2008 çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа сĕте тата сĕт-çу продукцийĕсене тивĕçлипе хаклама май паракан "Сĕт тата сĕт-çу продукцийĕсен техника регламенчĕ" федераци саккунĕ вăя кĕчĕ. Вăл сĕт туса илекенсемпе ăна ĕçлесе хатĕрлекен предприятисен кулленхи ĕçĕнчи тĕп документ пулса тăрать. Халиччен сĕт-çу завочĕсем пахалăхсăр продукцие те ĕçлесе хатĕрлеме йышăннă пулсан, халĕ виçĕ сортлă сĕте палăртаççĕ: чи пысăк пахалăхли, пĕрремĕш тата иккĕмĕш сортли. Унсăр пуçне, малтанхипе танлаштарсан, сĕтри йỹçĕклĕхе, çу, белок хисепне, унăн çăралăхне палăртнă чухне производство стандарчĕн требованийĕсем палăрмаллах ỹсеççĕ. Ăна пăхăнса ĕçлесен чи пахалăхлă сĕтĕн хакĕ чăннипех "шурă ылтăнпа" танлашма тивĕçлĕ. Çĕнĕ техника регламенчĕпе килĕшỹллĕн палăртакан çирĕп йĕрке тỹрремĕнех ял хуçалăх предприятийĕсен фермисенче ĕçлекенсене пырса тивет. Пахалăхлă сĕт туса илесси кашни дояркăн кулленхи тĕп тĕллевĕ пулса тăчĕ. Выльăхсен айсарăмĕ яланах типĕ пулмалла, вĕсене таса тытмалла, ĕнесем маститпа чирлесрен сыхă тăмалла, чирлесен вăхăтра сиплемелле. Маститпа чирлĕ ĕнене уйрăм аппаратпа сумалла, сĕтне расна илмелле. Тин пăруланă, сума пăрахтаракан ĕнесен сĕтне те сутлăх сĕтпе хутăштармалла мар. Сĕт-çу завочĕсем сивĕтнĕ сĕте анчах ĕçлесе хатĕрлеме йышăнаççĕ, ăна 2 сехет хушшинче сивĕтме ĕлкĕреймесен унта тĕрлĕ бактерисем ĕрчесе кайма пултараççĕ. Асăннă саккунпа килĕшỹллĕн сĕт туса илекен ял хуçалăх предприятийĕсем продукци сутма юрăхлă пулни çинчен деклараци илмелле. Унччен сĕт пробине республикăри ветеринари лабораторийĕнче тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем туса илекен сĕте, лавккари сĕт-çу продукцийĕсен пахалăхне Россельхознадзор, Роспотребнадзор предприятисем çирĕп тĕрĕслесе тăрĕç. Маларах лавккасенче сутнă виç кĕтеслĕ хут пакетсенчи 16 пус тата 25 пус тăракан сĕте нумайăшĕ астумалла. Вăл ĕнерен суса илнĕ чăн сĕт пулнă! Çĕнĕ техрегламентра та çакна тĕп вырăна хунă. Халиччен сĕт хутăшĕ пур, анчах чăн продукци мар пулин те ăна сĕт тесе сутнă. Малашне сĕт продукцийĕсен упаковки çине продукцие чăн сĕтрен е ăна улăштаракан япаларан палăртса хатĕрленине çыраççĕ. Çĕнĕ йĕркере сĕт продукцийĕ, сĕт хутăшĕ пур продукт, чĕрĕ тата хутăштарман, хăймине уйăрман сĕт, сĕт напитокĕ (пурĕ 102 тĕс) ăнлавсем пулаççĕ. Техрегламентпа килĕшỹллĕн продукци туса кăларакан продукци пахалăхĕ, уйрăмлăхĕ пирки информаци пама тивĕçлĕ. Юлашки вăхăтра, пурте куратпăр, сĕт продукцийĕсен тĕсĕсем нумайланса кайрĕç, анчах пахалăх тĕлĕшĕпе илсен тивĕçтерекенни сахал. Специалистсем палăртнă тăрăх, сĕт-çу продукчĕсен 10 процентне ултавлă майпа, тĕрлĕ хутăшлă чĕр таварпа усă курса хатĕрленĕ. Упаковка çинче "Ĕне çăвĕ" тесе çырнин 7 проценчĕ анчах чăн ĕне çăвĕ, ытти _ тĕрлĕ çусем е тата темĕн те пĕр. Сĕт туса илекенсене те продукцие ĕçлесе хатĕрлекен предприятисене те малтанах çĕнĕ йĕркене хăнăхма çăмăл пулмĕ. Сĕт-çу предприятийĕсен яваплăхĕ вара, чăннипех, нумай ỹсет. Пытармалли çук, вĕсенчен нумайăшĕ юлашки вăхăтченех çак йĕрке ĕçе кĕрессе ĕненмен. Анчах малалла ниепле те ĕлĕкхилле ĕçлеме май килмĕ, сĕт-çу продукчĕсен пахалăхĕ тĕнче стандартне тивĕçмелле.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.