрĕ çинчен нумай каласа паратчĕ. Пирĕншĕн Екатерина Ефимовна Владимир Ильич Ульянов-Ленинпа Надежда Константиновна Крупскаяна курни питĕ тĕлĕнмелле япала пек туйăнатчĕ", _ каласа парать пире халь анне. Эпĕ манăн ват асанне Екатерина Ефимовна Краснова (Ефимова) Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннипе (вĕренсе пĕтереймен пулсан та) питĕ мухтанатăп. Кунта тĕнчипе паллă чăваш литературин классикĕ Константин Васильевич Иванов, Федор Павлович Павлов композитор, Тимофей Семенович Семенов, Тайăр Тимкки, Марфа Дмитриевна Трубина çыравçăсем вĕреннĕ. |